bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 4
Acts 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 5 →
1
Вӗсем халӑха вӗрентсе каланӑ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗ хуралӗн пуҫлӑхӗ тата саддукейсем пырса ҫитнӗ,
2
халӑха вӗрентнӗшӗн, Иисус урлӑ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса пӗлтернӗшӗн вӗсем ҫилленсе тӑнӑ.
3
Ӗнтӗ апостолсене ярса тытнӑ та ирччен хураллама хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн ун чухне каҫ пулса ҫитнӗ.
4
Вӗрентнӗ сӑмаха итленисем нумайӑшӗ ӗненнӗ; ун пек ҫынсем пилӗк пине яхӑн пулнӑ.
5
Тепӗр кунне вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем, аслӑ ҫыннисем, кӗнекеҫӗсем, аслӑ священник Анна, Каиафа, Иоанн, Александр, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те Иерусалима пухӑннӑ,
7
апостолсене хӑйсен умне тӑратнӑ та ҫапла ыйтнӑ: эсир ку ӗҫе мӗнле хӑватпа, кам ячӗпе турӑр? тенӗ.
8
Ҫавӑн чухне Петр, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, вӗсене каланӑ: эй халӑх пуҫлӑхӗсем, Израилӗн аслӑ ҫыннисем!
9
Паян пирӗнтен эпир халсӑр ҫынна ырӑлӑх туни ҫинчен, ӑна епле сыватни ҫинчен тӗпчесе ыйтаҫҫӗ пулсассӑн,
10
эсир пурсӑр та пӗлӗр, пӗтӗм Израиль халӑхӗ те пӗлсе тӑтӑр: эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ, кайран Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе сыватнӑ ӑна, сирӗн умӑра ӑна Ҫавӑн ячӗпе сыватса тӑратнӑ.
11
Вӑл — эсир, ҫурт тӑвакансем, тиркенӗ чул, Вӑл — кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул.
12
Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук, тенӗ.
13
Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса, вӗсем кӗнекеҫӗсем те мар, ахаль ҫынсемех иккенне ӑнкарса, пуҫлӑхсем тӗлӗннӗ; вӗсем ӗнтӗ кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем иккенне те ӑнланса илнӗ;
14
анчах та сывалнӑ ҫын вӗсемпе пӗрлех тӑнине курса хирӗҫ нимӗн те калайман.
15
Унтан вӗсене синедрионран тухма хушнӑ та хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ:
16
ку ҫынсене мӗн тӑвар-ши? Вӗсем тӗлӗнмелле хӑват туни Иерусалимра пурӑнакан пур ҫынна та паллӑ, ҫакна эпир пулман теейместпӗр;
17
анчах ҫакӑн ҫинчен халӑх хушшинче хыпар ан сарӑлтӑрччӗ, ҫавӑнпа хӑратсах чарса лартар вӗсене — ҫак ят ҫинчен вӗсем пӗр ҫын умӗнче те ан калаҫчӑр, тенӗ.
18
Вара вӗсене чӗнсе илнӗ те Иисус ячӗ ҫинчен нимӗн калама та, вӗрентме те хушман.
19
Анчах та Петрпа Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: шухӑшлӑр-ха, Турӑран ытларах сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и?
20
Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр, тенӗ.
21
Халӑха пула вӗсене хаса пама сӑлтав тупаймасӑрах, юнаса анчах кӑларса янӑ, мӗншӗн тесессӗн пулнӑ ӗҫшӗн пурте Турра мухтаса аслӑланӑ.
22
Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ пулса сывалнӑ ҫын хӗрӗхрен иртнӗскер пулнӑ.
23
Кӑларса ярсассӑн, Петрпа Иоанн хӑйсеннисем патне пынӑ та аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине вӗсене каласа кӑтартнӑ.
24
Ҫавна илтсессӗн, вӗсем пурте, сассине хӑпартса, Турра кӗлтунӑ: эй тӳпене, ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ Патша Турӑ!
25
Эсӗ Таса Сывлӑш урлӑ Хӑвӑн чурун, пирӗн Давид аттемӗрӗн, чӗлхипе ҫапла каланӑ: «суя тӗнлисем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, халӑхсем мӗншӗн кӑлӑх пулассине пуҫӑнаҫҫӗ-ши?
26
Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ» тенӗ.
27
Чӑнах та ӗнтӗ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат суя тӗнлӗ ҫынсемпе, Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса Санӑн Хӑв ҫу сӗрнӗ Святой Ывӑлна Иисуса хирӗҫ тӑчӗҫ,
28
мӗн пулмаллине, Санӑн аллупа Санӑн ирӗкӳ малтанах палӑртса хунине, турӗҫ.
29
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӗ курсамччӗ вӗсем пире юнанине, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ,
30
Хӑвӑн аллуна тӑссамччӗ — Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе ҫынсем сывалччӑр, паллӑсем, хӑватсем пулччӑр, тенӗ.
31
Вӗсем кӗлтунӑ хыҫҫӑн хӑйсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтресе кайнӑ; вара пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Турӑ сӑмахне хӑюллӑн каланӑ.
32
Ӗненекенсем йышлӑ пулсан та, вӗсен пӗр чӗрепе пӗр чун пулнӑ; никам та хӑйӗн пӗр япалине те хамӑн темен: вӗсен мӗн пурри пӗрле пулнӑ.
33
Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни ҫинчен апостолсем питӗ хӑватлӑн каланӑ, пурин ҫинче те пысӑк тивлет пулнӑ.
34
Вӗсем хушшинче ҫитменнипе аптӑракан никам та пулман: ҫӗр пуррисем, ҫурт-йӗр пуррисем пурте ҫавна сута-сута
35
укҫине апостолсен ури умне илсе пырса хунӑ; кирек кама та мӗн кирлине парса тӑнӑ.
36
Ҫапла Иосия та — апостолсем Варнава тесе ят панӑскер (ку ӗнтӗ «лӑплантаракан ывӑл» тенине пӗлтерет), левит, Кипр ҫынни —
37
хӑйӗн ҫӗрне сутнӑ та укҫине апостолсен ури умне илсе пырса хунӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28