bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 40
Isaiah 40
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 41 →
1
Йӑпатӑр, Манӑн халӑхӑма йӑпатӑр, тет сирӗн Туррӑр;
2
Иерусалимпа ӑшшӑн калаҫӑр, пӗлтерӗр ӑна: ун кӗрешӗвӗн вӑхӑчӗ тулчӗ, ӗнтӗ ӑна хаса панӑ: айӑпне пӑрахӑҫланӑ, пӗтӗм ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ӑна икӗ хут тавӑрса панӑ.
3
Чӗнсе калани илтӗнет: пушхирте Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Туррӑмӑр валли ҫеҫенхирте сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр.
4
Айлӑм вырӑнсем пурте хӑпарччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр.
5
Вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ килӗ, кирек кам та [Турӑ ҫӑлнине] курӗ: ҫапла пулассине Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ.
6
Сасӑ: «пӗлтер!» тет. «Мӗн пӗлтермелле-ха манӑн?» терӗм. «Кирек хӑш этем те — курӑк, унӑн пӗтӗм илемӗ — хирти чечек пек.
7
Ҫӳлхуҫа ун ҫине вӗрет те — хӑрать курӑк, тӑкӑнать чечекӗ: халӑх та ҫаплах — курӑк ҫеҫ.
8
Курӑк хӑрать, чечек тӑкӑнать, Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать».
9
Ырӑ хыпар пӗлтерекен Сион, ҫӳллӗ ту ҫине улӑх! Ырӑ хыпар пӗлтерекен Иерусалим, сассуна хӑпарт, вӑйлӑлат! Вӑйлӑлат сассуна, ан хӑра; Иуда хулисене кала: акӑ сирӗн Туррӑр!
10
Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑватлӑн килет, Унӑн вӑй-халӗ — виҫесӗр. Акӑ Унӑн парни те Хӑйпе пӗрлех, тавӑрса парасси те — Хӑй умӗнчех.
11
Хӑйӗн кӗтӗвне Вӑл кӗтӳҫӗ пекех сыхлӗ; путеккисене алли ҫине илӗ те кӑкӑрӗ умӗнче ҫӗклесе ҫӳрӗ, сӑваканнисене ҫавӑтса пырӗ.
12
Тинӗссене хӑйӗн ывӑҫӗпе ӑсса виҫекенӗ, пӗлӗтсене шичӗпе шитлесе тухаканӗ, ҫӗр тӑприне виҫев савӑтне кӗртекенӗ, тусене тараса ҫине, сӑртсене виҫев ҫатми ҫине хурса виҫекенӗ кам вӑл?
13
Ҫӳлхуҫа сывлӑшне кам пӗлейнӗ, Ӑна кам канаш панӑ, Ӑна кам вӗрентнӗ?
14
Кампа канашлать Вӑл, кам ӑс парать Ӑна, тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине Ӑна кам кӑларать, Ӑна кам пӗлӳ парса вӗрентет, ӑслӑлӑх ҫулне Ӑна кам кӑтартса тӑрать?
15
Акӑ халӑхсем — витрери тумлам пек, тараса ҫинче вӗсем тусан пӗрчи пек шутланӗҫ. Акӑ утравсене Вӑл юр пӗрчи пек вӗҫтерет.
16
Парне вырӑнӗ ҫинче вутӑ хума Ливан та ҫитмӗ, унти выльӑх-чӗрлӗх те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелӗх пулаймӗ.
17
Халӑхсем пурте Унӑн умӗнче — нимӗн те мар, вӗсем Уншӑн — ҫукпа пӗрех, пушӑ вырӑнпа пӗрех шутланаҫҫӗ.
18
Эппин, Турра эсир кампа танлаштаратӑр? Ун евӗрлине кама тупатӑр?
19
Йӗрӗхе ӳнерҫӗ шӑратса ӑсталать, ылтӑнҫӑ ӑна ылтӑнпа витет, кӗмӗл вӑчӑрасем ҫакса ярать.
20
Чухӑнни, ҫакӑн пек парне кӳме вӑй ҫитереймесӗр, ҫӗрмен йывӑҫ суйласа илет, тӗреклӗ тӑракан йӗрӗх тутарасшӑн ӑста ӳнерҫӗне шыраса тупать.
21
Ҫакна пӗлместӗр-им? эсир ҫакна илтмен-им? сире пуҫламӑшӗнчех каламанччӗ-им? ҫӗре епле пултарни те сире ӑса кӗртеймен-им?
22
Вӑл — ҫӗр ҫаврашкийӗ тӗлӗнче Лараканӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Ун умӗнче — хӗрлӗ шӑрчӑк ҫеҫ; пӗлӗтсене Вӑл ҫӳхе пир пек карса тухнӑ, вӗсене пурӑнмалли чатӑр пекех карӑнтарнӑ.
23
Аслӑ улпутсене Вӑл ниме юрӑхсӑра хӑварать, ҫӗр тӳрисене кирлӗ мара кӑларать.
24
Вӗсене лартнӑ ҫеҫ-ха, акнӑ ҫеҫ-ха, вӗсен туни те халь ҫеҫ тымарланнӑ, Вӑл вӗсем ҫине вӗрет те — вӗсем хӑрса та ларнӑ, ҫавраҫил улӑма вӗҫтернӗ пек, вӗсене вӗҫтерсе те кайнӑ.
25
Эсир Мана кам вырӑнне хуратӑр, кампа танлаштаратӑр? тет Святой.
26
Пуҫӑра ҫӗклесе пӑхӑр-ха, тӳпе ҫӳллӗшне курӑр-ха — кам пултарнӑ ӑна? Унти ҫара кам шута илсе тухать? Вӗсене Вӑл пурне те ятран чӗнет: хӑвачӗпе аслӑ вӑйӗ иксӗлми пулнӑран Унӑн нимӗн те ҫухалмасть.
27
Мӗнле ҫапла калатӑн эс, Иаков, мӗскер калатӑн эс, Израиль: «манӑн ҫул-йӗрӗм Ҫӳлхуҫаран пытарӑннӑ, Туррӑм манӑн ӗҫӗм-хӗлӗме манӑҫа кӑларнӑ» тетӗн?
28
Эсӗ пӗлместӗн-им? илтмен-им ҫакна: ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине пултарнӑ ӗмӗрхи Ҫӳлхуҫа Турӑ ӗшенмест те, ырмасть те; Унӑн ӑсне пӗлсе ҫитерме ҫук.
29
Вӑл ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал кӗртет, халсӑрланнине ҫирӗплӗх парать.
30
Яш арсем те ӗшенеҫҫӗ, вӑйран тайӑлаҫҫӗ, ҫамрӑк ҫынсем те такӑнса ӳкеҫҫӗ,
31
Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ: ҫунаттине ӑмӑрткайӑк пек ҫӗклеҫҫӗ те юхнӑ пек вӗҫеҫҫӗ — ывӑнмаҫҫӗ, каяҫҫӗ — ӗшенмеҫҫӗ.
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 41 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66