bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 17
Acts 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 18 →
1
Амфиполь хулипе Аполлони хули витӗр кайса, вӗсем Фессалоникӑна ҫитнӗ; унта иудейсен синагоги пулнӑ.
2
Яланхи пекех, Павел вӗсем патне пынӑ; вӗсемпе виҫӗ шӑматкун калаҫнӑ,
3
Христос асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ, «ҫав Христос ӗнтӗ Иисус пулать, эпӗ сире халӗ Ун ҫинчен каласа паратӑп» тенӗ.
4
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗненнӗ те Павелпа Сила енне ҫаврӑннӑ, вӗсен енне тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен эллинсем те питӗ нумаййӑн ҫаврӑннӑ, вӗсен енне куҫнисем хушшинче ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем те сахал мар пулнӑ.
5
Ӗненмен иудейсем кӗвӗҫе пуҫланӑ; урамри ҫапкаланчӑк ҫынсене ертнӗ те ушкӑнӗпе пухӑнса хулари халӑха пӑлхатса ҫӳренӗ; апостолсене халӑх умне илсе тухасшӑн вӗсем ӗнтӗ Иасон килне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
6
Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ,
7
Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ.
8
Ҫакна илтсессӗн халӑх та, хула пуҫлӑхӗсем те шикленсе ӳкнӗ.
9
Пуҫлӑхсем ӗнтӗ Иасонпа ыттисенчен саклат илнӗ те вӗсене кӑларса янӑ.
10
Тӑвансем вара васкасах Павелпа Силана ҫӗрле Верия хулине ӑсатса янӑ; унта ҫитсессӗн вӗсем иудейсен синагогине кайнӑ.
11
Верия ҫыннисем Фессалоника ҫыннисенчен уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ: ку чӑнах ҫапла-ши тесе, Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ.
12
Вӗсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, вӗсем хушшинче эллинсен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмӗсем те, арҫыннисем те чылаях пулнӑ.
13
Павел Верияра та Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн, Фессалоникӑри иудейсем унта та пырса халӑха хӗтӗртсе, пӑлхатса ҫӳренӗ.
14
Тӑвансем вара Павела ҫийӗнчех тинӗс хӗррине ӑсатса янӑ; Силапа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ.
15
Павела ӑсатма кайнисем ӑна Афинӑнах ҫитернӗ, унтан вӗсем каялла кайнӑ. Силапа Тимофее Павел хӑвӑртрах хӑй патне килме хушса янӑ.
16
Вӗсене кӗтсе Афинӑра пурӑннӑ чухне хула тулли суя турӑсен кӗлетки ларнине курса Павелӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗ.
17
Вӑл ӗнтӗ синагогӑра иудейсемпе тата пӗртен-пӗр Турра хисеплекен ҫынсемпе калаҫнӑ, тата куллен-кунах пасар патӗнче иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ.
18
Эпикур майлӑ философсем тата стоиксен философӗсем хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма тытӑннӑ; пӗрисем: «ку сӳпӗлти мӗн каласшӑн-ши?» тенӗ; тепӗрисем: «вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас» тенӗ; Павел вара вӗсене Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗ.
19
Ӑна ӗнтӗ Ареопага илсе пынӑ, унтан ыйта пуҫланӑ: ҫак эсӗ каласа паракан ҫӗнӗ вӗрентӳ мӗн иккенне эпир пӗлейӗпӗр-ши?
20
Эсӗ пирӗн хӑлхана темӗнле сейӗрле сӑмахсем кӗртетӗн-ха. Ҫавӑнпа пирӗн пӗлес килет — мӗн япала ку? тенӗ.
21
Афинӑ ҫыннисем те, вӗсем патӗнче пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисем те пурте хӑйсен вӑхӑтне пуринчен ытла мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса-итлесе ирттерме кӑмӑлланӑ.
22
Павел ӗнтӗ Ареопаг умне тӑрса каланӑ: эй Афинӑ ҫыннисем! эсир нумай турра хисеплени мана пур енчен те курӑнать:
23
эсир пуҫҫапакан вырӑнсене курса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр парне вырӑнӗ куртӑм, ун ҫине: «Пӗлмен Турӑ валли» тесе ҫырса хунӑ. Эпӗ ӗнтӗ сире шӑпах Ҫавӑн ҫинчен, эсир хӑвӑр пӗлмесӗрех хисеплекен Турӑ ҫинчен, вӗрентетӗп.
24
Тӗнчене, тӗнчере мӗн пуррине пурне те пултарнӑ Турӑ, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи, Вӑл алӑпа тунӑ ҫуртсенче пурӑнмасть.
25
Этем алли Ун валли мӗн тума пултарайтӑр? Унӑн мӗн ҫитменни ҫук, Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать.
26
Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнтармашкӑн Вӑл мӗнпур этем йӑхне пӗр юнран ӗрчетсе янӑ, вӗсем пурӑнас вӑхӑта, вырӑна малтанах палӑртса хунӑ;
27
ҫакна Вӑл ҫынсем Турра шыраччӑр, алӑ сӗмӗпе те пулин Ун патнелле кайччӑр, тупчӑр Ӑна тесе тунӑ — Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех:
28
эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр; сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑрсем те: «эпир — Унӑн йӑхӗ» тенӗ.
29
Ҫапла ӗнтӗ Турӑ йӑхӗ пулнӑ тӑркач эпир Турӑ ҫинчен Вӑл этем ӑсталаса тунӑ, этем шухӑшласа кӑларнӑ евӗрлӗскер, ылтӑнран е кӗмӗлтен, е чулран тунӑскер тесе шухӑшламалла мар.
30
Ҫапла ӗнтӗ, пӗлмесӗр пурӑннӑ вӑхӑтсене ирттерсе ярса, Турӑ халӗ пур ҫӗрте те пурне те ӳкӗнме хушать:
31
Вӑл ӗнтӗ Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун палӑртнӑ; ҫавна пурне те пӗлтерсе хума Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тенӗ Павел.
32
Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсессӗн, хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулнӑ, тепӗрисем тата: ҫакӑн ҫинчен эпир сана тепӗр чухне итлӗпӗр-ха, тенӗ.
33
Павел ӗнтӗ вӗсем патӗнчен тухса кайнӑ.
34
Ҫавах та хӑш-пӗр ҫынсем Павел майлӑ пулса Турра ӗненнӗ; вӗсем хушшинче Ареопаг ҫынни Дионисий, Дамарь ятлӑ хӗрарӑм пулнӑ; вӗсемпе пӗрле ыттисем те пулнӑ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28