bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 37
Isaiah 37
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 38 →
1
Ҫакна илтсессӗн Езекия патша ҫири тумне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.
2
Вӑл патша керменӗн пуҫлӑхне Елиакима, Севна ҫыруҫӑна тата аслӑ священниксене, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывӑлӗ патне, янӑ.
3
Вӗсем ӑна каланӑ: Езекия ҫапла калать: ҫакӑ кун — хурлӑх кунӗ, хаса тӳсмелли, мӑшкӑл курмалли кун: ӗнтӗ ачисем амӑшӗн варӗнчен тухасси патнех ҫитнӗ, анчах ҫуратма вӑй ҫук.
4
Тен, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру Рабсак сӑмахӗсене илтӗ: ӑна хуҫи, Ассири патши, кунта чӗрӗ Турра хурлама, хӑртма янӑ, Ҫӳлхуҫа Турру илтнӗ сӑмахсемпе хӑртма янӑ; чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн, кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.
5
Ҫапла Езекия патша тарҫисем Исаия патне пынӑ.
6
Исаия вӗсене каланӑ: хуҫӑра ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тейӗр: Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра.
7
Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те, вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.
8
Рабсак каялла Ассири патши патне таврӑннӑ, лешӗ ун чухне Лахис патӗнчен кайса Ливнӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ.
9
Ассири патши ӗнтӗ Эфиопи патши Тиргак ҫинчен хыпар илтнӗ; ӑна: Тиргак санпа ҫапӑҫма килет, тенӗ. Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ:
10
Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.
11
Ассири патшисем хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрсене мӗн-мӗн тунине, вӗсене тӗппипех пӗтермелле тупаланине эсӗ илтнех ӗнтӗ — эсӗ тӗрӗс-тӗкел юлайӑн-ши вара?
12
Пирӗн аттесем аркатса тӑкнӑ халӑхсен туррисем ҫӑлса хӑварайнӑ-и вӗсене? Гозана, Хорана, Рецефа, Фалассарти Еден ывӑлӗсене ҫӑлайнӑ-и?
13
Емаф патши, Арпад патши ӑҫта, Сепарваим хулин патши ӑҫта, Ена тата Ивва патшисем ӑҫта халь? тейӗр, тенӗ.
14
Езекия элчӗсен аллинчи ҫырӑва илсе вуланӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, Езекия ҫырӑва Ҫӳлхуҫа умне уҫса хунӑ.
15
Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтунӑ, ҫапла каланӑ:
16
эй херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ! Эсӗ — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхӑн пӗртен-пӗр Туррийӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.
17
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӑлхуна тайсамччӗ, илтсемччӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑр, куҫна уҫсамччӗ, курсамччӗ, Сана, чӗрӗ Турра, хӑртма ҫын янӑ Сеннахирим сӑмахне илтсемччӗ!
18
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем ҫӗршывсене, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ,
19
вӗсен туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул, ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.
20
Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.
21
Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Мана Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа кӗлтурӑн.
22
Ҫӳлхуҫа ун пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран, Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
23
Кама хурларӑн, кама хӑртрӑн эсӗ? кама кӑшкӑрсах ятларӑн? кам умӗнче пуҫна каҫӑртрӑн? Израиль Святойӗ умӗнче!
24
Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм;
25
ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
26
Эпӗ сӗм авалах ҫапла тунине эсӗ илтмен-им вара? Эпӗ ҫакна авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.
27
Унта пурӑнакансем халсӑрланчӗҫ, чӗтреҫҫӗ, намӑс кураҫҫӗ. Вӗсем халӗ — хирти курӑк пек, имшер калча пек, ҫурт тӑррине шӑтнӑ хунав пек, пучаха ларичченех вӗтеленнӗ тырпул пек.
28
Ларатӑн-и эсӗ, тухатӑн-и, кӗретӗн-и — Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп, эсӗ Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнине те пӗлетӗп.
29
Ҫапла Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнӑшӑн, эшкерӳсен Ман патӑмах ҫитнӗ шавӗшӗн сӑмсунтан Хамӑн ункӑна тирсе ярӑп, ҫӑварна Хамӑн ҫӑварлӑха хыптарӑп, вара сана хӑв килнӗ ҫулпах каялла ҫавӑрса ярӑп.
30
Езекия, акӑ сана паллӑ паратӑп: кӑҫал эсир иртнӗ ҫулхи тырра, килес ҫул хӑй тӗллӗн ӳссе пиҫнине ҫийӗр; виҫҫӗмӗш ҫулне вара акӑр та вырса илӗр, иҫӗм пахчийӗсем лартӑр та вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр.
31
Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлнӑ йӑлкӑм каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ:
32
Иерусалимран йӑлкӑм тухӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ. Саваоф Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе-хытӑ тӑнипе пулӗ ку.
33
Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана кӗреймӗ, ҫӗмренне унта переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ.
34
Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ,
35
Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
36
Вара Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫитнӗ те Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ. Ирхине тӑраҫҫӗ те — акӑ пурте вилӗ выртаҫҫӗ.
37
Сеннахирим ӗнтӗ, Ассири патши, каялла чакнӑ, каялла таврӑннӑ, кайран вара Ниневире пурӑннӑ.
38
Вӑл хӑй туррин, Нисрохӑн, ҫуртӗнче кӗлтунӑ вӑхӑтра ӑна ывӑлӗсем, Адрамелех тата Шарецер, хӗҫпе касса вӗлернӗ, хӑйсем вара Арарат ҫӗрне тухса тарнӑ. Ун вырӑнне патшана Асардан, унӑн ывӑлӗ, ларнӑ.
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 38 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66