bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 66
Isaiah 66
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 65
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
1
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳпе — Манӑн аслӑ пуканӑм, ҫӗр — Манӑн ура саккийӗ; Ман валли эсир ӑҫта ҫурт лартӑр-ши, Манӑн канлӗхӗмӗн вырӑнӗ ӑҫта-ши?
2
Ҫакна пӗтӗмпех Манӑн алӑ пултарнӑ, ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех пулнӑ, тет Ҫӳлхуҫа. Эпӗ акӑ кама кӑмӑл тӑвӑп: йӑвашшине, хурлӑхлӑ чунлине, Манӑн сӑмахӑма юратса та хӑраса итлекеннине.
3
Вӑкӑр пусакан [ҫылӑхлӑ ҫын] — ҫынна вӗлерекенпе пӗрех; путеке парне кӳме илсе пыраканӗ — йытта пӑвса вӗлерекенпе пӗрех; тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳрекенӗ — сысна юнӗ кӳрекенпе пӗрех; [асӑнса] фимиам тӗтӗрекенӗ — йӗрӗхе кӗлтӑваканпа пӗрех; вӗсем ҫапла хӑйсен ҫулӗсене суйласа илчӗҫ пулсассӑн, вӗсен чунӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе киленеҫҫӗ пулсассӑн,
4
вӗсем ҫылӑх туса улталаннине кура, вӗсем ҫине Эпӗ хӑрушшине ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм — хирӗҫ сас паракан пулмарӗ; каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, Манӑн куҫӑм умӗнче вара усал ӗҫ турӗҫ, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илчӗҫ.
5
Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ умӗнче чӗтресе тӑракансем, Унӑн сӑмахне итлӗр. Сире кураймасӑр тӑракан, сире Манӑн ятӑмшӑн хӗсӗрлекен тӑванӑрсем ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтарттӑр — вара эсир еплерех савӑннине курӑпӑр» теҫҫӗ. Анчах вӗсем намӑса тӑрса юлӗҫ.
6
Акӑ хуларан шӑв-шав илтӗнет, Турӑ Ҫуртӗнчен Ҫӳлхуҫа сасси, Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑракан Ҫӳлхуҫанӑн сасси, илтӗнет.
7
Ҫуратса асап курман — ҫуратма вара ҫуратнӑ; ыратма тытӑничченех ывӑл ҫуратса панӑ.
8
Кунашкаллине кам илтнӗ? кун евӗрлине кам курнӑ? пӗр кун хушшинчех ҫӗршыв йӗркеленет-и? пӗр ӑстрӑмрах халӑх ҫуралать-и? Сион хӗрӗ вара пилӗкӗ касма пуҫланӑ-пуҫламанах ывӑлсем ҫуратса панӑ.
9
Ҫуратасси патнех ҫитерӗп те ҫуратма пулӑшмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа. Е тата, ҫуратма вӑй парса, варне хупса хурӑп-и? тет санӑн Турру.
10
Эй Иерусалима юратакансем, пурте унпа пӗрле савӑнӑр, уншӑн хавасланӑр! уншӑн кулянакансем, пурте унпа пӗрле хӗпӗртенӗр!
11
Сире ун кӑкӑрӗ, йӑпанӑҫ кӳрекенскер, тӑрантарӗ, эсир унӑн туп-тулли мухтавлӑхне ӗҫсе киленетӗр.
12
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ун патне тӑнӑҫлӑха юханшыв евӗрлӗ ярӑп, халӑхсен пуянлӑхне — сире килентермешкӗн — сарӑлса кайнӑ ейӳ пек ярӑп; сире алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ, чӗркуҫҫи ҫине лартса ачашлӗҫ.
13
Амӑшӗ ывӑлне епле йӑпатать, Эпӗ те сире ҫапла йӑпатӑп, сире Иерусалимра йӑпатӗҫ.
14
Ҫакна куратӑрах эсир, вара сирӗн чӗре хӗпӗртенӗ; сирӗн шӑммӑрсем ешӗл курӑк пек паркаланӗҫ. Ҫӳлхуҫа чурисем Унӑн хӑватне курӗҫ, Унӑн тӑшманӗсем вара Унӑн ҫиллине курӗҫ.
15
Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑм хушшинче килӗ, Унӑн урапийӗсем — ҫавраҫил пек, Хӑйӗн ҫиллине хаяррӑн тӑкмашкӑн, вут-ҫулӑмпа айӑпламашкӑн килет Вӑл.
16
Ҫӳлхуҫа пурӑнакансене пурне те Хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе, Хӑйӗн хӗҫӗпе сут тӑвӗ, Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тӑкнисем нумай пулӗҫ.
17
Хӑйсене вӑрманта тасатакансем, ҫавӑнта ҫӑвӑнакансем, сысна ашӗпе ирсӗр апат тата шӑши таврашне ҫиекенсем пурте пӗрин хыҫҫӑн тепӗри пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
18
Эпӗ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсен шухӑшӗсене пӗлетӗп; акӑ халӑхсене, йӑхсене пурне те пухса килӗп — вӗсем пухӑнӗҫ те Манӑн мухтавӑма курӗҫ.
19
Вӗсем хушшинче хӑват кӑтартӑп, вӗсен ҫӑлӑнса юлнӑ ҫыннисем хушшинчен хӑш-пӗрисене халӑхсем патне — Фарсис хулине, Пул тата Луд енне, ухӑ карӑнтаракансем патне, Тубал тата Яван енне, Ман ҫинчен илтмен, Манӑн мухтавӑма курман аякри утравсем ҫине — ярӑп; вара вӗсем халӑхсене Манӑн мухтавӑма пӗлтерӗҫ.
20
Вӗсем сирӗн тӑванӑрсене — халӑхсем хушшинче пурӑнаканскерсене — лашасемпе урапасем ҫинче, ҫӗклевӗҫсемпе вӑкӑрсем ҫинче, хӑвӑрт ҫӳрекен тӗвесем ҫинче илсе пырса Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине, Иерусалима, илсе ҫитерӗҫ, ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне пекех пулӗ, ку ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне таса савӑтра парне кӳрсе панӑ пекех пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
21
Вӗсем хушшинчен Эпӗ священниксемпе левитсем пулма суйласа илӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
22
Эпӗ пултарас ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр яланах Хамӑн сӑнӑм умӗнче тӑнӑ пек, сирӗн вӑрлӑхӑр та, сирӗн ятӑр та Ман умӑмрах тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
23
Ҫавӑн чухне уйӑхран уйӑхах, шӑматкунран шӑматкунах кирек мӗнле чӗрӗ чун та Мана пуҫҫапма килсе тӑрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
24
Вара тухӗҫ те Манран уйӑрӑлса кайнӑ ҫынсен виллисене курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен хурчӗ вилмест, вӗсен вучӗ сӳнмест; вӗсем ӗнтӗ кирек камшӑн та ирсӗрлӗх пулӗҫ.
← Chapter 65
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66