bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 7
Isaiah 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 8 →
1
Ахаз — Озия ывӑлӗн, Иофамӑн, ывӑлӗ — Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра Сири патшийӗ Рецин тата Израиль патшийӗ Факей, Ремалия ывӑлӗ, Иерусалима хирӗҫ ҫӗкленсе тухнӑ; ӑна ҫӗнсе илес тенӗ те — анчах ҫӗнсе илеймен.
2
Давид килне хыпар ҫитернӗ: Сири ҫыннисем Ефрем ҫӗрӗнче чарӑнса тӑнӑ, тенӗ. Ӗнтӗ Ефрем чӗри тата ун халӑхӗн чӗри вӑрманта йывӑҫсем ҫилпе хумханнӑ пек пӑлханса ӳкнӗ.
3
Ҫӳлхуҫа Исаийӑна каланӑ: эсӗ хӑвӑн Шеар-ясув ывӑлупа пӗрле Тури пӗве патне, шыв ҫулӗ пуҫланакан тӗле, пир-авӑр шуратмалли хир енне каякан ҫул ҫине, Ахаза хирӗҫ тух,
4
ӑна ҫапла кала: сӑнасах тӑр, лӑпкӑ пул; ан хӑра, ҫак йӑсӑрланакан икӗ вутпуҫҫирен — Рецинпа Сири ҫыннисенчен тата Ремалия ывӑлӗнчен, — вӗсен хӗрсе кайнӑ ҫиллинчен санӑн чӗру ан шиклентӗр.
5
Сири, Ефрем тата Ремалия ывӑлӗ сана хирӗҫ каварлашса ҫапла калаҫҫӗ:
6
Иудейӑна каяр, пӑлхатар ӑна, ярса илер, унта Тавеил ывӑлне патшана лартар, теҫҫӗ, те.
7
Ҫӳлхуҫа Турӑ вара ҫапла калать: ун пек пулмӗ, ун пек пулас ҫук:
8
Сири пуҫӗ — Дамаск, Дамаск пуҫӗ — Рецин; тепӗр утмӑл пилӗк ҫултан Ефрем халӑх пулма пӑрахӗ.
9
Ефрем пуҫӗ — Самари, Самари пуҫӗ — Ремалия ывӑлӗ. Ҫирӗп шанса тӑмасассӑн, ҫирӗп тытӑнса тӑраймӑр, тет.
10
Ҫӳлхуҫа Ахаза тата малалла каланӑ:
11
хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан паллӑ кӑтартма ыйт: е ҫӗр тӗпӗнчине, е ҫӳлтине кӑтартма ыйт, тенӗ.
12
Ахаз: ыйтмастӑп, Ҫӳлхуҫана сӑнамастӑп, тенӗ.
13
Вара Исаия каланӑ: эй Давид килӗ, итлӗр-ха! ҫынсене чӑрмантарни сахал-им сирӗншӗн, сирӗн тата манӑн Туррӑма та чӑрмантарас килет-им?
14
Сире Турӑ Хӑй хӑват палли кӑтартӗ: акӑ Хӗр, йывӑр ҫын пулса, Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ.
15
Усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вӗрениччен Вӑл сӗтпе те пылпа тӑранса пурӑнӗ.
16
Анчах та ҫавӑ Ача усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вӗрениччен вара сана сехӗрлентерсе тӑракан икӗ патшанӑн ҫӗрне тустарса-ҫаратса тухӗҫ.
17
Анчах та Ҫӳлхуҫа сан тӗле, санӑн халӑхун тӗлне, санӑн аҫун килӗ тӗлне Ефрем Иудӑран уйрӑлса кайнӑранпа та курман-пулман кун ҫитерӗ, сирӗн ҫине Ассири патшине ярӗ.
18
Акӑ мӗнле пулӗ ҫавӑ кун: Египет шывӗ вӑрринчи ӳпрене тата Ассири ҫӗрӗнчи вӗлле хуртне Ҫӳлхуҫа паллӑ парӗ те —
19
вӗсем пурте вӗҫсе килӗҫ, пушанса юлнӑ улӑхсене, чуллӑ сӑрт-ту хушшисене, мӗнпур йӗплӗ тӗме, мӗнпур йывӑҫа кӑшӑл сырса илӗҫ.
20
Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа юханшыв леш енче тара тытнӑ ҫӗҫӗпе — Ассири патшипе — пуҫа тата ура ҫинчи ҫӑма хырса ярӗ, сухала та касса пӑрахӗ.
21
Ӗнтӗ ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: хӑшӗ те хӑшӗ ӗне тата икӗ сурӑх тытать,
22
ҫавӑ, сӗчӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑран, хӑйма ҫисе пурӑнӗ; ҫак ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем вара хӑймапа та пылпа тӑранса пурӑнӗҫ.
23
Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: пин кӗмӗллӗх пин иҫӗм аврийӗ ӳснӗ кирек хӑш вырӑнта та кӳкенпе йӗплӗ тӗмӗ ӳсӗ.
24
Унта ҫӗмренпе те ухӑпа ҫеҫ ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗре талккӑшӗпех кӳкенпе йӗплӗ тӗм пусса илӗ.
25
Унччен катмакпах тасатса тухнӑ тусем ҫине пӗр тӑвӗ ҫине те каяймастӑн — кӳкенпе йӗплӗ тӗмрен хӑрамалла: унта вӑкӑрсене хӑваласа кӑларӗҫ, унта вак выльӑх-чӗрлӗх таптаса ҫӳрӗ, тенӗ Исаия.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66