bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 41
Isaiah 41
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 42 →
1
Эй утравсем, Манӑн умра шӑп пулӑр, халӑхсем хӑйсен вӑйне ҫӗнетчӗр; вӗсем ҫывӑхарччӑр та калаччӑр: «пӗрле сута тӑрар» тетчӗр.
2
Тухӑҫран кам чӑнлӑха кӑларса тухнӑ, ӑна кам хӑй хыҫҫӑн пыма чӗннӗ, халӑхсене кам унӑн аллине ӳкернӗ, патшасене кам ӑна парӑнтарнӑ? Вӑл халӑхсене унӑн хӗҫӗпе тусан туса вӗҫтерчӗ, вӗсене унӑн уххипе ҫилпе сапаланакан улӑм пек турӗ.
3
Вӑл вӗсене хӑвалать, хӑй ури утса курман ҫулпа лӑпкӑн ҫеҫ пырать вӑл.
4
Кам тунӑ ҫакна, Кам туса ҫитернӗ? Ӗмӗртенпех этем ӑрӑвӗсене чӗнсе илекенӗ — ҫавӑ; Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, — малтанхийӗ, кайранхийӗ те — Эпех.
5
Утравсем курчӗҫ те сехӗрленсе ӳкрӗҫ, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ. Вӗсем ҫывӑхланчӗҫ, тату турӗҫ;
6
кирек кам та хӑйӗн юлташне пулӑшать, хӑйӗн тӑванне: «ҫирӗп тӑр!» тесе хавхалантарать.
7
Тимӗрҫӗ шӑратакана хавхалантарать, хӗҫтимӗре ҫапкӑҫпа тӳрлетекен сунтал ҫинче туптакана хавхалатать, туптаса ҫыпӑҫтарни пирки: «лайӑх» тет; вара, тӑн-тӑн пултӑр тесе, пӑта ҫапса ҫирӗплетет.
8
Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ,
9
эсӗ — Эпӗ ҫӗр хӗрринчен ҫавӑтса килнӗскер, ҫӗр вӗҫӗнчен чӗнсе илнӗскер; сана: «эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ сана суйласа илтӗм, сана пӑрахмӑп» тенӗскер —
10
ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп.
11
Акӑ сана хирӗҫ пӑлханнисем пурте намӑс, мӑшкӑл курӗҫ, санпа хирӗҫекенсем юрӑхсӑра тухӗҫ, тӗп пулӗҫ.
12
Вӗсене, хӑвӑнпа тӑшманла пурӑнакансене, шырӑн та — тупаймӑн эсӗ; санпала кӗрешекенсем нимӗн те мар, пачах нимӗн те мар пулса тӑрӗҫ,
13
мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: «ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп» теетӗп.
14
Ан хӑра, тӑпра хурчӗ Иаков, сахал ҫынлӑ Израиль, сана Эпӗ пулӑшатӑп, тет Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ.
15
Акӑ Эпӗ санран ҫивӗч, ҫӗнӗ, шӑллӑ тӑпачӑ турӑм; эсӗ тусене ҫапса ватӑн, авӑртӑн, сӑртсене арпа пек тӑвӑн.
16
Сӑвӑрӑн та — вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайӗ, вӗсене ҫавраҫил сапалӗ; эсӗ вара Ҫӳлхуҫашӑн хӗпӗртесе тӑрӑн, Израиль Святойӗпе мухтанӑн.
17
Чухӑнсемпе кӗлмӗҫсем шыв шыраҫҫӗ — шывӗ ҫук; ӗнтӗ антӑхнипе вӗсен чӗлхийӗ типет: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсене илтӗп, Эпӗ, Израиль Туррийӗ, вӗсене пӑрахмӑп.
18
Тусем ҫинче юхакан шывсем, айлӑмсенче ҫӑлкуҫсем уҫӑп; пушхиртен кӳлӗ, типсе хӑрнӑ ҫӗртен шыв тапписем тӑвӑп;
19
пушхирте кедр, ситтим, мирт тата ҫу йывӑҫӗ лартӑп, ҫеҫенхирте кипарис, шурӑ вӗрене тата бук йывӑҫӗсене пӗрле лартса ӳстерӗп,
20
ҫакна Ҫӳлхуҫа аллийӗ тунине, Израиль Святойӗ пултарнине пӗлччӗр, ҫакна курччӑр, тӗсесе пӑхчӑр, ӑнланччӑр.
21
Хӑвӑр ӗҫӗрсене кӑтартӑр, тет Ҫӳлхуҫа; хӑвӑр мӗн тунине ҫирӗплетсе парӑр, тет Иаков Патшийӗ.
22
Вӗсем пире кӑтартчӑр, мӗн пулассине калаччӑр; мӗн те пулин пулса иртиччен ун ҫинчен пӗлтерччӗр, вара эпир хамӑр ӑспа хаклӑпӑр та вӑл ӗҫ епле вӗҫленнине пӗлӗпӗр, е пире пуласси ҫинчен пӗлтерччӗр.
23
Ӳлӗмрен мӗн пулассине калӑр та, эсир турӑсем иккенне пӗлсе тӑрӑпӑр эпир, е мӗн те пулин — ыррине-и, усаллине-и — туса кӑтартӑр, эпир тӗлӗнер, сирӗнпе пӗрле курса тӑрар.
24
Анчах эсир — никам та, нимӗн те мар, сирӗн ӗҫӗр те — ӑҫтиҫук ҫеҫ; сире суйласа илекенӗ — ирсӗр.
25
Эпӗ ӑна тухӑҫ енчен кӑлартӑм, вӑл ҫитрӗ; вӑл ҫурҫӗр енчен тапӑнӗ, патшасене пылчӑка таптанӑ пекех, чӳлмекҫӗ тӑма таптанӑ пекех таптӗ.
26
Пире пӗлтерсе, кам ҫакӑн ҫинчен малтанах каласа хунӑ, пире: «чӑнах-и?» тесе ыйтма май парса, чылай маларах пире кам пӗлтернӗ? Никам та каламан, никам та пӗлтермен, сирӗн сӑмахӑрсене никам та илтмен.
27
Сиона чи малтан Эпӗ каларӑм: «акӑ вӑл!» терӗм, вара Иерусалима ырӑ хыпар пӗлтерекен патӑм.
28
Пӑхрӑм та — никам та ҫук; вӗсем хушшинче канашҫӑ тупӑнмарӗ, вӗсем Эпӗ ыйтнине хирӗҫ хуравлама пултараймаҫҫӗ.
29
Авӑ вӗсем пурте — нимӗн те мар, вӗсен ӗҫӗсем те ӑҫтиҫук ҫеҫ; вӗсен йӗрӗхӗсем — ҫил те пушӑ вырӑн.
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 42 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66