bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 49
Isaiah 49
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 48
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 50 →
1
Эй утравсем, итлӗр Мана, эй тӑнлӑр, аякри халӑхсем: Ҫӳлхуҫа Мана ҫураличченех чӗнсе илнӗ; аннем варӗнче чухнех ятран чӗннӗ.
2
Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ҫивӗч хӗҫ пек тунӑ; Мана Хӑй аллипе хупӑрланӑ, Манран ҫивӗчленӗ ҫӗмрен тунӑ; Мана Хӑйӗн йӗннинче упраса усранӑ;
3
Мана ҫапла каланӑ: Израиль, Эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ Сан урлӑ чапа тухӑп.
4
Каларӑм вара: Эпӗ харама ӗҫлерӗм, Хамӑн вӑй-халӑма уссӑр та кӑлӑх пӗтертӗм. Анчах та Манӑн ирӗкӗм — Ҫӳлхуҫара, Манӑн сӑвапӑм та — Хамӑн Туррӑмра.
5
Халӗ вара Ҫӳлхуҫа калать, Иакова Хӑй енне ҫавӑрас тесе, Израиль Ун патне пухӑнтӑр тесе, Мана варта чухнех Хӑйӗн чурийӗ тунӑ Ҫӳлхуҫа калать; Эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче хисеплӗ, Манӑн Туррӑм — Манӑн хӑватӑм.
6
Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.
7
Ҫӳлхуҫа, Израиле Хӑтараканӗ, унӑн Святойӗ пурте курайман чурине, халӑх хӑртакан чурине, патшасен чурине ҫапла калать: патшасем курӗҫ те — ура ҫине тӑрӗҫ; аслӑ ҫынсем вара шанчӑклӑ Ҫӳлхуҫанӑн, Хӑвна суйласа илнӗ Израиль Святойӗн ячӗпе Сана пуҫҫапӗҫ.
8
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ырӑ вӑхӑтра илтрӗм Сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм Сана; Эпӗ Сана упрӑп, ҫӗре ҫӗнӗрен ҫӗнетмешкӗн, пушанса юлнӑ еткере еткерҫӗсене тавӑрса памашкӑн, хупса лартнисене: «тухӑр» темешкӗн, сӗмлӗхрисене: «курӑнӑр» темешкӗн халӑхшӑн халал тӑвӑп Сана. Вара вӗсем ҫул-йӗр ҫывӑхӗнчех кӗтсе ҫӳрӗҫ, вӗсен кӗтӳлӗхӗсем мӗнпур сӑрт ҫинче сарӑлса выртӗҫ;
10
выҫӑпа тертленмӗҫ, шывшӑн антӑхмӗҫ, вӗсене шӑрӑх пусмӗ, хӗвел те ӗнтмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Хӗрхенекен ертсе ҫӳрӗ, вӗсене ҫӑлкуҫӗсем патне илсе ҫитерӗ.
11
Хамӑн мӗнпур сӑрт-ту урлӑ ҫул хывӑп, вара Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм ҫӳлте пулӗ.
12
Акӑ пӗрисем аякран килеҫҫӗ; акӑ тата теприсем ҫурҫӗрпе тинӗс енчен, ыттисем Синим ҫӗрӗнчен килеҫҫӗ.
13
Эй тӳпе, савӑн, эй ҫӗр, хӗпӗрте, эй тусем, хавасланса кӑшкӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне лӑплантарчӗ, асап тӳсекенӗсене каҫарчӗ.
14
Сион вара: «Ҫӳлхуҫа мана пӑрахрӗ, Туррӑм мана манса кайрӗ!» теетчӗ.
15
Хӗрарӑм хӑйӗн ачине, кӑкӑр ачине, манать-и? хӑй варӗнчен ҫуралнӑскерне манӑҫа хӑварать-и? вӑл мансассӑн та Эпӗ сана манмӑп.
16
Эпӗ сана акӑ Хамӑн алӑ тупанӗ ҫинех ӳкерсе хутӑм; санӑн хӳмӳсем яланах Манӑн умӑмра.
17
Ывӑлусем сан патна васкӗҫ, сана ҫаратакансем, тустаракансем вара сан патӑнтан тухса кайӗҫ.
18
Пуҫна ҫӗкле-ха, йӗри-тавра пӑх-ха — вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, санӑн патна килеҫҫӗ. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа, — вӗсем саншӑн чаплӑ тум пек пулӗҫ, вӗсемпе, ҫураҫнӑ хӗр пек, капӑрланӑн.
19
Ӗнтӗ арканнӑ вырӑнусем, пушаннӑ хирӳсем, юхӑнса юлнӑ ҫӗрӳ унта пурӑнакансемшӗн шутсӑрах хӗсӗк пулӗ, вара сана хыпса ҫӑтаканӗсем санран хӑпса кайӗҫ.
20
Унччен ҫухатнисем хыҫҫӑн ҫуралакан ачусем сана сасӑпах калӗҫ: «маншӑн вырӑн хӗсӗк; мана пурӑнмалӑх вырӑн тупса пар» тейӗҫ.
21
Вара ӑшӑнта ҫапла калӑн: «вӗсене ман тӗле кам ҫуратнӑ? эпӗ ачасӑрччӗ, хӗсӗрччӗ, мана аякка тыткӑна илсе кайнӑччӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлнӑччӗ; ӑҫта пулнӑ-ши вӗсем?»
22
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Хамӑн аллӑма халӑхсем енне ҫӗклетӗп, йӑхсем умне Хамӑн ялавӑма кӑларса тӑрататӑп, вара санӑн ывӑлусене алӑ ҫинче, санӑн хӗрӳсене хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе килӗҫ.
23
Патшасем сана тӑрантараканӗсем, патша майрисем сана ҫитерекенӗсем пулӗҫ; сана ҫӗре ҫити пуҫ тайӗҫ, уру тусанне ҫулӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, Мана шанакансем намӑс курманнине пӗлӗн эсӗ.
24
Вӑйлинчен унӑн тупӑшне туртса илме, ҫӗнтерӳҫӗрен ун патне тыткӑна лекнисене туртса илме пулать-и?
25
Пулать! тет Ҫӳлхуҫа: вӑйлийӗнчен те тыткӑнри ҫыннисене туртса илӗҫ, усал патшан тупӑшне те илсе кайӗҫ; мӗншӗн тесессӗн санӑн тӑшманусемпе Эпӗ ҫапӑҫӑп, санӑн ывӑлусене Эпӗ хӑтарӑп;
26
сана пусмӑрлакансене хӑйсен ӳчӗпех тӑрантарӑп, вӗсем хӑйсен юнне ҫӗнӗ эрех ӗҫнӗ пек ӗҫӗҫ, ӳсӗрӗлӗҫ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Ҫӑлаканӗ, сана Тӳлесе Илекенӗ, Иаковӑн Хӑватлӑ Турри пулнине кирек кам та пӗлсе тӑрӗ.
← Chapter 48
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 50 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66