bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 28
Isaiah 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 29 →
1
Ӳсӗр Ефрем ывӑлӗсен мӑнаҫлӑхӗн пуҫкӑшӑльне, унӑн илемӗн шанса пыракан чечекне, ӗҫкӗҫӗсем пурӑнакан тулӑх айлӑм тӳпемӗнче ларакан чечеке, хуйхӑ ҫитӗ!
2
Акӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — тӗреклӗскер те вӑйлӑскер, вӑл — пӑрлӑ тӑвӑл пек, аркатакан ҫавраҫил пек, ҫыранӗсенчен тухса кӗрлесе юхакан шывсем пек! Ҫавӑ ӑна вирлӗн ҫӗре ҫапса антарӗ.
3
Ӳсӗр Ефремсен мӑнаҫлӑхӗн пуҫкӑшӑльне урапа таптӗҫ.
4
Тулӑх айлӑм тӳпемӗнче ларакан ун илемӗн шанса пыракан чечекне чи малтан пиҫсе ҫитнӗ смоква ҫырлине мӗн пулниех пулать: унашкал ҫимӗҫе кам та пулин курать те — татса илет те ҫӑтса та ярать.
5
Ҫавӑ кун Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн йӑлкӑмӗшӗн чаплӑ пуҫкӑшӑль, мухтавлӑ пуҫкӑшӑль пулӗ, сутра лараканшӑн тӳрӗ сут тутаракан сывлӑш-хӑват, тӑшмана хапхи умне ҫитиех хӑваласа яракан паттӑрлӑх пулӗ.
7
Анчах кусем те эрехе пула тайкаланса ҫӳреҫҫӗ, ҫиккер ӗҫнипе ҫултан аташса каяҫҫӗ; священникпе пророк хаяр шӗвеке пула такӑнаҫҫӗ; эрехе парӑннӑ, ҫиккер вӗсене ӑсран тайӑлтарнӑ, вӗсене мӗн курӑнни тӗрӗс мар, татӑклӑ сӑмах каламалла чухне такӑнаҫҫӗ,
8
мӗншӗн тесессӗн сӗтелсем ҫине хӑсса тултарнӑ, таса вырӑн ҫук.
9
Ҫапла калаҫҫӗ: «епле пурӑнмаллине кама вӗрентесшӗн вӑл? вӗрентсе кама ӑса кӗртесшӗн? кӑкӑр сӗтӗнчен уйӑрнисене-и, амӑш кӑкӑрне пӑрахтарнисене-и?
10
Ялан ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах».
11
Ҫапла пурӑннӑшӑн ҫакӑ халӑхпа ют чӗлхе-ҫӑварпа, ӑнланмалла мар сӑмахпа калаҫӗҫ.
12
Вӗсене каланӑччӗ: «акӑ канӑҫлӑх, ӗшеннӗскере канӑҫлӑх парӑр, акӑ вӑл канлӗх» тенӗччӗ. Анчах вӗсем итлесшӗн те пулмарӗҫ.
13
Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗсем акӑ мӗнле йышӑнаҫҫӗ: ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах, — ӗнтӗ кайӗҫ вӗсем, месерле кайса ӳкӗҫ, сусӑрланӗҫ, серепене лекӗҫ, ҫакланӗҫ.
14
Эй мӑшкӑлҫӑсем, Иерусалимри халӑха тытса тӑракансем, эппин, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр.
15
Ҫапла калатӑр эсир: «эпир вилӗмпе килӗшӳ турӑмӑр, тӗпсӗр шӑтӑкпа сӑмах тупрӑмӑр: пурне те пӗтерекен инкек сиксе тухсассӑн, вӑл пирӗн пата ҫитеймӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир суяран хамӑр валли тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх турӑмӑр, эпир ултавпа витӗнӗпӗр» теетӗр.
16
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Сион никӗсне чул — сӑнаса пӑхнӑ, кӗтеслӗх чул, хаклӑран та хаклӑ, суйласа илнӗ ҫирӗп чул — хуратӑп: ӑна ӗненекен намӑс курмӗ.
17
Вара сута виҫев пулма, чӑнлӑха тараса пулма лартӑп; суя хӳтлӗхне пӑр ҫапса аркатӗ, пытанса лармалли вырӑна шыв путарӗ.
18
Сирӗн вилӗмпе тунӑ килӗшӗвӗр арканӗ, сирӗн тӗпсӗр шӑтӑкпа тупнӑ сӑмахӑр тытӑнса тӑраймӗ. Пурне те пӗтерекен инкек ҫитсессӗн эсир таптанмаллипех таптанатӑр.
19
Инкек часах ҫитӗ те — ярса илӗ сире; ирсеренех ҫӳрӗ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫӳрӗ, ун ҫинчен илтнӗ пӗр хыпар та сехӗрлентерсех ӳкерӗ.
20
Тӑсӑлса выртмашкӑн сарса хунӑ вырӑну кӗске пулӗ; витӗнсе выртмашкӑн вителӗкӳ ансӑр пулӗ:
21
Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне, хӑватлӑ ӗҫне тумашкӑн, Хӑйӗн мехелне, Хӑйӗн тӗлӗнмелле мехелне ҫитермешкӗн Перацим тӑвӗ ҫинче ҫӗкленнӗ пек ҫӗкленӗ, Гаваон айлӑмӗнчи пекех ҫилленӗ.
22
Апла тӑллӑрсем тата ҫирӗпрех ан пулччӑр тесессӗн, Турра ан хурлӑр: эпӗ Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Ҫӳлхуҫаран, илтрӗм; ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре пӗтерме палӑртса хунӑ.
23
Хӑлхӑра тайӑр, манӑн сассӑма тӑнлӑр; тимлӗ пулӑр, сӑмахӑма вӗҫне ҫитиех итлӗр.
24
Ака вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫӗр ӗҫченӗ хӑйӗн ҫӗрне сухалать ҫеҫ-и, сӳрелет ҫеҫ-и?
25
Ҫук; ӑна ҫемҫетсе тикӗслетсессӗн вӑл пӑрӑҫ йышши курӑк акать е энӗс сапса хӑварать, е юнашарах ярӑмӑн-ярӑмӑн тулӑ сапалать, палӑртнӑ вырӑна урпа, унпа юнашар пӑри акать.
26
Ҫак меле ӑна хӑйӗн Турри хӑнӑхтарать; ӑна Вӑл вӗрентет.
27
Пӑрӑҫ йышши курӑка шӑллӑ каскапа ҫаптармаҫҫӗ, энӗс ҫийӗн те кустӑрмаллӑ тӑпачӑ чуптармаҫҫӗ; пӑрӑҫ йышши курӑка та, энӗсе те патакпа ҫапса тӗшӗлеҫҫӗ.
28
Пӗрчӗллӗ тырра ҫапаҫҫӗ, анчах ӑна тӗпретмеҫҫӗ; ун ҫийӗн лашапах кустӑрмаллӑ тӑпачӑ ҫӳретеҫҫӗ, анчах тыррине вӗтетмеҫҫӗ.
29
Ҫакӑ вӑл Саваоф Ҫӳлхуҫа вӗрентнипе пулса пырать: Унӑн ӑслӑлӑхӗ тӗлӗнмелле, Унӑн шухӑшӗ аслӑ!
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66