bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 1
Isaiah 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 2 →
1
Исаийӑна, Амос ывӑлне, курӑнни: вӑл ҫакна, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине, Иудейӑра Озия, Иоафам, Ахаз тата Езекия патшасем патшара ларнӑ вӑхӑтра курнӑ.
2
Эй тӳпе, итле, эй ҫӗр, эсӗ те тӑнла, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа калать: Эпӗ ывӑлӑмсене вӗрентрӗм, асла кӑлартӑм, вӗсем вара Мана хирӗҫ тӑчӗҫ.
3
Вӑкӑр хӑйӗн хуҫине, ашак хӑй хуҫийӗн сырӑшне пӗлет; Израиль вара [Мана] пӗлмест, Манӑн халӑхӑм ӑса кӗрсе ҫитеймест.
4
Ах, ҫылӑхлӑ халӑх, йӗркесӗр ӗҫсем айне пулнӑ халӑх, усал ҫынсен йӑхӗ, ҫынвӗлерен ывӑлсем! Ҫӳлхуҫаран сивӗнчӗҫ, Израиль Святойне вырӑна хумарӗҫ — каялла ҫаврӑнчӗҫ, тет.
5
Ҫав-ҫавах чурӑсланакансем, сире тата ӑҫтан ҫапмалла-ши? Пуҫӑр йӑлтах юхан-суранлӑ, чӗрӗр те хавшанӑ.
6
Ура тупанӗнчен пуҫ тӳпи таранах унӑн пӗр сывӑ вырӑн та ҫук: юхан-суран, юнӑхнӑ-кӑвакарнӑ вырӑнсем, пӳрленсе тӑракан сурансем, вӗсене ҫуса та тасатман, ҫу сӗрсе, ҫемҫетсе те ҫыхман.
7
Сирӗн ҫӗре сӑтӑр-мӑшкӑл кӑтартнӑ; хулӑрсене ҫунтарса янӑ; сирӗн хирсем паракан ҫимӗҫе ютран килнисем хӑвӑр умӑртах ҫисе яраҫҫӗ; ютран килнисем ҫаратса тухнӑ евӗр, пур тӗлте те — пуш-пушӑ.
8
Ӗнтӗ Сион хӗрӗ иҫӗм пахчинчи чатӑр пек, уй-хирти хӳшӗ пек, хупӑрласа илнӗ хула пек тӑрса юлчӗ.
9
Саваоф Ҫӳлхуҫа пире кӑштах ӑрӑвлӑха хӑварман пулсассӑн, эпир Содом пекех пулаттӑмӑр, Гоморрӑпа танлашаттӑмӑр.
10
Эй Содом пуҫлӑхӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр; эй Гоморра халӑхӗ, Туррӑмӑр саккунне тӑнла!
11
Эсир кӳрекен йышлӑ парне мӗн тума кирлӗ Мана? теет Ҫӳлхуҫа. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ сурӑхсемпе, самӑрлатнӑ выльӑх ҫӑвӗпе тӑранса ҫитрӗм Эпӗ; Мана пӑрусен юнӗ те, сурӑхсемпе качакасен юнӗ те кирлӗ мар.
12
Эсир Ман умӑма килсе тӑратӑр, ҫакна кам ыйтать сирӗнтен? Эсир мӗншӗн Ман Килӗмӗн картишне таптатӑр?
13
Ниме тӑман парнӗрсене текех илсе ан килӗр: тӗтӗм тӗтӗрни те йӗрӗнтерет Мана; ҫӗнӗ уйӑх уявӗпе шӑматкунсене, уяв пухӑвӗсене тӳсме пултараймастӑп: саккуна хирӗҫле ӗҫсем — ҫав хушӑрах уявсем!
14
Сирӗн ҫӗнӗ уйӑх уявӗсене, ытти уявӑрсене кураймасть Манӑн чунӑм: вӗсем Маншӑн — пысӑк ҫӗклем; йывӑр Мана вӗсене ҫӗклесе ҫӳреме.
15
Аллӑрсене ҫӳлелле тӑснӑ чухне, сире курас мар тесе, куҫӑма хупатӑп; эсир ҫине-ҫинех тархаслама пуҫласассӑн та, Эпӗ сире илтместӗп: сирӗн аллӑрсем чӗп-чӗрӗ юн.
16
Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр;
17
ырӑ тума вӗренӗр, тӳрӗлӗхе шырӑр, пусмӑр тӳсекене хӑтарӑр, тӑлӑха хӳтӗлӗр, тӑлӑх арӑма кӳрентерме ан парӑр.
18
Вара килӗр — татса парӑпӑр, теет Ҫӳлхуҫа. Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп; йӑмӑх хӗрлӗ пулсассӑн — шурӑ ҫӑм пек шуратӑп.
19
Кӑмӑл тусассӑн, итлесессӗн — ҫӗрӗн ырӑлӑхне ҫисе пурӑнатӑр;
20
Турӑран тунсассӑн, ҫаплах чурӑслансассӑн — эсир хӗҫ тупӑшӗ пулатӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать.
21
Тӳрӗлӗхе хапӑл тунӑ тӗп хула епле-ха аскӑн арӑм пек пулса кайрӗ! Унта тӳрӗлӗх пурӑнатчӗ, халӗ ҫынвӗлеренсем пурӑнаҫҫӗ.
22
Ӗнтӗ кӗмӗлӳ ҫунчӑк пулчӗ, шыв хушнипе сӑру та пӑсӑлчӗ.
23
Санӑн улпутусем саккуна хирӗҫле ӗҫсем тӑваҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсемпе туслашаҫҫӗ; вӗсем пурте парне таврашне юратаҫҫӗ, сӗревшӗн хыпса ҫунаҫҫӗ; тӑлӑх-турата хӳтӗлемеҫҫӗ, тӑлӑх арӑм ӗҫӗ вӗсем патне ҫитеймест.
24
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израилӗн Вӑйлӑскерӗ ҫапла калать: Хама хирӗҫ тӑракансене Эпӗ мӑшкӑла хӑварӑп, Хамӑн тӑшманӑмсене тавӑрӑп!
25
Аллӑма сан ҫине тӑсӑп та, сӗлтӗпе ҫунӑ пек, сана мӗнпур хутӑшран тасатӑп, сана пур тӑхланран та уйӑрӑп;
26
вара каллех сана унчченхи пекех тӳресем, пуҫламӑшӗнчи пекех канашҫӑсем тупса парса тӑрӑп; ӗнтӗ сан ҫинчен: «тӳрӗлӗх хули, шанчӑклӑ тӗп хула» тейӗҫ.
27
Сион тӳрӗ сут туса ҫӑлӑнӗ, Турӑ енне ҫаврӑннисем тӳрӗлӗхпе ҫӑлӑнӗҫ;
28
Турӑран сивӗннисене, ҫылӑхлисене пурне те вилӗм ҫитӗ, Ҫӳлхуҫаран хӑпнисем тӗп пулӗҫ.
29
Хӑвӑр пуҫҫапакан йывӑҫсемшӗн эсир намӑса юлатӑр, хӑвӑр валли суйласа илнӗ катасемшӗн эсир мӑшкӑл куратӑр.
30
Вара эсир ҫулҫи тӑкӑннӑ юман пек, шывсӑр тӑрса юлнӑ ката пек пулатӑр.
31
Ӗнтӗ вӑй-хӑватли чӳпӗк пулӗ, унӑн ӗҫӗ ҫулӑм пулӗ; пӗрлех ҫунӗҫ — никам та сӳнтереймӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66