bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 30
Isaiah 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 31 →
1
Пӑхӑнман ывӑлсене хуйхӑ ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Мансӑрах канашлаҫҫӗ, Манӑн кӑмӑлӑма тивӗҫтермен килӗшӳсем тӑваҫҫӗ, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх хушмашкӑн
2
вӗсем Манран ыйтмасӑрах Египета каяҫҫӗ — вӗсем фараон вӑйӗпе хал илесшӗн, Египет хӳтлӗхне пытанасшӑн.
3
Анчах та фараон вӑйӗ сире намӑс кӳрекенни пулӗ, Египет хӳтлӗхне пытанни вара — чӗр мӑшкӑл;
4
мӗншӗн тесессӗн унӑн улпучӗсем Цоанра ӗнтӗ, элчисем те Ханес патнех ҫитнӗ.
5
Вӗсем пурте хӑйсемшӗн усӑсӑр халӑха пула намӑса юлӗҫ; ҫав халӑхран пулӑшу та, усси те пулмӗ, намӑс та мӑшкӑл ҫеҫ пулӗ.
6
Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
7
Анчах Египет пулӑшасса кӗтни кӑлӑхах пулӗ; ҫавӑнпа Эпӗ ӑна: «лӳппер Раав» терӗм те.
8
Халӗ кай ӗнтӗ, ӳлӗмлӗхе, яланлӑха, ӗмӗрлӗхе юлтӑр тесе ҫакна вӗсен хӑмийӗ ҫине ҫырса хур, ҫакна кӗнекене те кӗртсе хӑвар.
9
Мӗншӗн тесессӗн ку — пӑлхавлӑ халӑх, суя ачисем, Ҫӳлхуҫа саккунне илтесшӗн мар ҫав ачасем,
10
вӗсем витӗр куракансене: «пулассине ан курӑр», пророксене: «тӗрӗссине ан калӑр — кӑмӑла ҫӗклекеннине пӗлтерӗр, лайӑххине ҫеҫ калӑр;
11
ҫул ҫинчен кайӑр, сукмакран пӑрӑнӑр; Израиль Святойне пирӗн куҫран ҫухатӑр» теҫҫӗ.
12
Израиль Святойӗ ҫавӑнпа та ҫапла калать: эсир ҫакӑ сӑмаха сивлетӗр, ултавпа тӗрӗсмарлӑха шанатӑр, ун ҫине тӗревленетӗр,
13
ҫакӑ усал ӗҫ сирӗншӗн ҫӳллӗ хӳмери ҫурӑк пек, йӑтӑнса анассипе хӑратакан ҫурӑк пек пулӗ; хӳми вара сасартӑк, пӗр самантра, ишӗлсе анӗ.
14
Ҫав хӳмене Вӑл тӑм савӑта пӗр шелсӗр ҫапса ҫӗмӗрнӗ пек аркатса пӑрахӗ, унӑн ванчӑкӗсем хушшинче пӗр катӑк та — вучахран кӑвар илме юрӑхлӑ, ҫырмаран шыв ӑсма юрӑхлӑ катӑк та — тупаймӑн.
15
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Святойӗ, ҫапла калать: вырӑнтах лӑпланса юлнӑ пулсассӑн, эсир ҫӑлӑнаттӑрччӗ; сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни; анчах эсир апла килӗшмерӗр;
16
ҫапла каларӑр: «ҫук, эпир ут утланса тарӑпӑр» терӗр, — ҫавӑншӑн таратӑр та ӗнтӗ; «вичкӗннисене утланса тарӑпӑр» — ҫавӑншӑн сире хӑвалаканнисем те вичкӗн пулӗҫ.
17
Пӗри хӑратнипе пинӗшӗ тарӗ; пиллӗкӗн хӑратнипе тарсассӑн вара эсир, ҫӑлӑнса юлнисем, ту тӑрринчи патак пек, сӑрт тӑрринчи ялав пек тӑрса юлатӑр.
18
Ҫавӑнпах Ҫӳлхуҫа сире ҫӑлма васкамасть-ха, сире хӗрхенессине вӑрахлать-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — тӗрӗслӗх Турри; Ӑна шанса тӑракансем пурте телейлӗ!
19
Халӑх Сион ҫинче Иерусалимра пурӑнӗ; эсӗ нумаях хӳхлемӗн — эсӗ ӗсӗклесех йӗнине илтсессӗн Вӑл сана каҫарӗ, йӗнине илтсессӗнех сана хуравлӗ.
20
Хурлӑхлӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа сире ҫӑкӑр, хӗн вӑхӑтра шыв парӗ; Вӑл — сире Вӗрентекен, Вӑл текех сирӗнтен пӑрӑнмӗ, эсир Ӑна хӑвӑр куҫӑрпа курсах тӑрӑр;
21
эсир сылтӑмалла пӑрӑнсассӑн та, сулахаялла пӑрӑнсассӑн та хӑвӑр хыҫӑрта: «акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» тенине илтетӗр.
22
Ун чухне эсир кӗмӗлӳпе сӑрнӑ йӗрӗхсене, ылтӑнупа сӑрнӑ йӗрӗхсене ирсӗрлӗх вырӑнне хуратӑр; вара вӗсене йӗрӗнчӗк япалана кӑларса ывӑтнӑ пек кӑларса пӑрахӑн; вӗсене: «таси паха» тейӗн.
23
Вара Вӑл эсӗ акса хӑварнӑ вӑрлӑх валли ҫумӑр ярса парӗ, тырпулпа ҫӗр ҫимӗҫӗ тулӑх та сӗтеклӗ пулӗ; ҫавӑ кун санӑн кӗтӗвӳсем анлӑ улӑх-ҫаранра ҫӳрӗҫ.
24
Уй-хир сухалакан вӑкӑрсемпе ашаксем тӑвар сапнӑ, кӗреҫепе те сенӗкпе сӑвӑрнӑ апат ҫийӗҫ.
25
Хӑрушла пӗтерес кун ҫитсессӗн, пашнесем ишӗлсе ансассӑн, кирек хӑш ҫӳллӗ ту ҫинче те, кирек хӑш ҫӳллӗ сӑрт ҫинче те ҫӑлсем тапса тухӗҫ.
26
Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн суранӗсене ҫыхса янӑ чухне, унӑн суранлатнӑ вырӑнӗсене сипленӗ чухне, уйӑх ҫути хӗвел ҫутийӗ пекех пулӗ, хӗвел ҫути вара ҫичӗ хут ҫутӑрах, ҫичӗ кун хушшинчи ҫутӑ чухлех пулӗ.
27
Акӑ Ҫӳлхуҫа аякран килет, Унӑн ҫилли хыпса ҫунать, ҫулӑмӗ хӑватлӑ, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче — тарӑху, Унӑн чӗлхи — тӗппипе пӗтерекен вут-ҫулӑм,
28
Вӑл сывлани вара — халӑхсене вилӗм алипе алламашкӑн сарӑлса пынӑҫемӗн мӑй таран хӑпаракан шыв пек; вӑл — халӑхсене йӑнӑш ҫул ҫине илсе каякан ҫӑварлӑх пек.
29
Сирӗн патӑрта вара, аслӑ уяв каҫӗнчи пек, юрлани илтӗнсе тӑрӗ, Турӑ тӑвӗ ҫине, Израиль тӗрекӗ патне шӑхличӗ каласа улӑхакан ҫын пек пӗтӗм чун-чӗререн савӑнӑн.
30
Ҫӳлхуҫа кисретӳллӗ сассипе кӗмсӗртеттерсе ярӗ те хаяр ҫилӗре, хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмра, ҫил-тӑвӑлра, шыв тулнинче, шултӑра чул евӗрлӗ пӑр тӑкӑннинче Унӑн хӑватлӑ аллине, тавӑракан аллине курӗҫ.
31
Ҫӳлхуҫа сассине илтсессӗн, Ассур чӗтресе ӳкӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна хӑйӗн туйипе аркатса тӑкӗ.
32
Ун ҫине тӑснӑ Ҫӳлхуҫа туйи аркатнӑ хушӑра тӳнкӗрпе кӗсле сасси илтӗнсе тӑрӗ, Вӑл ӑна хирӗҫ тӗппипе пӗтерекен вӑрҫӑпа тухӗ.
33
Тофет тахҫанах хатӗр ӗнтӗ; ӑна патша валли те хатӗрленӗ, тарӑн та сарлака вӑл; унта кӑварӗ те, вутти те нумай; Ҫӳлхуҫа вӗрсе илӗ те — вӑл кӳкӗрт сапнӑ пек хыпса илӗ.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66