bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 11
Acts 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 12 →
1
Суя тӗнлӗ ҫынсем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем те илтнӗ.
2
Петр Иерусалима таврӑнсан, ӳт кастарнисем ӑна ӳпкелесе каланӑ:
3
эсӗ ӳт кастарманнисем патне кайрӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн, тенӗ.
4
Петр вӗсене йӗрки-йӗркипе кала пуҫланӑ:
5
эпӗ Иоппи хулинче кӗлтуса тӑраттӑмччӗ, кӗлӗ вӑхӑтӗнче чи ҫӗкленӳллӗ самантра курӑнах кайрӗ: темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытса тӳперен антаракан сарлака пир евӗрлӗскер, ман патӑмах анчӗ;
6
эпӗ тимлесе пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем тата вӗҫен кайӑксем куртӑм.
7
Тата хама: «Петр, тӑр та пусса ҫи» теекен сасса илтрӗм.
8
Вара эпӗ каларӑм: «эй Турӑ! ҫук, ҫиейместӗп: ман ҫӑварӑма нихӑҫан та ирсӗрри е тасамарри нимӗн те кӗмен» терӗм.
9
Сасӑ мана тӳперен тата тепӗр хут каларӗ: «Турӑ тасатнине эсӗ таса мар тесе ан шутла» терӗ.
10
Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулчӗ; унтан каллех пӗтӗмпе тӳпенелле ҫӗкленсе кайрӗ.
11
Шӑпах ҫав сехетре эпӗ пурӑнакан ҫурт умне ман патӑма Кесарирен янӑ виҫӗ ҫын пырса тӑчӗ.
12
Сывлӑш мана ҫавсемпе пӗрле пӗр иккӗленмесӗр кайма хушрӗ. Манпа пӗрле ҫакӑ ултӑ тӑванӑм та пычӗ; вара эпир ҫав ҫын килне ҫитрӗмӗр.
13
Вӑл пире хӑй пӳртӗнче Ангела курнине каласа кӑтартрӗ; Ангел пырса тӑнӑ та ӑна каланӑ: «Иоппие ҫынсем ярса, Петр теекен Симона чӗнтерсе кил;
14
вӑл сана калас сӑмахсем урлӑ эсӗ хӑв та ҫӑлӑнӑн, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
15
Эпӗ калаҫа пуҫласан, унччен хамӑр ҫине аннӑ пек, вӗсем ҫине Таса Сывлӑш анчӗ.
16
Ҫавӑн чухне эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне аса илтӗм, Вӑл ҫапла калатчӗ: «Иоанн шывпа тӗне кӗртрӗ, эсир Таса Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр» тетчӗ.
17
Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те пачӗ пулсассӑн, Турра хирӗҫ пыма камах вара эпӗ? тенӗ.
18
Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ та Турра мухтаса каланӑ: чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ суя тӗнлисене те ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнмелле тунӑ иккен, тенӗ.
19
Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн хӗсӗрлеме пуҫланине кура саланса кайнисем ҫав хушӑра Финикийӑна, Кипра, Антиохие ҫитиех ҫӳресе тухнӑ; вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен.
20
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Кипр ҫыннисем, Киринея ҫыннисем пулнӑ; вӗсем Антиохие ҫитнӗ те Иисус Ҫӳлхуҫа ҫинчен эллинсене Ырӑ Хыпар каласа кӑтартнӑ.
21
Ҫӳлхуҫа алли вӗсемпе пӗрле пулнӑ, ӗненсе, темӗн чухлӗ халӑх Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.
22
Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимри ӗненекен ушкӑна хыпар ҫитнӗ те, вӗсем Варнавӑна Антиохие кайма хушнӑ.
23
Унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлетне курса питех те савӑннӑ, пурне те Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн пӑхӑнса пурӑнма ӳкӗтленӗ;
24
Варнава ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, Таса Сывлӑшпа тата ӗненӳпе хӑватлӑланнӑ ҫын пулнӑ. Ҫапла нумай халӑх Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.
25
Кайран Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ,
26
шыраса тупсассӑн ӑна Антиохие илсе пынӑ. Унта вӗсем ҫулталӑк хушши ӗненекенсен ушкӑнӗпе пуҫтарӑна-пуҫтарӑна нумай халӑха вӗрентнӗ; ӗнтӗ чи малтан Антиохири вӗренекенсене Христос ҫыннисем теме пуҫланӑ.
27
Ҫав кунсенче Иерусалимран Антиохие пророксем пынӑ.
28
Вӗсенчен пӗри, Агав ятлӑскер, тӑнӑ та Таса Сывлӑш пӗлтернипе: «пӗтӗм тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пулать» тесе малтанах каласа хунӑ; Клавдий кесарь вӑхӑтӗнче чӑнах та ҫавӑн пек пулнӑ.
29
Вӗренекенсем вара харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма пулнӑ;
30
вӗсем вара ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савл урлӑ пресвитерсене парса янӑ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28