bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 27
Acts 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 28 →
1
Пире Италие шыв ҫулӗпе яма йышӑнсан, Павела тата хӑш-пӗр тимӗрленӗ ҫынсене Август полкӗнчи Юлий ятлӑ ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ.
2
Эпир Асия ҫыранӗ еннелле ишекен Адрамит карапӗ ҫине лартӑмӑр та ҫула тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле Фессалоникӑран килнӗ Македони ҫынни Аристарх пурччӗ.
3
Тепӗр кунне Сидон патне ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Юлий Павелшӑн ӑшӑ кӑмӑллӑ пулчӗ, ӑна тусӗсем патне кайса вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма та чармарӗ.
4
Унтан тухса кайсассӑн, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен, эпир Кипра ишсе пытӑмӑр,
5
вара Киликипе Памфили тӗлӗнчен тинӗс урлӑ каҫса Ликийӑри Мирӑна ҫитсе чарӑнтӑмӑр.
6
Ҫӗрпӳ унта Италие каякан Александрия карапне тупса пире ун ҫине лартрӗ.
7
Темиҫе кун хушши эпир питӗ ерипен ишсе пытӑмӑр, ҫапла аран-аран Книда ҫитрӗмӗр. Ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен кирлӗ еннелле кайма май пулмарӗ, ҫавӑнпа эпир Салмон сӑмсахӗ патӗнчен пӑрӑнса Крит утравӗн кӑнтӑр енӗпе ишсе кайрӑмӑр.
8
Ҫырантан инҫех мар ишсе пырса Ласея хули ҫывӑхӗнчи Паха пристань теекен ҫӗре аран-аран ҫитрӗмӗр.
9
Ӗнтӗ нумай вӑхӑт иртнӗччӗ, типӗ тытас вӑхӑт та иртнӗччӗ, ун чухне тинӗспе ҫӳреме те хатарлӑччӗ, ҫавӑнпа та Павел канаш парса ҫапла каларӗ:
10
эй ырӑ ҫыннӑмсем! ҫул ҫинче хӗн пуласса эпӗ пӗлетӗп; караппа тиеве ҫеҫ мар, пире хамӑра та пысӑк сиен пулӗ, терӗ.
11
Анчах та ҫӗрпӳ Павел сӑмахӗнчен ытларах карап хӳрине тытса пыраканпа карап пуҫлӑхне шанчӗ.
12
Карап чарӑннӑ вырӑнта хӗл каҫма майлӑ марччӗ, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ унтан тухса кайма канаш пачӗ: ҫитме май пулсассӑн Финика — Крит пристанне, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗ енчен тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗ енчен хӳтлӗ вырӑна — чарӑнса, ҫавӑнта хӗл каҫар, терӗ.
13
Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫларӗ те, ӗнтӗ хамӑр ӗмӗтленни ҫитрӗ тесе, тухса кайрӑмӑр, Крит ҫумӗпе ишсе пытӑмӑр.
14
Анчах та часах карапа хирӗҫ эвроклидон теекен тӑвӑллӑ ҫил тухрӗ.
15
Карапа ҫавӑрса илчӗ те, карап ҫиле хирӗҫ тӑраймарӗ, эпир вара хум юххине лекрӗмӗр.
16
Ӗнтӗ Клавда теекен пӗр утрава ҫитсе перӗнсен, карап ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр;
17
ӑна туртса хӑпартсан карапа хулӑн вӗренсемпе хытарса ҫыхрӑмӑр; ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса парӑса антартӑмӑр та вара ҫил еккипе уҫӑ тинӗсре ҫӳрерӗмӗр.
18
Ҫил-тӑвӑл вӑйланса кайнӑран тепӗр кунне ӗнтӗ тиенӗ япаласене кӑларса ывӑта пуҫларӗҫ,
19
виҫҫӗмӗш кунне вара карап хатӗр-хӗтӗрне хамӑр аллӑмӑрпах кӑларса ывӑтрӑмӑр.
20
Чылай кун хушши хӗвел те, ҫӑлтӑр та курӑнмарӗ, пӗрмаях вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӑчӗ, юлашкинчен ӗнтӗ пирӗн ҫӑлӑнас ӗмӗт те сӳнсе пычӗ.
21
Ҫынсем тахҫантанпах нимӗн те ҫименччӗ, вара Павел вӗсен варрине тӑчӗ те ҫапла каларӗ: эй ырӑ ҫыннӑмсем! сирӗн мана итлемеллеччӗ, Крит патӗнчен каймалла марччӗ, вара ҫак асапа та, ҫак сиене те курмастӑмӑр.
22
Халӗ ӗнтӗ сире ҫирӗп пулма ӳкӗтлетӗп: эсир пӗри те пӗтместӗр, карап анчах пӗтӗ.
23
Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса
24
ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ.
25
Эй ырӑ ҫыннӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫирӗп пулӑр; эпӗ Турра шанса тӑратӑп — мана епле каланӑ, ҫапла пулать те.
26
Эпир пӗр-пӗр утрав ҫине тухса ӳкӗпӗр, терӗ.
27
Ҫапла пирӗн карап Адриатика тинӗсӗнче ҫил еккипе ҫӳренӗ чухне, вунтӑваттӑмӗш каҫхине ҫур ҫӗр тӗлнелле, карап ҫӳретекенсем типӗ ҫӗр патне ҫывӑхарса пынине туя пуҫларӗҫ;
28
вара тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те — ҫирӗм хӑлаҫ иккен; кӑштах кайсассӑн татах виҫсе пӑхрӗҫ те — вунпилӗк хӑлаҫ тухрӗ.
29
Чуллӑ вырӑна пырса перӗнесрен шикленсе, карап хӳри ҫинчен тӑватӑ якорь ячӗҫ те, тул ҫутӑласса кӗтсе тӑтӑмӑр.
30
Карап ҫӳретекенсем карап ҫинчен тарасшӑн пулса, карап сӑмсинчен якорь ярам пек туса, тинӗсе кимӗ антара пуҫласан,
31
Павел ҫӗрпӳпе салтаксене каларӗ: карап ҫинче вӗсем пулмасан, эсир ҫӑлӑнаймастӑр, терӗ.
32
Вара салтаксем кимӗ вӗренӗсене касса ячӗҫ те, кимми шыва ӳкрӗ.
33
Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: эсир нимӗн ҫимесӗр ӗмӗтленсе-шанса тӑрса апатсӑр пурӑна пуҫлани паян вунтӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ;
34
ҫавӑнпа сире апат ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн вилместӗр, сывӑ пулатӑр; сирӗн никамӑн та пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ, терӗ.
35
Ҫакна каласан ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнче те Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ;
36
вара пурте хӑюланчӗҫ те апат ҫирӗҫ;
37
карап ҫинче эпир пурӗ икҫӗр ҫитмӗл ултӑ чунччӗ.
38
Апат ҫисе тӑрансан, карапа ҫӑмӑллатас тесе, тӗпне тултарнӑ тулла тинӗсе пӑраха пуҫларӗҫ.
39
Тул ҫутӑлсан та мӗнле ҫӗре ҫитнине ӑнкарса илеймерӗҫ, хӑйӑр ҫыранлӑ тинӗс аври курчӗҫ те, май килсен, караппа ҫавӑнта пырса чарӑнма шухӑш тытрӗҫ.
40
Якорьсен вӗренӗсене касса татса, якорӗсене тинӗсрех хӑварчӗҫ; унтан карапа тытса пыракан кӗсменсен, ҫыхса лартнӑскерсен, пӑявӗсене салтса ярса, ҫиле май пӗчӗкҫӗ парӑс карса ҫыран хӗрринелле кайрӑмӑр.
41
Сӑмсаха пырса кӗтӗмӗр те, карап ӑшӑха ларчӗ. Сӑмси путрӗ, урӑх хускалмарӗ, хыҫне хум ҫапса ҫӗмӗре пуҫларӗ.
42
Ишсе тухса никам та ан тартӑр тесе, салтаксем ӗнтӗ тимӗрленӗ ҫынсене вӗлерме канаш тӑва пуҫларӗҫ.
43
Ҫӗрпӳ, Павела хӑтарасшӑн пулса, вӗсене ҫапла тума памарӗ, вӑл ишме пӗлекеннисене шыва малтан сиксе типӗ ҫӗре тухма хушрӗ;
44
ыттисене вара хӑшне хӑма ҫине, хӑшне карап ҫӗмӗрӗкӗсем ҫине выртса ишсе тухма хушрӗ; ҫапла пурте ҫыран хӗррине тухса ҫӑлӑнса юлчӗҫ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28