bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 45
Isaiah 45
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 44
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 46 →
1
Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп;
2
Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп;
3
Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.
4
Иаковшӑн, Хамӑн чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Израильшӗн, хӑв Мана пӗлмен пулсассӑн та, Эпӗ сана ятран чӗнтӗм, хисеп турӑм.
5
Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххи ҫук; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук; Мана пӗлмерӗн пулсассӑн та, Эпӗ санӑн пилӗкне ҫыхса ятӑм:
6
Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫуккине, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, урӑххи ҫуккине тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пӗлччӗр.
7
Эпӗ ҫутта тӑватӑп, сӗмлӗхе пултаратӑп, канӑҫлӑх паратӑп, инкек-синкек яратӑп; ҫакна пӗтӗмпех Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӑватӑп.
8
Пӗлӗтсем, ҫӳлтен пӗрӗхтерӗр; пӗлӗтсем тӳрӗлӗх ҫутарччӑр; ҫӗр уҫӑлтӑр та ҫӑлӑнӑҫ илсе килтӗр, пӗрле тӳрӗлӗх шӑтса ӳстӗр. Ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӑватӑп.
9
Хӑйне Пултараканӗпе хирӗҫекене, ҫӗр ҫинчи чӳлмек катӑкӗсен катӑкне, хуйхӑ ҫитӗ! Чӳлмекҫӗне тӑм: «мӗн тӑватӑн эсӗ?» тесе калӗ-и? эсӗ тунӑ ӗҫ те сан пирки: «унӑн алли ҫук» тесе калӗ-и?
10
Хӑйӗн ашшӗне: «эсӗ мана ҫакӑ тӗнчене мӗн-ма туса янӑ?», амӑшне: «эсӗ мана мӗн-ма ҫуратнӑ?» тесе калакана хуйхӑ ҫитӗ!
11
Ҫӳлхуҫа — Израиль Святойӗ, ӑна Пултараканӗ — ҫапла калать: эсир Манран Манӑн ывӑлӑмсен пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтатӑр-и, Манӑн аллӑм ӗҫне сӗкӗнес тетӗр-и?
12
Эпӗ ҫӗре туса ҫитернӗ, ун ҫинче этеме пултарнӑ; Эпӗ — Манӑн аллӑмсем — тӳпене карса тухнӑ, унти пӗтӗм ҫара Эпӗ саккун панӑ.
13
Эпӗ ӑна тӳрӗлӗхе кура ҫӗклерӗм, унӑн мӗнпур ҫулне тикӗс тӑвӑп. Вӑл Манӑн хулана ҫӗнӗрен туса лартӗ, тыткӑна лекнӗ халӑхӑма ирӗке кӑларӗ, ҫакӑншӑн тӳлеттермӗ те, парне те ыйтмӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
14
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет ҫыннисен ӗҫӗсем, эфиопсен суту-илӗвӗ, Савея ҫыннисем, ҫӳллӗскерсем, сан енне куҫӗҫ, санӑн пулӗҫ; вӗсем сан хыҫҫӑн пырӗҫ, вӗсем, тимӗр сӑнчӑрпа тӑлланӑскерсем, килӗҫ те сан умна ӳкӗҫ, ӗнтӗ сана тархаслӗҫ: санӑн ҫеҫ Турӑ пур, урӑх Турӑ ҫук, тейӗҫ.
15
Чӑнах, Эсӗ — пӗлсе ҫитермелле мар Турӑ, Израиль Турри, Ҫӑлакан.
16
Вӗсем пурте намӑса юлӗҫ, мӑшкӑл курӗҫ; йӗрӗх ӑсталаканӗсем те пурте вӗсемпе пӗрле намӑсланӗҫ.
17
Израиле вара Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫпа ҫӑлса хӑварӗ; эсир нихӑҫан та намӑса юлмӑр, мӑшкӑл курмӑр,
18
мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, тӳпене Пултараканӗ, ҫапла калать. Вӑл, Турӑ, ҫӗре калӑпланӑ, ӑна туса ҫитернӗ; Вӑл ӑна ҫирӗплетнӗ, Вӑл ӑна кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххийӗ ҫук.
19
Вӑрттӑн, тӗттӗм вырӑнта каламан Эпӗ; Иаков ӑрӑвне Эпӗ: «Мана кӑлӑхах шыратӑр» тесе каламан. Эпӗ — тӳррине калакан, чӑнлӑха уҫса паракан Ҫӳлхуҫа.
20
Халӑхсенчен сыхланса юлнисем, пурте пухӑнӑр та килӗр, ҫывӑхарӑр. Хӑйсен йывӑҫ йӗрӗхӗсене йӑтса ҫӳрекенсем, ҫӑлма пултарайман турра пуҫҫапакансем — пӗр ӑссӑр.
21
Пӗр-пӗринпе канаш туса пӗлтерӗр-ха, калӑр: ҫапла пуласси ҫинчен кам авалах хыпар янӑ, ҫакна кам малтанах каласа хунӑ? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, мар-и? Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук, Эпӗ — тӳрӗ Турӑ, ҫӑлакан Турӑ, Мансӑр пуҫне урӑххи ҫук.
22
Ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррисем, пурте Ман патӑма килӗр, вара ҫӑлӑнатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Турӑ, урӑххи ҫук.
23
Хампа тупа туса калатӑп: Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх, улшӑнман сӑмах тапса тӑрать; кирек епле йӑх та Манӑн умра пуҫ тайӗ, кирек епле чӗлхе те Манпа тупа тӑвӗ.
24
«Чӑнлӑхпа вӑй-хӑват — Ҫӳлхуҫара ҫеҫ» тейӗҫ вара Ман пирки; Ӑна хирӗҫ тӑшманла тӑнисем Ун патне пырӗҫ те пурте намӑсланӗҫ.
25
Израилӗн мӗнпур йӑхне Ҫӳлхуҫа тӳрре, мухтава кӑларӗ.
← Chapter 44
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 46 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66