bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 51
Isaiah 51
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 50
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 52 →
1
Тӳрӗлӗх енне ӑнтӑлакансем, Ҫӳлхуҫана шыракансем, итлӗр Мана! Чул хысакӗ ҫине пӑхӑр-ха — сире ҫавӑнтан касса кӑларнӑ, шӑтӑк тарӑнӑшне курӑр-ха — сире ҫавӑнтан туртса кӑларнӑ.
2
Авраама, хӑвӑр аҫӑра, тата хӑвӑра ҫуратнӑ Саррӑна аса илӗр-ха: Эпӗ Авраама чӗнсе илнӗ чухне вӑл пӗчченччӗ, ӑна пиллӗх патӑм, хунаттартӑм.
3
Ҫапла, Ҫӳлхуҫа Сиона йӑпатӗ, унӑн мӗнпур ишӗлчӗкне йӑпатӗ, унӑн пушхирӗсене рай пек, унӑн ҫеҫенхирне Ҫӳлхуҫа пахчийӗ пек тӑвӗ; вара унта савӑнӑҫпа хаваслӑх, мухтав сӑмахӗпе юрӑ янӑраса тӑрӗ.
4
Эй халӑхӑм, итле Мана, эй Манӑн йӑхӑм, хӑлхуна Ман енне тай! Манран саккун тухӗ, Манӑн сутӑм халӑхсене ҫутатакан ҫутӑ пулӗ.
5
Манӑн тӳрӗлӗхӗм ҫывӑхрах; Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм та ҫӗкленсе тухать; вара Манӑн аллӑм халӑхсене сут тӑвӗ; утравсем Мана шанма пуҫлӗҫ, Манӑн хӑватӑма шанса тӑрӗҫ.
6
Куҫӑра ҫӗклесе тӳпе ҫине пӑхӑр-ха, ҫӗр ҫине аялалла пӑхӑр: тӳпе тӗтӗм пекех ҫухалӗ, ҫӗр тумтир пекех кивелсе ҫитӗ, ун ҫинче пурӑнакансем вилсе пӗтӗҫ; Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм вара ӗмӗр-ӗмӗр пулӗ, Манӑн тӳрӗлӗхӗм ҫухалмӗ.
7
Тӳрӗлӗхе пӗлекенсем, Манӑн саккуна чӗринче тытакан халӑх, итлӗр Мана! Ҫынсем хурланинчен ан хӑрӑр, вӗсен усал сӑмахӗнчен ан сехӗрленӗр:
8
вӗсене, тумтире ҫинӗ пек, кӗве ҫисе ярӗ, вӗсене, ҫӑма ҫинӗ пек, хурт ҫисе ярӗ; Манӑн тӳрӗлӗхӗм вара ӗмӗрех, Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм вара йӑхран йӑхах пулӗ.
9
Ҫӗклен, ҫӗклен, Ҫӳлхуҫа алли, тӗреклӗ пул! Авалхи саманари пек, авалхи йӑхсен вӑхӑтӗнчи пек ҫӗклен! Раава эсӗ пӗтерменччӗ-и, шыв хӑратмӑшне эсӗ тӗп туманччӗ-и?
10
Тинӗсе, аслӑ авӑрсене эсӗ типӗтменччӗ-и, ҫӑлӑннисем иртсе кайччӑр тесе, эсӗ тинӗс тӗпне ҫул хывманччӗ-и?
11
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварнисем каялла таврӑнӗҫ, Сион ҫине юрласа килӗҫ, вӗсен пуҫӗ тӗлӗнче ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ тӑрӗ; вӗсем савӑнӑҫпа телей тупӗҫ; хуйхӑ-суйхӑ иртсе кайӗ.
12
Эпӗ, Эпӗ Хам — сире Лӑплантараканӗ. Мӗн эсӗ вилес ҫынран, этемӗн курӑк евӗр ывӑлӗнчен, хӑратӑн? Ху вара хӑвна Пултаракана — тӳпене карса хунӑ, ҫӗр никӗсне хывнӑ Ҫӳлхуҫана — манатӑн, анчах пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗнчен — вӑл сана тӗп тума хатӗр пулнӑн — пӗр чарӑнмасӑр, вӗҫӗмсӗр, кашни кунах чӗтресе тӑратӑн. Анчах та пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗ ӑҫта?
14
Тыткӑна лекнине кӗҫех ирӗке кӑларӗҫ, вӑл тӗрмере вилмӗ, ҫӑкӑрсӑр асапланмӗ.
15
Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тинӗс хумӗсене ахӑрмалла пӑлхатаканӗ: Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
16
Тӳпене тытӑнтарса тӑмашкӑн, ҫӗре ҫирӗплетмешкӗн, Сиона: «эсӗ Манӑн халӑхӑм» тесе каламашкӑн Хамӑн сӑмахӑмсене санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывӑп, сана Хамӑн аллӑм хӳттипе витсе тӑрӑп.
17
Вӑран, вӑран, ҫӗклен, Иерусалим, Ҫӳлхуҫа аллинчен Унӑн хаярлӑхӗн куркине ӗҫсе янӑскерӗ, ӳсӗртекен куркана тӗппипе, тумлам юлмиччен ӗҫнӗскерӗ, ҫӗклен.
18
Хӑй ҫуратнӑ пур ывӑлӗ хушшинчен тупӑнман ӑна ертсе ҫӳрекенӗ, хӑй ӳстернӗ пур ывӑлӗ хушшинчен ӑна алӑран тытса пыраканӗ те тупӑнман.
19
Сана икӗ тӗрлӗ инкек ҫитнӗ! Камах кулянӗ-ши саншӑн? Ҫарату та вӗлерӳ, выҫлӑх та хӗҫ! Камах йӑпатӗ-ши сана?
20
Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗрен, хӑвӑн Турру хӑратса ӳкернӗрен санӑн ывӑлусем халран кайнӑ, танатана лекнӗ хир качаки пек, пӗтӗм урам кӗтессинче выртаҫҫӗ.
21
Эппин, итле ҫакна, асап тӳсекенӗ, эрех ӗҫмесӗрех ӳсӗрӗлсе кайнӑскерӗ,
22
хӑвӑн Ҫӳлхуҫу, Хӑй халӑхӗшӗн тавӑракан Турӑ, хӑвӑн Турру, ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн аллунтан ӳсӗртекен куркана, Хамӑн хаярлӑхӑм куркинчи ҫӗпрене, илӗп; урӑх ӗҫмӗн ӑна,
23
вара ҫавӑ куркана сана асаплантаракансене, сана: «ӳпне ӳк, сан тӑрӑх утса кайӑпӑр» тенӗскерсене, санӑн ҫурӑмна ура айӗнчи пылчӑк вырӑнне, иртсе ҫӳрекен урам вырӑнне хунӑскерсене аллинченех тыттарӑп.
← Chapter 50
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 52 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66