bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 2
Acts 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 3 →
1
Аллӑмӗш кун уявӗнче вӗсем пурте пӗрле пулнӑ.
2
Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ та ҫавӑ вӗсем пуҫтарӑннӑ пӳрте кӗрсе тулнӑ.
3
Вӗсене вут ҫулӑмӗсем евӗрлӗскерӗ курӑнса кайнӑ, ҫав ҫулӑмсем, пайланса, кашнийӗ ҫине пӗрерӗн чарӑнса тӑнӑ.
4
Вара вӗсем пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ та, хӑйсене Сывлӑш мӗнле калама хушнӑ пек, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫа пуҫланӑ.
5
Ун чухне Иерусалима тӗнчери тӗрлӗ халӑх хушшинче пурӑнакан иудейсем, Турра ӗненекенскерсем, пуҫтарӑннӑ пулнӑ.
6
Ҫак кӗрленӗ шав илтӗнсессӗн, унта темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте аптӑрасах кайнӑ: ӗнтӗ кашнийӗ апостолсем унӑн чӗлхипе калаҫнине илтнӗ.
7
Пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе пӗр-пӗрне каланӑ: ҫапла калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и-ха?
8
Мӗнле-ха эпир пурсӑмӑр та вӗсем пирӗн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр:
9
эпир — Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Капподокире, Понтра, Асийӑра,
10
Фригире, Памфилире, Египетра, Киринея ҫумӗнчи Ливи ҫӗрӗнче пурӑнакансем; Римран килнисем, тӗп иудейсем, Иудея тӗнне йышӑннисем,
11
Крит ҫыннисем, арабсем, эпир вара вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр, тенӗ.
12
Ӗнтӗ пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, ӑнланаймасӑр, каланӑ пӗр-пӗрне: мӗне пӗлтерет ку? тенӗ.
13
Хӑшӗ-пӗрисем тата тӑрӑхласа: вӗсем пылак эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, тенӗ.
14
Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр:
15
эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ;
16
ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ:
17
«юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ;
18
ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп.
19
Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм.
20
Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ.
21
Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
22
Эй Израиль арӗсем! ҫак сӑмахсене итлӗр-ха: Назарет Иисусӗ Этем пулнӑ, Унӑн Турӑлӑхне Турӑ сире Ун урлӑ хӑватсем, кӗтретсем, паллӑсем кӑтартса уҫса пачӗ, ҫакӑн ҫинчен эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сирӗн хушшӑртах пулса иртнӗ.
23
Турӑ ирӗкӗпе, Вӑл малтанах ҫапла палӑртса хунипе Ӑна сирӗн аллӑра панӑ, эсир Ӑна йӗркесӗр ҫынсен аллипе пӑталаса вӗлерттертӗр.
24
Вилӗм ҫыххине татса пӑрахса, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, вилӗм Ӑна тытса чараймарӗ.
25
Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук.
26
Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ.
27
Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.
28
Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет.
29
Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! сире тӗп аттемӗр Давид ҫинчен хӑйсах каламалла пултӑр-ха: вӑл вилсе ҫӗре кӗнӗ, унӑн тупӑкӗ те паянхи кунчченех хамӑр патӑрта.
30
Пророк пулнӑ май, Турӑ ун йӑхӗнчен Христоса ӳтлентерсе кӑларса, Ӑна унӑн аслӑ вырӑнне патшана лартма хӑйне тупа тунине пӗлсе тӑрса,
31
Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ.
32
Ҫав Иисуса Турӑ чӗртсе тӑратрӗ, эпир пурсӑмӑр та — ҫавна куракансем.
33
Халӗ ӗнтӗ Вӑл, Туррӑн сылтӑм енне ҫӗкленнӗскер, Ашшӗ пама пулнӑ Таса Сывлӑша илсе ярса пачӗ, ҫавна эсир халӗ курса-илтсе тӑратӑр.
34
Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах хӑй ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.
36
Эй пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ӗнтӗ ҫирӗп пӗлсе тӑр: Ҫакӑ хӑвӑр пӑталанӑ Иисуса Турӑ Ҫӳлхуҫа та, Христос та туса хучӗ, тенӗ Петр.
37
Ҫакна илтсессӗн вӗсенӗн чӗрисем ҫемҫелнӗ те, вара Петрпа ытти апостола каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! пирӗн ӗнтӗ мӗн тумалла-ши? тенӗ.
38
Петр каланӑ вӗсене: ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр:
39
пама пулни сире, сирӗн ачӑрсене тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр чӗнсен, аякрисене те пурне те тивӗҫлӗ, тенӗ.
40
Вӑл урӑх сӑмахсем те нумай каланӑ, ӑнлантарнӑ, вӗсене ӳкӗтленӗ: ҫак пӑсӑлса пӗтнӗ ӑруран хӑтӑлӑр, тенӗ.
41
Ӗнтӗ унӑн сӑмахне хапӑл тӑвакансем тӗне кӗнӗ; ҫав кун пӗр виҫӗ пин чуна яхӑн хутшӑннӑ.
42
Вӗсем апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне те, кӗлӗре те, пур вӑхӑтра та пӗрле пулнӑ.
43
Пур чун та хӑраса тӑнӑ; Иерусалимра апостолсем урлӑ нумай хӑватсем, паллӑсем пулса иртнӗ.
44
Ӗненекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнсах тӑнӑ, мӗн пуррийӗ те вӗсен йӑлтах пӗрле пулнӑ:
45
кил-ҫуртне, пурлӑхне сутса, вӗсем кама мӗн кирлӗ таран валеҫсе тӑнӑ.
46
Вӗсем кулленех пурте пӗрле Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ, килӗсенче ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парса, савӑнса, ырӑ кӑмӑлпа апат ҫинӗ.
47
Турра мухтаса пурӑннӑ, пӗтӗм халӑх вӗсене юратнӑ. Ҫӑлӑнасшӑн тӑрӑшакансене Ҫӳлхуҫа ӗненекен ушкӑна куллен-кун хушӑнтарсах пынӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28