bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 48
Isaiah 48
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 47
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 49 →
1
Эй Иаков килӗ, хӑвӑра Израиль ячӗпе чӗнекенскерсем, Иуда вӑрлӑхӗнчен пуҫланса кайнӑскерсем, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑваканскерсем, тӳррипе, чӑннипе мар пулин те Израиль Туррине пуҫҫапакансем, итлӗр ҫакна.
2
Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ хуларан пулса кайнисем тееҫҫӗ, Израиль Турри ҫине тӗревленеҫҫӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
3
Пулни-иртнине Эпӗ чылай малтан пӗлтерсе тӑнӑ; вӑл Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухнӑ, ун ҫинчен Эпӗ хыпарланӑ, тумаллине вара пӗр кӗтмен чухне тунӑ — пурте пурӑнӑҫа килнӗ.
4
Эсӗ чурӑс пулнине, мӑй шӑнӑрӗсем санӑн тимӗр иккенне, ҫамку пӑхӑр иккенне Эпӗ пӗлнӗ;
5
ҫавӑнпа та мӗн пуласси ҫинчен Эпӗ сана чылай малтан пӗлтерсе тӑтӑм, эсӗ: «манӑн йӗрӗхӗм турӗ ҫакна, ман йӗрӗхӗм — кӗлетке, йӑваласа тунӑ кӳлепе — ҫакӑн пек тума хушрӗ» теесрен ҫапла турӑм.
6
Эсӗ илтнӗ — эсӗ ҫакӑн ҫине пӑх-ха! эсир ҫакна йышӑнмастӑр-и? Халӗ вара Эпӗ сана ҫӗннине, вӑрттӑннине пӗлтеретӗп, эсӗ ӑна пӗлмен.
7
Вӑл халь пулса иртрӗ, унччен мар, пӗр кун каялла та мар, эсӗ ун ҫинчен илтмен, ҫавӑнпа та: «эпӗ ӑна пӗлсех тӑнӑ» тесе калаймӑн.
8
Эсӗ ун ҫинчен илтмен те, пӗлмен те, санӑн хӑлху унччен уҫӑлайман-ха; эсӗ ултавлӑ хӑтланасса Эпӗ пӗлнӗ, аннӳ варӗнче чухнех сана шанчӑксӑрри тесе чӗннӗ.
9
Хамӑн ҫиллӗме Хамӑн ятӑмшӑн урӑх вӑхӑта хӑвартӑм, сана тӗп тӑвассинчен Хама Хамӑн мухтавӑмшӑн тытса чартӑм.
10
Акӑ Эпӗ сана шӑратрӑм, анчах кӗмӗле шӑратнӑ пек мар; сана асап вучахӗнче тӗрӗслесе сӑнарӑм.
11
Хамшӑн, пӗр Хамшӑн, тӑватӑп ҫакна — унсӑрӑн Манӑн ятӑма еплерех хурланӑ пулӗччӗҫ! Хамӑн мухтавӑма никама та памастӑп.
12
Эй Иаков, эй Израиль, чӗнсе илнӗскерӗм, итле мана: Эпӗ — ҫавах, Эпӗ — малтанхийӗ, Эпех — кайранхийӗ.
13
Ҫӗрӗн никӗсне Манӑн аллӑм хывнӑ, тӳпене те сылтӑм аллӑм карнӑ; чӗнетӗп те — вӗсем Ман умӑма пырса тӑраҫҫӗ.
14
Пурте пухӑнӑр та итлӗр: вӗсем хушшинче ҫакна кам малтанах пӗлтерсе хунӑ? Ҫӳлхуҫа кӑмӑлланӑ ӑна, вӑл вара Вавилон тӗлӗшӗнчен Унӑн ирӗкне вырӑна килтерӗ, Унӑн хӑватне халдейсем ҫинче кӑтартӗ.
15
Эпӗ, Эпӗ каларӑм, ӑна чӗнсе илтӗм; ӑна Эпӗ илсе килтӗм, унӑн ҫулӗ ӑнӑҫлӑ пулӗ.
16
Килӗр Ман патӑма, итлӗр ҫакна: Эпӗ малтан та вӑрттӑн каламан; ҫакӑ пуҫланнӑранпах Эпӗ унтаччӗ; халӗ те Мана Ҫӳлхуҫа Турӑ, Унӑн Сывлӑшӗ ячӗ.
17
Ҫӳлхуҫа, сана Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ.
18
Ах, эсӗ Манӑн ӳкӗтсене ӑша хывас пулсассӑн! вара санӑн тӑнӑҫлӑху юханшыв пек пулӗччӗ, тӳрӗлӗхӳ тинӗс хумӗсем пек пулӗччӗ.
19
Санӑн вӑрлӑху — хӑйӑр чухлӗ, санӑн варунтан ҫуралаканнисем хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулӗччӗҫ; вара унӑн ячӗ Ман умран ҫухалмӗччӗ, пӗтмӗччӗ.
20
Вавилонран тухӑр, халдейсенчен тарӑр, ҫакна хавассӑн кӑшкӑрса пӗлтерӗр, вӗрентӗр, ҫакӑ хыпара ҫӗрӗн хӗррисенех ҫитерӗр: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Иакова хӑтарчӗ» тейӗр.
21
Вӑл вӗсене пушхирпе ертсе пырать — вӗсем ӗҫессишӗн антӑхмаҫҫӗ: Вӑл вӗсене чулран шыв кӑларса парать, чул хысака касса ҫурать те — шыв тапса тухать.
22
«Ҫылӑхлисемшӗн вара канӑҫлӑх пулмӗ» тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 47
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 49 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66