bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 8
Isaiah 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 9 →
1
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пысӑк хӑма ил те ун ҫине каскӑчпа касса этем ӑнланмалла ҫырупа: Магер-шалал-хаш-баз тесе ҫырса хур, терӗ.
2
Вара эпӗ шанчӑклӑ кӳнтеленсем пулма Урия священника тата Захарийӑна — Варахия ывӑлне — суйласа илтӗм.
3
Эпӗ арӑмӑмпа хутшӑнтӑм, ӗнтӗ вӑл йывӑрланчӗ, ывӑл ҫуратса пачӗ. Ҫӳлхуҫа мана: ӑна Магер-шалал-хаш-баз тесе ят хур;
4
ача: «атте», «анне» тесе калама вӗрениччен Дамаск пурлӑхӗпе Самари тупӑшне Ассири патши умӗнчен ҫӗклесе пырӗҫ, терӗ.
5
Ҫӳлхуҫа мана тата каларӗ, акӑ мӗн терӗ:
6
ҫак халӑх лӑпкӑ юхакан Силоам шывне хисепе хуманшӑн, Рецина тата Ремалия ывӑлне хапӑл тунӑшӑн
7
Ҫӳлхуҫа ун ҫине кӗрлевлӗ кӑра шыв — мухтавлӑ Ассири патшине — кӗртсе ярӗ; шывӗ пур юппине те капланса тулӗ, пӗтӗм ҫыранӗнчен тухса ейӳленӗ;
8
Иудея тӑрӑх сарӑлӗ, ӑна путарӗ, хӑпарса кайса мӑй таран тулӗ; ейӳленсе, Санӑн ҫӗрӳ хӗрринех ҫитӗ вӑл, Еммануил!
9
Пӗлӗр ҫакна, халӑхсем, анчах чӗтресех тӑрӑр, аякри ҫӗрсем, пурте тӑнлӑр! Вӑрҫа хатӗрленӗр, анчах чӗтресех тӑрӑр; вӑрҫа хатӗрленӗр, анчах чӗтресех тӑрӑр!
10
Кавар каварлӑр — арканӗ вӑл; сӑмах татса хурӑр — путланӗ вӑл, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе — Турӑ!
11
Ҫирӗп аллине ман ҫинче тытса, мана ҫак халӑхӑн ҫулӗнчен пӑрӑнма вӗрентсе, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ:
12
ҫак халӑх кавар тесе шутланине нихӑшне те кавар тесе ан калӑр; вӑл мӗнрен хӑранинчен ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр.
13
Саваоф Ҫӳлхуҫана таса чунпа хисеплӗр, Унран хӑрӑр, Унран чӗтресе тӑрӑр!
14
Вӑл Израилӗн икӗ килӗшӗн те Сӑвапли пулӗ, такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ, Иерусалимра пурӑнакансемшӗн вара мӑйкӑчпа таната пулӗ.
15
Вӗсем чылайӑшӗ такӑнса ӳкӗҫ, аманӗҫ, танатара чӑлханӗҫ, вара вӗсене ярса тытӗҫ.
16
Ҫакна, ҫапла уҫса панине манӑн вӗренекенӗмсем умӗнчех ҫыхса пичет пусса хур, терӗ.
17
Эпӗ вара Хӑйӗн сӑнне Иаков килӗнчен хупланӑ Ҫӳлхуҫана ӗненетӗп, Ӑна шанса тӑратӑп.
18
Акӑ эпӗ, акӑ мана Ҫӳлхуҫа панӑ ачамсем, эпир Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Саваоф Ҫӳлхуҫа Израильре мӗн пулассине пӗлтерекен паллӑсем вырӑнне пулӑпӑр.
19
Сире: «вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансемпе асамҫӑсем патне, пӑшӑлтатакансемпе мӑкӑртатакансем патне кайӑр» тесессӗн, эсир ҫапла хуравлӑр: халӑхӑн хӑйӗн Турри патне каймалла мар-и? чӗррисем пирки вилнисенчен ыйтмалла-и вара?
20
Кирлине саккунра тата мӗн пуласса пӗлтерсе уҫса панӑ сӑмахра шырӑр. Вӗсем ҫак сӑмах вӗрентнӗ пек каламаҫҫӗ пулсассӑн, апла вӗсенче ҫутӑ ҫук.
21
Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.
22
Ҫӳлелле пӑхӗҫ, ҫӗр ҫинелле пӑхкалӗҫ; акӑ ӗнтӗ — хуйхӑ та сӗмлӗх, сӗм тӗттӗм, вӗсене ӗнтӗ сӗмлӗхе пӑрахӗҫ. Анчах халӗ ҫӑра сӗмлӗх тӑракан вырӑнта яланах тӗттӗм пулмӗ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66