bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 19
Isaiah 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 20 →
1
Египетпа пуласси ҫинчен пророкла калани. — Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑмӑл пӗлӗт ҫине ларӗ те Египета ҫитӗ. Унӑн сӑнӗ умӗнче Египет йӗрӗхӗсем чӗтресе ӳкӗҫ, Египетӑн чӗри ирӗлсе кайӗ.
2
Египет ҫыннисене Эпӗ Египет ҫыннисемпех вӑрҫӑ вӑрҫтарӑп: вара тӑван тӑвана хирӗҫ, тус туса хирӗҫ, хулапа хула, патшалӑхпа патшалӑх ҫапӑҫӗҫ.
3
Египет пӗтӗмпех хавшаса ҫитӗ, унӑн канашне аркатӑп, ӗнтӗ вӗсем йӗрӗхсемпе асамҫӑсенчен, вилнисене чӗнсе илекенсемпе юмӑҫсенчен пулӑшу ыйтӗҫ.
4
Египет ҫыннийӗсене хаяр патша аллине ӳкерӗп, вара вӗсемпе тискер патша хуҫаланӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.
5
Вара тинӗсре шыв пӗтсе ҫитӗ: юханшыв иксӗлсе типсе ларӗ;
6
ҫырмасенче шыв чакса пырӗ, Египетӑн чавса тунӑ шыв ҫулӗсем ӑшӑхланса типсе ларӗҫ; хӑмӑшпа чакан шанса кайӗҫ.
7
Юханшыв тӑрӑхӗнчи, ҫырансем ҫывӑхӗнчи хирсем, шыв хӗрринче мӗн акнӑ, ҫавӑ пӗтӗмпех типсе ларӗ, вӗҫсе саланӗ, ҫухалӗ.
8
Ӗнтӗ пулӑҫӑсем йӗрсе ярӗҫ, юханшыва вӑлта пӑрахакансем ӗсӗклесе макӑрӗҫ, шывра тетел каракансем те аптӑрасах ӳкӗҫ;
9
йӗтӗн тыллакансем те, шурӑ пир тӗртекенсем те кулянӗҫ;
10
ҫип арлакансем шалтӑрах кайӗҫ, тара кӗрешнисем пурте вӑйран сулӑнӗҫ.
11
Ҫапла! Цоан пуҫлӑхӗсем ӑсран тайӑлчӗҫ; фараон ҫумӗнчи ӑслӑ канашҫӑсен канашӗ юрӑхсӑра тухрӗ. Фараона эсир: «эпӗ ӑсчахсен ывӑлӗ, авалхи патшасен ывӑлӗ» тесе калайӑр-и?
12
Ӑҫта вӗсем? ӑҫта санӑн ӑсчахусем? халӗ калаччӑр вӗсем сана: Саваоф Ҫӳлхуҫа Египета мӗн кӑтартассине пӗлтерччӗр.
13
Цоан пуҫлӑхӗсем ӑсран тайӑлчӗҫ; Мемфис пуҫлӑхӗсем улталанчӗҫ, ӑру пуҫлӑхӗсем Египета ҫултан аташтарса ячӗҫ.
14
Египет ӑшне Ҫӳлхуҫа ӳсӗртекенни янӑ — ӳсӗр этем хӑй хӑсӑкӗ ҫинче ҫапкаланса ҫӳренӗ пек, вӗсем те Египета унӑн мӗнпур ӗҫӗнче аташтарса тӑнӑ.
15
Египетра ӗнтӗ пуҫпа хӳре, пальмӑпа хӑмӑш тума пултаракан пӗр ӗҫ те пулмӗ.
16
Ҫавӑ кун Египет ҫыннисем хӗрарӑм евӗр пулса кайӗҫ, Саваоф Ҫӳлхуҫа хӑйсем ҫине тӑснӑ аллине хускатнине курсассӑн чӗтресе тӑрӗҫ, сехӗрленсе ӳкӗҫ.
17
Иуда ҫӗрӗ Египетшӑн сехре хӑппи пулӗ; ҫав ҫӗре аса илекенӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Египета мӗн кӑтартма палӑртнине курӗ те шуйхансах ӳкӗ.
18
Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗнчи пилӗк хула Ханаан чӗлхипе калаҫма тытӑнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑвӗ; пӗр хулине хӗвел хулийӗ тейӗҫ.
19
Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗн варринче Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн пулӗ, ун чикки ҫумӗнче вара Ҫӳлхуҫана аслӑласа лартнӑ палӑк пулӗ.
20
Ҫавӑ палӑк Египет ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫана уяса тӑнине пӗлтерекен, астутарса тӑракан паллӑ пулӗ: хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана йӑлӑнӗҫ те, Вӑл вӗсене ҫӑлакан тата хӳтӗлекен ярса парӗ, вӗсене хӑтарӗ.
21
Ҫӳлхуҫа вара Египетра Хӑйне кӑтартӗ; ҫавӑ кун Египет ҫыннисем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗҫ, парнесем кӳрӗҫ, Ҫӳлхуҫана сӑмах парӗҫ, мӗн тума пулнине тӑвӗҫ.
22
Ҫӳлхуҫа Египета асап кӑтартӗ; асап кӑтартӗ — сыватӗ те: вӗсем Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнӗҫ те — Вӑл вӗсене илтӗ, вӗсене сыватӗ.
23
Ҫавӑ кун Египетран Ассири ҫӗрне пысӑк ҫул уҫӑлӗ, Ассур вара Египета, Египет ҫыннисем Ассирие килсе ҫӳрӗҫ; Египет ҫыннисем Ассири ҫыннисемпе пӗрле Турра ӗҫлесе тӑрӗҫ.
24
Ҫавӑ кун Египетпа тата Ассирипе пӗрле Израиль виҫҫӗмӗшӗ пулӗ; ҫӗр варринче пиллӗх тӑрӗ,
25
ҫавӑ ҫӗре Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каласа пиллӗх парӗ: Египет ҫыннисем — Манӑн халӑхӑм, Ассири ҫыннисем — Манӑн аллӑмӑн ӗҫӗ, Израиль — Манӑн еткерӗм, вӗсем пиллӗхлӗ, тейӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66