bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 22
Acts 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 23 →
1
Эй тӑван ҫынсем, аттесем! эпӗ хама сирӗн умӑрта тӳрре кӑларса каланине итлӗр-ха халӗ, тенӗ.
2
Павел хӑйсемпе еврейла калаҫа пуҫланине илтсессӗн, вӗсем тата ытларах лӑпланнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ:
3
эпӗ — Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, вӗренме эпӗ ҫак хулара, ҫакӑнта, Гамалиил ури умӗнче вӗреннӗ, аттемӗрсен сакунне мана тӗплӗ вӗрентсе ҫитернӗ; эсир халӗ Турӑшӑн тӑрӑшнӑ пек, эпӗ те — Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.
4
Ҫак вӗрентӳ хыҫҫӑн каякансене эпӗ вӗлересле хӗсӗрлерӗм, арҫыннине те, хӗрарӑмне те ҫыха-ҫыха тӗрмене хуптартӑм,
5
ҫакӑн ҫинчен аслӑ священник та, мӗнпур аслӑ ҫынсем те каласа парӗҫ; эпӗ вӗсенчен Дамаскра пурӑнакан ӗненекенсем патне кайма ҫырусем те илтӗм, эпӗ унта ҫав ҫынсене тимӗрлесе Иерусалима тытса килсе асаплантарас тесе кайрӑм.
6
Ҫул ҫинче манпа акӑ мӗн пулса иртрӗ: Дамаска ҫитерехпе, кӑнтӑрла тӗлнерех, тӳперен сасартӑк хӑватлӑ ҫутӑ ҫутатса ячӗ мана.
7
Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм, хама: «Савл! Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн?» теекен сасӑ илтрӗм.
8
Эпӗ ӑна хуравласа: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! кам Эсӗ?» терӗм. Вӑл мана: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Назарет Иисусӗ» терӗ.
9
Манпа пӗрле пыракансем ҫутӑ курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ, анчах вӗсем манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен.
10
Эпӗ ӗнтӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑм! манӑн мӗн тӑвас?» терӗм. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «тӑр та Дамаска кай, мӗн тумаллине унта сана пӗтӗмпе каласа парӗҫ» терӗ.
11
Ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пултӑм, мана вара хампа пӗрле пыракан ҫынсем алӑран ҫавӑтса Дамаска илсе ҫитерчӗҫ.
12
Ман патӑма саккуна ҫирӗп уяса пурӑнакан, Дамаскри мӗнпур иудей хисеплесе тӑракан Анания ятлӑ пӗр ҫын пычӗ.
13
Вӑл манпа юнашар тӑчӗ те: «Савл тӑванӑм, куракан пул!» терӗ. Эпӗ ҫав самантрах куракан пултӑм та ӑна куртӑм.
14
Вӑл вара мана каларӗ: «хамӑр аттемӗрсенӗн Турри сана Хӑйӗн ирӗкне пӗлтерме тата Сӑваплине куртӑр, Унӑн ҫӑварӗнчен тухнӑ сасса илттӗр тесе малтанах суйласа илнӗ:
15
Ун ҫинчен ху мӗн илтнине, мӗн курнине эсӗ пур ҫын умӗнче те каласа кӑтартакан пулӑн.
16
Эппин, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Тӑр та Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне кӗр» терӗ.
17
Иерусалима таврӑнсассӑн Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтуса тӑнӑ чухне, чи ҫӗкленӳллӗ самантра,
18
эпӗ Иисуса куртӑм; Вӑл мана каларӗ: «васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай: кунта эсӗ Ман ҫинчен каласа кӑтартнине йышӑнас ҫук» терӗ.
19
Эпӗ каларӑм: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ,
20
Сан ҫинчен кӳнтелекен Стефан юнне тӑкнӑ чухне те эпӗ унта тӑтӑм, ӑна вӗлернине ырласа, вӗлерекенсен тумтирне сыхласа тӑтӑм» терӗм.
21
Вӑл мана каларӗ: «кай, Эпӗ сана аякка, суя тӗнлӗ ҫынсем патне ярӑп» терӗ, тенӗ.
22
Ӑна ҫак сӑмаха каличчен итлесе тӑнӑ; ун хыҫҫӑн вара урӑм-сурӑм кӑшкӑрашма тапратнӑ: ку ҫынна ҫӗр ҫинчен пӗтер! вӑл пурӑнма тивӗҫлӗ мар! тесе кӑшкӑрнӑ.
23
Вӗсем ҫапла кӑшкӑрашса, тумтирне ывӑта-ывӑта, ҫӳлелле тусан сапса тӑнӑ хушӑра
24
пинпӳ Павела кереме илсе кӗме хушнӑ: мӗне пула ӑна хирӗҫ ҫапла кӑшкӑрнине пӗлесшӗн ӑна ҫаптарма хушнӑ.
25
Хӑйне чӗнсемпе туртса ҫыхсан Павел ҫавӑнта тӑракан ҫӗрпӗве каланӑ: сире Рим халӑхӗн ҫыннине ҫаптарма ирӗк панӑ-им? сутсӑрах ҫапла тӑвасшӑн-и? тенӗ.
26
Ҫакна илтсен ҫӗрпӳ ӗнтӗ пинпӳ патне пырса каланӑ: эсӗ мӗн тӑвасшӑн? Асту, ку ҫын — Рим халӑхӗн ҫынни, тенӗ.
27
Вара пинпӳ Павел патне пынӑ та: кала-ха мана, эсӗ Рим халӑхӗн ҫынни-им? тенӗ. Павел: ҫапла ҫав, тенӗ.
28
Пинпӳ каланӑ: эпӗ вӑл ята пысӑк укҫа парса илтӗм, тенӗ. Павел: эпӗ вара ҫав ятпах ҫуралнӑ, тенӗ.
29
Ӑна асаплантарасшӑн тӑракансем вара ҫийӗнчех ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ. Павел Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсен, пинпӳ ӑна ҫыхтарнӑшӑн хӑраса ӳкнӗ.
30
Иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗрех пӗлес тесе, пинпӳ тепӗр кунне унӑн сӑнчӑрне хывса илтернӗ те аслӑ священниксемпе пӗтӗм синедриона пуҫтарӑнма хушнӑ, унтан Павела вӗсем умне кӑларса тӑратнӑ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28