bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 19
Acts 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 20 →
1
Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел тури ҫӗрсене ҫӳресе тухса Эфеса пынӑ; унта хӑш-пӗр вӗренекене тӗл пулнӑ.
2
Вӑл вӗсене каланӑ: ӗненме пуҫласассӑн сирӗн ҫине Таса Сывлӑш анчӗ-и? тенӗ. Вӗсем ӑна: эпир Таса Сывлӑш пур тенине те илтмен, тенӗ.
3
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир шыва епле кӗтӗр? тенӗ. Вӗсем ӑна: Иоанн вӗрентнӗ пек кӗтӗмӗр, тенӗ.
4
Павел каланӑ: Иоанн ҫынсене хӑй хыҫӗнчен Килекене, Христос Иисуса, ӗненме ӳкӗтлесе, ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ, тенӗ.
5
Ҫакна илтсессӗн вӗсем Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне кӗнӗ.
6
Павел вӗсем ҫине аллине хурсассӑн, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш аннӑ та, вӗсем урӑхла чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ, пророкла та калаҫнӑ.
7
Вӗсем мӗнпурӗ вуникӗ ҫынна яхӑн пулнӑ.
8
Павел синагогӑна пыра-пыра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗр хӑрамасӑр виҫӗ уйӑх вӗрентнӗ, хӑй вӗрентни тӗрӗс пулнине ӗнентермеллех каланӑ.
9
Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен, вӗсем халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа ҫулне хурланӑ; ҫавӑнпа Павел вӗренекенсене уйӑрса илнӗ те вӗсем патӗнчен кайнӑ, вара кулленех Тиранн ятлӑ пӗр ҫыннӑн шкулӗнче вӗрентнӗ.
10
Икӗ ҫул хушши ҫапла пулнӑ, ӗнтӗ Асийӑра пурӑнакан ҫынсем пурте — иудейсем те, эллинсем те — Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтнӗ.
11
Павел аллипе Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ:
12
чирлӗ ҫынсем ҫине Павел ҫийӗнчи тутӑра, пилӗк ҫыххине хурсан, вӗсем чирӗсенчен сывалнӑ, усал сывлӑшсем те вӗсен ӑшӗнчен туха-туха кайнӑ.
13
Ӗнтӗ вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен хӑш-пӗр вӗрӳҫӗ иудейсем те усал ернӗ ҫынсенчен усал сывлӑшсене хӑваланӑ чухне Иисус Ҫӳлхуҫа ятне асӑна пуҫланӑ: «Павел пӗлтерекен Иисуса асӑнса хӑвалатпӑр сире» тенӗ.
14
Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ те ҫапла хӑтланнӑ.
15
Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: Иисуса эпӗ пӗлетӗп, Павела та паллатӑп, эсир камсем? тенӗ.
16
Вара ӑшӗнче усал сывлӑш пур ҫын вӗсем ҫине хаяррӑн сиксе ларнӑ та вӗсене пурне те парӑнтарнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, хӗнесе-ватса пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ.
17
Эфесра пурӑнакан иудейсемпе эллинсем пурте ҫакна пӗлнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вара Иисус Ҫӳлхуҫа ятне мухтама пуҫланӑ.
18
Ӗненекенсем нумайӑшӗ пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пытармасӑр, уҫҫӑнах каласа кӑтартнӑ.
19
Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ; ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем аллӑ пин драхма тӑнӑ.
20
Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫав тери хӑватлӑланса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ.
21
Ҫав ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел ӗнтӗ Македонипе Ахаи витӗр тухса Иерусалима кайма шутланӑ; вӑл: Иерусалимра пулнӑ хыҫҫӑн манӑн Рима та ҫитсе курмалла, тенӗ.
22
Унтан вӑл хӑйне пулӑшса тӑракансенчен иккӗшне, Тимофейпе Ераста, Македоние янӑ та хӑй пӗр вӑхӑта Асийӑра юлнӑ.
23
Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа ҫулне хирӗҫ пысӑк пӑлхав тухнӑ.
24
Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер,
25
ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр;
26
акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ.
27
Ку ӗнтӗ пирӗншӗн акӑ мӗншӗн хатарлӑ: пирӗн ӗҫӗмӗртен те йӗрӗне пуҫлӗҫ, аслӑ туррӑмӑрӑн Артемидӑн ҫурчӗ те пӑрахӑҫа тухӗ, ҫапла вара пӗтӗм Асия, пӗтӗм тӗнче хисеплесе тӑракан туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ, тенӗ.
28
Ҫакна илтсессӗн пурте тилӗрсе кайсах: Эфесри Артемида аслӑ! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.
29
Вара пӗтӗм хула пӑтрана пуҫланӑ; Павелпа пӗрле пынӑ Македони ҫыннисене Гайпа Аристарха ярса тытнӑ та, пурте театра кӗпӗрленсе кайнӑ.
30
Павел халӑх умне тухасшӑн пулнӑ, ӑна вӗренекенсем яман.
31
Асийӑри хӑш-пӗр пуҫлӑхсем те, Павелпа туслӑ тӑракансем, ун патне ҫынсем ярса: «эсӗ театрта ан курӑн» тесе систернӗ.
32
Пухура нимӗн йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, пухӑннӑ ҫынсем хушшинче хӑйсем мӗншӗн пуҫтарӑннине пӗлменнисем те нумай пулнӑ.
33
Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Александр аллипе паллӑ кӑтартнӑ та халӑхпа калаҫасшӑн пулнӑ.
34
Анчах та вӑл иудей иккенне пӗлсессӗн пурте харӑс кӑшкӑрса ярса: Эфесри Артемида аслӑ! тесе, икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ.
35
Йӗрке тытса тӑракан пуҫлӑх халӑха чарса каланӑ: эй Эфес ҫыннисем! Эфес хули аслӑ Артемида туррӑн тата тӳперен ӳкнӗ сӑнарӑн хуралҫи пулнине кам пӗлмест?
36
Ун пирки никам та тавлашмасть, апла сирӗн лӑпкӑ пулас пулать, пӗлнӗ-пӗлмен нимӗн те тӑвас пулмасть.
37
Ҫак эсир илсе килнӗ ҫынсем Артемида ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан.
38
Димитрий тата унпа пӗрле ӗҫлекен ӑстасем кама та пулин айӑплаҫҫӗ пулсассӑн, ӑна тытса пама сут пур, проконсулсем пур — айӑплаччӑрах пӗр-пӗрне.
39
Сире тата мӗн те пулин кирлӗ пулсассӑн, ӑна саккунлӑ пухура татса парӗҫ.
40
Паян пулса иртнӗ ӗҫ пирӗншӗн хӑрушӑ: пире халӑха пӑлхатнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑр ҫакӑн пек пуху пуҫтарӑннӑшӑн эпир тӳрре тухма пултараймастпӑр, тенӗ. Ҫапла каласассӑн вӑл пухӑва салатнӑ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28