bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 10
Acts 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 11 →
1
Кесарире Корнилий ятлӑ пӗр ҫын — Итали полкӗ теекен ҫарти ҫӗрпӳ — пулнӑ,
2
вӑл тӳрӗ ҫын, пӗтӗм кил-йышӗпе Турӑран хӑраса, халӑха нумай ырӑлӑх туса, яланах Турра кӗлтуса пурӑнакан ҫын пулнӑ.
3
Вӑл кӑнтӑрла тӑхӑр сехет тӗлнелле хӑй патне Турӑ Ангелӗ уҫҫӑнах курӑнса кӗнине курнӑ, Ангел ӑна: Корнилий! тенӗ.
4
Лешӗ ун ҫине пӑхса илнӗ те хӑраса ӳксе каланӑ: мӗн-ха, Ҫӳлхуҫамӑм? тенӗ. Ангел ӑна хуравласа каланӑ: санӑн кӗллӳ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ.
5
Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил.
6
Вӑл сӑран тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче хӑна пулса пурӑнать, лешӗн ҫурчӗ — тинӗс хӗрринче; хӑвна Петр калас сӑмахсем урлӑ эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ.
7
Хӑйпе калаҫакан Ангел кайсассӑн, Корнилий хӑйӗн икӗ тарҫине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан салтаксенчен пӗрне, Турра хисеплекенскере, чӗнсе илнӗ те,
8
мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа парса, вӗсене Иоппие янӑ.
9
Тепӗр кунне, вӗсем хула патне ҫывӑхарса пынӑ вӑхӑтра, улттӑмӗш сехет тӗлнелле, Петр кӗлтумашкӑн пӳрт тӑррине улӑхнӑ.
10
Вӑл выҫӑ пулнӑ, унӑн ҫиесси килнӗ. Ун валли апат хатӗрленӗ хушӑра вара Петр кӗлтунӑ чухне, чи ҫӗкленӳлле самантра,
11
тӳпе уҫӑлса тӑнине курнӑ, тата темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытнӑ сарлака пир евӗрлӗскер, ҫӗрелле аннине курнӑ;
12
ун ҫинче темӗнле чӗрчун та пулнӑ: ҫӗр ҫинчи тем-тем йышши тӑватӑ ураллисем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекеннисем тата вӗҫен кайӑксем.
13
Унтан ӑна: Петр, тӑр та — пусса ҫи, тенӗ сасӑ илтӗннӗ.
14
Анчах Петр ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ нихӑҫан та ирсӗррине е тасамаррине нимӗн те ҫимен, тенӗ.
15
Ӑна каллех, тепӗр хут, сасӑ илтӗннӗ: Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла.
16
Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулнӑ; унтан пир евӗрлӗскерӗ каллех тӳпенелле ҫӗкленсе кайнӑ.
17
Петр ҫапла курӑнни мӗне пӗлтерет-ши тесе аптӑраса-шухӑшласа тӑнӑ чухне хайхи Корнилий янӑ ҫынсем Симон ҫурчӗ тӗлне ыйтса-пӗлсе хапхи умне ҫитсе тӑнӑ,
18
вӗсем кӑшкӑрса: Петр теекен Симон ҫакӑнта-и? тесе ыйтнӑ.
19
Петр хӑй курни ҫинчен шухӑшласа тӑнӑ хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: акӑ сана виҫӗ ҫын шырать;
20
ан та пӗр иккӗленмесӗр вӗсемпе пӗрле кай — вӗсене Эпӗ ятӑм, тенӗ.
21
Петр вара Корнилий янӑ ҫынсем патне аннӑ та каланӑ: эсир шыраканни — эпӗ; мӗн ӗҫпе килтӗр эсир? тенӗ.
22
Вӗсем каланӑ: ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хисеплесе тӑракан Корнилий ҫӗрпӗве сӑваплӑ Ангел, сана хӑй килне чӗнсе пырса, эсӗ каланине итлеме хушнӑ, тенӗ.
23
Петр ӗнтӗ вӗсене чӗнсе кӗртнӗ те хӑна тунӑ. Тепӗр кунне вӑл вӗсемпе пӗрле тухса кайнӑ, Иоппири тӑвансем те хӑшӗ-пӗри унпа пӗрле пынӑ.
24
Тепӗр кунне вӗсем Кесарие ҫитнӗ. Корнилий, хӑйӗн тӑванӗ-хурӑнташне, ҫывӑх тусӗ-йышне пуҫтарса, вӗсене кӗтсех тӑнӑ.
25
Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий, ӑна хирӗҫ тухса, ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ.
26
Петр ӑна тытса тӑратнӑ та каланӑ: тӑр; эпӗ те ҫынах, тенӗ.
27
Унпа калаҫкаласа вӑл пӳрте кӗнӗ; унта темӗн чухлӗ ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ.
28
Вӑл вӗсене каланӑ: иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ.
29
Ҫавӑнпа та эпӗ чӗнсессӗнех килтӗм, турткаланса тӑмарӑм. Ӗнтӗ ыйтам-ха: эсир мана мӗн ӗҫпе чӗнсе илтӗр? тенӗ.
30
Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те
31
каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ.
32
Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ.
33
Эпӗ ҫийӗнчех сан патна ҫынсем ятӑм; эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине пӗтӗмпех илтесшӗн эпир халӗ пурсӑмӑр та Турӑ умӗнче тӑратпӑр, тенӗ.
34
Петр сӑмах пуҫарса каланӑ: халӗ ӗнтӗ чӑнахах пӗлтӗм: Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех,
35
Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ.
36
Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Турӑ Израиль ывӑлӗсене сӑмах янӑ: ҫак Иисус Христос — пуринӗн те Ҫӳлхуҫи.
37
Иоанн шыва кӗме вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулнине эсир пӗлетӗр:
38
Назарет Иисусне Турӑ Таса Сывлӑш та, хӑват та пачӗ, Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ, ҫавӑнпа Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ.
39
Вӑл Иудея ҫӗрӗнче, Иерусалимра мӗн-мӗн тунине, юлашкинчен Ӑна йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернине пурне те эпир хамӑр курнӑ.
40
Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ,
41
анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ.
42
Вӑл пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ тата Хӑй Турӑ палӑртса хунӑ Тӳре — чӗррисенӗн те, вилнисенӗн те Тӳри — иккенне пӗлтерме хушрӗ.
43
Ӑна ӗненекенӗн кирек камӑн та Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ тесе, Ун ҫинчен пур пророк та каласа пӗлтернӗ, тенӗ.
44
Петр ҫак сӑмахне каласа та пӗтереймен-ха, ӑна итлесе тӑракансем ҫине пурин ҫине те Таса Сывлӑш аннӑ.
45
Таса Сывлӑш тивлечӗ суя тӗнлӗ ҫынсем ҫине те аннинчен Петрпа пӗрле пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ:
46
ӗнтӗ лешӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ. Вара Петр каланӑ:
47
хамӑр пекех Таса Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗме кам чарма пултарӗ? тенӗ.
48
Вара вӑл вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан вӗсем Петра хӑйсем патӗнче пӗр темиҫе кун пурӑнма тимленӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28