bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 5
Acts 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 6 →
1
Анания ятлӑ пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа пӗрле ҫӗрне сутнӑ та,
2
арӑмне пӗлтерсех, укҫин пӗр пайне пытарса хӑварнӑ, юлашкине апостолсен ури умне пырса хунӑ.
3
Петр ӑна каланӑ: эй Анания! мӗншӗн эсӗ шуйттана хӑвӑн чӗрӳне пӑхӑнтарма ирӗк патӑн, ҫӗр укҫин пӗр пайне пытарса хӑвартӑн: эсӗ ӗнтӗ Таса Сывлӑша суйрӑн.
4
Сутман чухне ҫӗрӳ хӑвӑнах марччӗ-и? сутса туни те хӑвӑн аллунтах марччӗ-и? Ҫакна хӑвӑн чӗрӳне мӗншӗн кӗртнӗ эсӗ? Эсӗ ҫынсене мар, Турра суйрӑн, тенӗ.
5
Ҫав сӑмахсене илтсенех Анания вилсе выртнӑ; ҫакна илтекенсем пурте сехӗрленсех ӳкнӗ.
6
Ҫамрӑксем тӑнӑ та ӑна пытарма тирпейленӗ, вара илсе тухса пытарнӑ.
7
Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр виҫӗ сехетрен унта мӗн пулнине пӗлмесӗрех унӑн арӑмӗ те пырса кӗнӗ.
8
Петр унран ыйтнӑ: кала-ха мана, сутнӑ ҫӗршӗн сире ҫавӑн чухлӗ тӳлерӗҫ-и? тенӗ. Лешӗ: ҫапла, ҫавӑн чухлӗ, тенӗ.
9
Петр ӑна каланӑ: эсир капла Турӑ Сывлӑшне сӑнама пӗр канашлӑ пултӑр-и? акӑ санӑн упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та йӑтса тухӗҫ, тенӗ.
10
Лешӗ вара сасартӑках ун ури умне ӳкнӗ те вилсе выртнӑ. Ҫамрӑксем кӗрсен, вӑл вилсе выртнине курса, ӑна та илсе тухса упӑшки ҫумнех пытарнӑ.
11
Ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавна илтекенсем те пурте сехӗрленсех ӳкнӗ.
12
Апостолсем халӑх хушшинче темӗн чухлӗ паллӑсемпе хӑватсем тунӑ; пурте пӗрле Соломон пӑлтӑрӗнче пуҫтарӑнсах тӑнӑ.
13
Ют ҫынсенчен никам та вӗсемпе хутшӑнма хӑяйман; халӑх вара вӗсене мухтанӑ.
14
Ҫӳлхуҫана ӗненекенсен йышӗ — темӗн чухлӗ арҫын, темӗн чухлӗ хӗрарӑм — ытларах та ытларах хушӑнса пынӑ,
15
чирлӗ ҫынсене урама иле-иле тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ, иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин вӗсем ҫине ӳктӗрччӗ тенӗ.
16
Ҫавӑн пекех тата таврари хуласенчен те Иерусалима нумаййӑн пуҫтарӑннӑ, вӗсем чирлисене, усал ернисене иле-иле пынӑ, ҫавсем пурте сывалнӑ.
17
Аслӑ священник тата унпа пӗрле пулнисем, суя тӗнлӗ саддукейсем, ӗнтӗ кӗвӗҫсе ҫитнӗскерсем,
18
апостолсене ярса тытнӑ та халӑх тӗрмине хуптарнӑ.
19
Анчах та Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкне уҫнӑ та вӗсене илсе тухса каланӑ:
20
кайӑр та, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӑрса, чӗрӗлӗх паракан ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех халӑха каласа парӑр, тенӗ.
21
Ҫакна илтнӗ хыҫҫӑн вӗсем ирхине Турӑ Ҫуртне кайнӑ та вӗренте пуҫланӑ. Ҫав хушӑра аслӑ священникпа унӑн майлисем синедрион ҫыннисене тата Израиль ывӑлӗсен мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе илнӗ, унтан апостолсене тӗрмерен илсе килме хушнӑ.
22
Тӗрмене ҫитнӗ тарҫӑсем унта апостолсене тупайман. Вара каялла таврӑнса каласа панӑ:
23
тӗрмене питӗ тӗплӗ питӗрнӗ, хуралҫӑсем те алӑкӗ умӗнчех тӑраҫҫӗ, эпир ҫакна хамӑр куртӑмӑр, анчах уҫса пӑхсан унта никама та курмарӑмӑр, тенӗ.
24
Ҫак сӑмахсене илтсессӗн Турӑ Ҫурчӗ хуралӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священниксем, ку мӗне пӗлтерет-ши тесе, нимӗн шухӑшлама та аптӑранӑ.
25
Ӗнтӗ пӗр ҫын пынӑ та вӗсене: эсир тӗрмене хуптарнӑ ҫынсем Турӑ Ҫуртӗнче халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ, тесе каласа панӑ.
26
Вара хурал пуҫлӑхӗ тарҫӑсемпе кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗр илсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ;
27
илсе килсен вӗсене синедрион умне тӑратнӑ та, аслӑ священник вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ:
28
эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр, Ҫав Ҫыннӑн юнне пирӗн ҫине ҫитересшӗн тӑрӑшатӑр, тенӗ.
29
Петрпа апостолсем вара ҫапла хуравласа каланӑ: этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла.
30
Эсир йывӑҫ ҫумне ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн аттемӗрсенӗн Турри чӗртсе тӑратрӗ.
31
Израиле ӳкӗнтерсе ҫылӑхӗсене каҫармашкӑн Турӑ Ӑна Хӑйӗн сылтӑм аллипе ҫӗклесе Пуҫлӑх та, Ҫӑлакан та туса хучӗ.
32
Ҫавӑн ҫинчен пӗлтерсе тӑракансем — эпир тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнса тӑракансене панӑ Таса Сывлӑш, тенӗ.
33
Ҫакна илтнисем талӑрсах кайнӑ та апостолсене вӗлересшӗн пулнӑ.
34
Анчах та синедрион йышӗнчи пӗр фарисей — Гамалиил ятлӑскер, саккуна вӗрентекен, пӗтӗм халӑх хисеплесе тӑраканскер — ура ҫине тӑнӑ та апостолсене пӗр вӑхӑта кӑларса яма хушнӑ,
35
унтан ыттисене ҫапла каланӑ: Израиль арӗсем! ку ҫынсене мӗн тумалли ҫинчен эсир хӑвӑр тӗллӗн шухӑшласа пӑхӑр-ха.
36
Нумай та пулмасть ҫакӑн умӗн Февда килчӗ те хӑйне хӑй темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хурса ҫӳрерӗ, ун ҫумне пӗр тӑватҫӗр ҫын хутшӑннӑччӗ; ӑна вӗлерчӗҫ те, ӑна итлекенсем пурте саланса пӗтрӗҫ.
37
Унтан кайран, халӑха шута илсе ҫырнӑ вӑхӑтра, Галилея ҫынни Иуда ҫитрӗ, чылай ҫынна хӑй енне ҫавӑрчӗ; вӑл та пӗтрӗ, ӑна итлекенсем те пурте саланса кайрӗҫ.
38
Халӗ сире ҫавӑнпа калатӑп та: хӑпӑр ҫак ҫынсенчен, ан тивӗр вӗсене; вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсенӗн ҫак ӗҫӗ этемрен пулсассӑн — пӗтӗмпе путланса ларӗ;
39
Турӑран пулсассӑн — эсир ӑна пӗтереймӗр; астӑвӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса ан тӑрӑр, тенӗ.
40
Вӗсем унӑн канашӗпе килӗшнӗ; апостолсене чӗнсе илсе хӗненӗ те, вӗсене Иисус ячӗ ҫинчен калаҫма чарса, кӑларса янӑ.
41
Апостолсем вара Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн синедрионран савӑнса тухса кайнӑ.
42
Вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа вӗрентме чарӑнман.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28