bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 14
Isaiah 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 15 →
1
Унӑн вӑхӑчӗ ҫывӑх, унӑн кунӗсем вӑрах кӗттермӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иакова хӗрхенӗ, Израиле каллех кӑмӑл курӗ; вӗсене хӑйсен ҫӗрнех вырӑнаҫтарӗ, вара ют ҫӗр ҫыннисем вӗсемпе пӗрлешӗҫ, Иаков килӗ ҫумне ҫыпӑҫӑнӗҫ.
2
Халӑхсем вӗсене хӑйсем пурӑннӑ вырӑна каялла илсе килӗҫ, Израиль килӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗ ҫинче хӑй валли арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем тӑвӗ, хӑйне тыткӑна илсе кайнисенех тыткӑна илӗ, хӑйне хӗсӗрлесе пурӑннийӗсен хуҫи пулса тӑрӗ.
3
Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Ҫӳлхуҫа хӑвна хӗн-асапран, сехӗрленӳрен, йывӑр чуралӑхран хӑтарсассӑн,
4
эсӗ Вавилон патши парӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ юрри юрласа ҫапла калӑн: асаплантараканни пӗтрӗ те — вӑрӑ-хурах тӑвасси те пӗтрӗ!
5
Халӑхсене хаяррӑн, тарса хӑтӑлмалла мар асаплантарнӑ, йӑх-ӑрусене кӑра ҫилӗпе хӗсӗрлесе тытса тӑнӑ йӗркесӗр ҫынсен патаккисене, патшасен туйисене Ҫӳлхуҫа тӗппипе аркатрӗ.
7
Пӗтӗм ҫӗр канать, канӑҫланать, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илет;
8
кипариссем те эсӗ пӗтнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ, Ливан кедрӗсем те: «эсӗ ҫывӑрса кайрӑн та, халь пире никам та касмасть» тесе савӑнаҫҫӗ.
9
Саншӑн, сана кӗтсе илмешкӗн ҫӗр тӗпӗнчи тамӑк та хускалчӗ; саншӑнах рефаимсене, ҫӗрӗн мӗнпур ҫулпуҫне вӑратрӗ; суя тӗнлӗ халӑхсен мӗнпур патшине аслӑ пуканӗсем ҫинчен тӑратрӗ.
10
Вӗсем ӗнтӗ ҫапла калӗҫ сана: эсӗ те пирӗн пекех халсӑрлантӑн! эсӗ те пирешкелех пулса кайрӑн!
11
Санӑн мӑнаҫлӑхна пӗтӗм шӑв-шавупа пӗрле ҫӗр тӗпне пӑрахнӑ; сан выртан вырӑну айӗнче — хурт, санӑн вителӗкӳ те — хурт.
12
Шуҫӑм ывӑлӗ, шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, тӳперен епле ӳкнӗ эсӗ! халӑхсене таптаса тӑнӑскерӗ, ҫӗре ӳксе ҫапӑннӑ.
13
Хӑвӑн ӑшӑнта ӗмӗтленеттӗн: «тӳпене улӑхӑп, хамӑн аслӑ пуканӑма Турӑ ҫӑлтӑрӗсенчен те ҫӳлерех лартса хурӑп, ҫурҫӗр хӗрринче, ту ҫинче, йышлӑ турӑ хушшине эпӗ ларӑп;
14
пӗлӗтсен ҫӳллӗшне улӑхӑп, Ҫӳлти Турӑ пекех пулӑп» тееттӗн.
15
Анчах сана тамӑка, тӗпсӗр ҫӗр шӑтӑкнех, пӑрахнӑ.
16
Сана куракансем сана тӗсесех пӑхаҫҫӗ, сан ҫинчен ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: «ҫӗре чӗтретнӗ, патшалӑхсене кисретнӗ, тӗнчене пушхире кӑларнӑ, унӑн хулисене аркатнӑ, тыткӑнри ҫыннисене киле яман этем ҫакӑ-ши вӑл?» тееҫҫӗ.
18
Халӑхсен патшисене пурне те хисеплӗн пытарнӑ, кирек хӑшӗ те хӑйӗн тупӑклӑхӗнче выртать;
19
эсӗ вара тупӑклӑху тулашӗнче юрӑхсӑр турат пек, хӗҫпе касса пӑрахнӑ ҫыннӑн тумтирӗ пек выртатӑн, эсӗ ӗнтӗ — ура айӗнчи виле — хисеплӗн чул тупӑклӑха пытарнӑскерсемпе пӗрле пулаймӑн,
20
вӗсемпе ҫӑва ҫинче пӗрлешеймӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвӑн ҫӗрне тӗп тунӑ, хӑвӑн халӑхна вӗлернӗ: усал ҫынсен вӑрлӑхӗ ӗмӗрӗпех асра пулмӗ.
21
Ашшӗн усал ӗҫӗсемшӗн унӑн ывӑлӗсене вӗлерме хатӗрленӗр — ан ҫӗкленейччӗр вӗсем, ҫӗре ҫавӑрса ан илччӗр, тӗнчене хӑйсен хулисене лартса ан тултарччӑр.
22
Акӑ вӗсем ҫине ҫӗкленӗп те, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Вавилон ятне те, йӑлкӑмне те — ывӑлӗпе мӑнукне те — тӗп тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
23
Ӑна чӗрӗпсен ҫӗрӗ тӑвӑп, шурлӑх тӑвӑп, ӑна тӗппипех пӗтерекен шӑпӑрпа шӑлса ывӑтӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
24
Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать: Ассура Хамӑн ҫӗрӗм ҫинче ҫапса салатас тесе, ӑна Хамӑн тӑвӑм ҫинче таптаса тӑкас тесе Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ; унӑн сӳсменӗ Израиль ҫинчен хывӑнӗ, вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫинчен унӑн йывӑрлӑхӗ сирӗлӗ.
26
Пӗтӗм ҫӗр пирки ҫапла палӑртса хунӑ, акӑ пур халӑхсем ҫине тӑсса хунӑ алӑ:
27
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла палӑртса хунӑ — ӑна кам пӑрахӑҫлама пултарӗ? аллине тӑсса тӑрать Вӑл — ӑна кам сирсе ярӗ?
28
Ахаз патша вилнӗ ҫулхине ҫапла пророкла каланӑ сӑмах пулнӑ:
29
хӑвна пӗтерсех тӑнӑ туя хуҫӑлнӑшӑн, Филисти ҫӗрӗ, ан хӗпӗрте: ҫӗлен тымарӗнчен аспид тухӗ, аспид ӑшӗнчен вӗҫекен аҫтаха тухӗ.
30
Ҫавӑн чухне сӗм чухӑна та тӑрантарӗҫ, кӗлмӗҫсем шанчӑклӑ ҫӗрте канлӗ тӑрӗҫ; санӑн тымарна вара выҫӑпа антӑхтарӑп, вӑл санӑн йӑлкӑмна тӗп тӑвӗ.
31
Эй хапхасем, ӗсӗклесех макӑрӑр! эй хула, кӑшкӑрсах ӳле! Эй Филисти ҫӗрӗ, эсӗ пӗтӗмпех сапаланса кайӑн: ҫурҫӗртен тӗтӗм килет, вӗсен эшкерӗнче юлса пыраканнийӗ ҫук.
32
Ӗнтӗ халӑх хыпарҫийӗсем мӗн калӗҫ? Вӗсем Ҫӳлхуҫа Сиона тӗреклӗлетнине, унта Ун халӑхӗ хушшинчи мӗскӗнсем те хӳтлӗх тупассине пӗлтерӗҫ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66