bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 10
Isaiah 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 11 →
1
Чухӑнсене тӳрӗ сутран пӑрса ямашкӑн, Ман халӑхӑм хушшинчи мӗскӗнсен ирӗклӗхне-тивӗҫлӗхне туртса илмешкӗн, тӑлӑх арӑмсене хӑйсен тупӑшӗ тумашкӑн, тӑлӑх ачасене ҫаратмашкӑн тӗрӗс мар саккун йышӑнакансене, хаяр йӗрке ҫыракансене хуйхӑ ҫитӗ.
3
Килсе пӑхас кун ҫитсессӗн, пӗтмелли самант аякран килсессӗн мӗн тӑвӑр-ши эсир? Пулӑшу ыйтма кам патне кайӑр-ши? Мулӑра ӑҫта хӑварӑр-ши?
4
Вӗсем Мансӑр касмӑкрисем хушшинче асапланӗҫ, вилнисем хушшине тӑкӑнӗҫ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.
5
Ассура хуйхӑ ҫитӗ! Ман ҫиллӗмӗн туйи эсӗ! Санӑн аллӑнта — Ман ылханӑмӑн чукмарӗ!
6
Эпӗ ӑна йӗркесӗр халӑха хирӗҫ, ҫиллӗм ӳкнӗ халӑха хирӗҫ ярӑп — ҫаратмаллипех ҫаратма, тупӑш тупма, ӑна урамри пылчӑк пек таптама хушса ярӑп.
7
Анчах Ассур апла шухӑшламӗ, чӗри те апла ҫеҫ ӗмӗтленмӗ; ун чӗринче пӗр ҫакӑ — халӑхсене тустарасси те аркатасси.
8
Вӑл акӑ мӗнле калӗ: «манӑн улпутӑмсем пурте патша мар-и-ха?
9
Халне вӑл Кархемиспа пӗр мар-им? Емаф вӑл Арпадпа пӗр мар-им? Самари вӑл Дамаскпа пӗр мар-им?
10
Манӑн аллӑм йӗрӗхсен патшалӑхӗсене ярса илчӗ, пуҫҫапмалли кӗлеткесем унта Иерусалимра, Самарире пулнинчен те ытларахчӗ,
11
апла Самарипе унӑн йӗрӗхӗсене мӗн турӑм, Иерусалимпа унӑн йӗрӗхӗсене те ҫаплах тумастӑп-им?» тейӗ.
12
Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра вӗҫлесен вара ҫапла пулӗ, калӗ Вӑл: Ассири патшийӗн мӑнаҫлӑ чӗри тунӑ ҫитӗнӳ ҫине, вӑл епле каҫӑрӑлса тӑни ҫине пӑхӑп.
13
Ассири патши ҫапла калать: «ҫакна эпӗ хам аллӑмӑн хӑвачӗпе, хамӑн тӑнӑмпа турӑм, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑслӑ: эпӗ халӑхсен чиккисене куҫаратӑп, вӗсен хаклӑ мулне ҫарататӑп, улӑп пек, патшасене сирпӗтетӗп;
14
манӑн аллӑм халӑхсен пурлӑхне йӑвасене ярса илнӗ пек ярса илчӗ; йӑвара хӑварнӑ ҫӑмартасене мӗнле пуҫтараҫҫӗ, пӗтӗм ҫӗре эпӗ ҫапла туртса илтӗм, никам та ҫунаттине хускатаймарӗ, ҫӑварне уҫмарӗ, сас та памарӗ».
15
Пуртӑ ӗнтӗ пуртӑпа касакан умӗнче мухтанӗ-и? Пӑчкӑ ӗнтӗ пӑчкӑпа татакан умӗнче мӑнаҫланӗ-и? Туя хӑйне ҫӗклекене хирӗҫ тӑраять-и? Патак хӑйне тытса тӑраканӗн аллине хускатаять-и?
16
Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑншӑн самӑррисем ҫине нишлӗх ярӗ, унӑн чаплӑ ҫыннисем хушшинче, вут ҫулӑмӗ пек, ҫулӑм тивертсе ярӗ.
17
Израиль Ҫутийӗ вут-кӑвар пулӗ, унӑн Святойӗ ҫулӑм пулӗ — унӑн йӗплӗ тӗмӗпе ҫумкурӑкне пӗр кун хушшинчех ҫунтарса-ҫӑтса ярӗ;
18
унӑн мухтавлӑ вӑрманӗпе йывӑҫ пахчине ӳте, пурӑнӑҫа пӗтернӗ пек пӗтерӗ; вара вӑл хӑрса кайса вилекен пекех пулӗ.
19
Вӑрманӗнчи йывӑҫсем сайра пӗрре тӑрса юлӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача та шутласа тухайӗ.
20
Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: Израиль йӑлкӑмӗ тата Иаков килӗнчен ҫӑлӑнса юлнисем ӗнтӗ хӑйсене аркатса тӑкнӑскере шанма пӑрахӗҫ, вӗсем пӗтӗм таса чунран Ҫӳлхуҫана ҫеҫ, Израилӗн Святойне ҫеҫ, шанса тӑрӗҫ.
21
Йӑлкӑм каялла таврӑнӗ, Иаков йӑлкӑмӗ хӑватлӑ Турӑ енне ҫаврӑнӗ.
22
Израиль, санӑн халӑху тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсассӑн та, каялла йӑлкӑму ҫеҫ таврӑнӗ; пӗтме тивӗҫлине иксӗлми чӑнлӑхпа пӗтерме палӑртнӑ:
23
пӗтме палӑртнине Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗтерсе тухӗ.
24
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла калать: Сион ҫинче пурӑнакан халӑхӑм! Ассуртан ан хӑра. Вӑл сана туяпа амантӗ, Египет пек, сан ҫине патаккине ҫӗклӗ.
25
Тата кӑшт ҫеҫ, кӑшт кӑна юлчӗ — вара Манӑн ҫиллӗм иртсе кайӗ, Манӑн хаярлӑхӑм вӗсене пӗтерме ҫаврӑнӗ.
26
Вара, Орив чакӑл тӑвӗ патӗнче Мадиана пӗтернӗ пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа ун ҫине пушшине ҫӗклӗ е туйине — тинӗс ҫийӗн тӑснӑ пек, Египет ҫине ҫӗкленӗ пек — ҫӗклӗ.
27
Ҫавӑ кун акӑ мӗнле пулӗ: унӑн йывӑр ҫӗклемӗ санӑн хулпуҫҫийӳ ҫинчен, унӑн сӳсменӗ санӑн мӑю ҫинчен хывӑнса ӳкӗ; самӑр ӳтрен сӳсмен хӑйпӑнса ӳкӗ.
28
Ассур ӗнтӗ Аиаф хули ҫине кайӗ, Мигронран иртӗ, сых ятне хатӗрленине Михмасра пуҫтарса хурӗ.
29
Ту хушшисемпе иртӗҫ; Гевӑра ҫӗр каҫӗҫ; Рама чӗтрет; Гива, Саул хули, тарса пытаннӑ.
30
Эй Галим хӗрӗ, кӑшкӑрсах макӑр: сана Лаис та, мӗскӗн Анафоф та илттӗр!
31
Мадмена ҫыннисем тарса пытаннӑ, Гевим халӑхӗ тухса кайма васкать.
32
Вӑл тата пӗр кун Нов хулинче тӑрӗ. Аллипе Сион тӑвне, Иерусалим сӑртне хӑратса юнӗ.
33
Акӑ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, йывӑҫ тураттисене хӑрушла вӑйпа татса ывӑтать — ҫӳллӗшӗпе мухтанакансене касса пӑрахӗҫ, ҫӳллисене ҫӗре йӑвантарӗҫ.
34
Вӑрман чӑтлӑхне тимӗрпе вакласа тухӗ, Пурне те Пултаракан ҫапла Ливана пӗтерӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66