bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 43
Isaiah 43
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 42
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 44 →
1
Иаков, хӑвна пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, Израиль, хӑвна туса ҫитернӗ Ҫӳлхуҫа паян вара ҫапла калать: ан хӑра, Эпӗ сана тӳлесе илнӗ, сана хӑвӑн ятупа чӗннӗ; эсӗ — Манӑн.
2
Шывсем урлӑ, юханшывсем урлӑ каҫӑн-и — вӗсем сана путараймӗҫ, санпа пӗрле — Эпӗ; вут-ҫулӑм витӗр утӑн-и — вӑл сана ҫунтараймӗ, ҫулӑм ӗнтмӗ сана.
3
Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Израиль Святойӗ, сана Ҫӑлаканӗ; сана тӳлесе илме Египета патӑм, Эфиопипе Савейӑна та саншӑнах Эпӗ патӑм.
4
Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хаклӑ Маншӑн, питех те хаклӑ, эсӗ — Манӑн юратнӑскерӗм, саншӑн Эпӗ урӑх ҫынсене, санӑн чунушӑн ытти халӑхсене парӑп.
5
Ан хӑра: санпа пӗрле — Эпӗ; санӑн йӑхна тухӑҫран илсе килӗп, сана анӑҫран пуҫтарӑп.
6
Ҫурҫӗре: «кӑларса яр» тейӗп, кӑнтӑра: «чарса ан тӑр» тейӗп; Манӑн ывӑлӑмсене аякран, Манӑн хӗрӗмсене ҫӗр хӗрринчен илсе кил,
7
Манӑн ятӑмпа ҫӳрекенсене, Эпӗ Хамӑн мухтавӑмшӑн пултарнисене, йӗркелесе-туса ҫитернисене пурне те илсе кил.
8
Куҫӗ пулсан та суккӑр халӑха, хӑлхи пулсан та илтмен халӑха илсе тух.
9
Халӑхсем пурте пӗрле пухӑнччӑр, йӑхсем пӗрлешчӗр. Ҫапла пулассине вӗсенчен хӑшӗ малтанах пӗлтернӗ? пуҫламӑшӗнченех мӗн пулнине пӗлтерччӗр; кӳнтеленӗсене тӑратчӑр, тӳрре тухчӑр, вара итлеме, «тӗрӗсех!» теме май пултӑр.
10
Ҫӳлхуҫа калать: Манӑн кӳнтеленсем вара — эсир тата Манӑн чурам. Эпӗ сире Мана пӗлччӗр, Мана ӗненччӗр, Эпӗ кам пулнине ӑнланччӑр тесе суйласа илнӗ: Манран маларах та Турӑ пулман, Ман хыҫҫӑн та пулмасть.
11
Эпӗ, Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Мансӑр пуҫне урӑх Ҫӑлакан ҫук.
12
Эпӗ малтанах каларӑм, ҫӑлтӑм, пӗлтертӗм; урӑххи ҫук сирӗн, эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем, тет Ҫӳлхуҫа,
13
кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах, Манӑн аллӑмран никам та ҫӑлаймӗ; Эпӗ тӑвас тенине тӑватӑп, кам чарӗ ҫакна?
14
Ҫӳлхуҫа — сире Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ — ҫапла калать: Эпӗ Вавилона сирӗншӗнех вӑй ятӑм, пур сӑлӑпа та, карапӗсемпе мӑнаҫланакан халдейсене те ҫапса аркатрӑм.
15
Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Святойӑр, Израиле Пултараканӗ, сирӗн Патшӑр.
16
Ҫӳлхуҫа — тинӗс урлӑ ҫул уҫнӑ, кӑра шыв ҫийӗн сукмак хывнӑ, ҫар ураписемпе утсене, ҫар эшкерӗпе вӑй-хӑвата илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: пурте пӗрле ӳкрӗҫ, тӑраймарӗҫ; ҫунайми пулчӗҫ, хӑйӑ пек сӳнчӗҫ.
18
Анчах эсир иртнине аса илместӗр, авалхи пирки шухӑшламастӑр.
19
Акӑ Эпӗ ҫӗнӗ ӗҫе тытӑнатӑп; вӑл халех ҫитӗ; эсир ҫакна та пӗлесшӗн мар-и? Эпӗ ҫеҫенхирте ҫул хывӑп, пушхирте юханшыв уҫӑп.
20
Хирӗн тискер кайӑкӗсем, шакалсемпе страуссем мухтавлӗҫ Мана, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пушхирсене шыв ярӑп, Хамӑн суйласа илнӗ халӑхӑма ӗҫтермешкӗн типӗ ҫеҫенхирте юханшывсем уҫӑп.
21
Ҫакӑ халӑха Эпӗ Хама валли пултарнӑ; вӑл Манӑн мухтавӑма пӗлтерсе тӑрӗ.
22
Эсӗ вара, Иаков, Мана чӗнмерӗн; эсӗ, Израиль, Маншӑн ӗҫлемерӗн.
23
Мана путеккӳсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памарӑн, Мана парнӳсене кӳрсе пуҫҫапмарӑн. Сана Хамшӑн тырӑ-пулӑ парни кӳрсе тӑма хистемерӗм, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрттерсе чӑрмавламарӑм.
24
Кӗмӗл парса эсӗ Маншӑн тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш туянмарӑн, Мана парнӳсен ҫӑвӗпе савӑнтармарӑн; анчах Мана хӑвӑн ҫылӑхусемпе чӑрмавларӑн, Мана хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемпе пӑшӑрхантартӑн.
25
Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене Эпӗ, Эпӗ Хамах, Хамшӑн Хам пӗтерӗп, санӑн ҫылӑхусене манӑҫа кӑларӑп.
26
Мана аса илтер-ха; сутлашӑпӑр; кала — тӳрре тухма тӑрӑш.
27
Санӑн тӗп аҫу ҫылӑха кӗчӗ, саншӑн хута кӗрекеннисем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ.
28
Ҫавӑншӑн Эпӗ сӑваплӑ Ҫуртӑмӑн пуҫлӑхӗсене Хамшӑн ӗҫлесе тӑрассинчен хӑтартӑм, Иакова тупаларӑм, Израиле мӑшкӑл аллине тытса патӑм.
← Chapter 42
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 44 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66