bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 29
Isaiah 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 30 →
1
Ариэл, Ариэл, Давид пурӑннӑ хула, хуйхӑ ҫитӗ сана! Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе кайӗ, парне кӳресси хӑй йӗркипе пулса пырӗ.
2
Анчах та Эпӗ Ариэле хӗстерӗп, вара куҫҫуль те хурлӑх пулӗ; вӑл Маншӑн пӗрех Ариэл пулса юлӗ.
3
Эпӗ санӑн тавра тапӑрпах вырӑнаҫӑп, сан тавра хурал пашнисем туса лартӑп, сана хирӗҫех аркатакан сӑпрай лартса тухӑп.
4
Вара мӗскӗнленӗн, ҫӗр ӑшӗнчен калаҫӑн, эсӗ калани тусан-тӑпра айӗнчен аран илтӗнейӗ, сассу та хӑй ӑшӗнче мӑкӑртатаканӑн сасси пек пулӗ, ӗнтӗ тусан-тӑпра айӗнчен пӑшӑлтатӑн.
5
Йышлӑ тӑшманусем вӗтӗ тусан пек, хаяр эшкерсем вӗҫсе саланакан арпа пек пулӗҫ; ҫакӑ сасартӑк, пӗр самантра, пулса иртӗ.
6
Саваоф Ҫӳлхуҫа сан патна аслатипе, ҫӗр чӗтреннипе, хӑватлӑ сасӑпа, ҫил-тӑвӑлпа, ҫавраҫилпе, мӗн пуррине хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмпа пырса ҫитӗ.
7
Вара Ариэле хирӗҫ кӗрешекен йышлӑ халӑхсем, ӑна, унӑн тӗрекӗсене хирӗҫ тухнисем, ӑна хӗсекеннисем усал тӗлӗк пек, ҫӗрле тӗлӗкре курӑннӑ пек туйӑнӗҫ.
8
Выҫӑ ҫын тӗлӗкӗнче хӑй апат ҫинӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те, ӑшӗнче — пуш-пушах; шывшӑн антӑхнӑ ҫын та тӗлӗкӗнче шыв ӗҫнӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те — ҫав-ҫавах тӗмсӗлет вӑл, ӑшӗ те хыпса ҫунать: Сион тӑвне хирӗҫ вӑрҫакан йышлӑ халӑхсемпе пуринпе те ҫапла пулӗ.
9
Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗр; вӗсем ыттисене суккӑра кӑларнӑ, хӑйсем те суккӑрланнӑ; вӗсем ӳсӗр, анчах эрехе пула мар; вӗсем тайкаланаҫҫӗ, анчах ҫиккер ӗҫнипе мар.
10
Ҫӳлхуҫа сирӗн ҫине ыйхӑлаттаракан сывлӑш янӑ; пророксем, ӗнтӗ сирӗн куҫӑра хуптарнӑ; витӗркурансем, сирӗн пуҫӑра хупланӑ.
11
Пророкла каланӑ кирек хӑш сӑмах та сирӗншӗн — пичет лартнӑ кӗнекери сӑмахсем пекех, ҫав кӗнекене ӗнтӗ вулама пӗлекене параҫҫӗ те: «ҫакна вула» теҫҫӗ; лешӗ вара: «пултараймастӑп, мӗншӗн тесессӗн пичет лартнӑ» тесе хуравлать.
12
Кӗнекине вара вулама пӗлменнине параҫҫӗ: «ҫакна вула» теҫҫӗ; лешӗ: «эпӗ вулама пӗлместӗп» тет.
13
Ҫӳлхуҫа каларӗ вара: ку халӑх Ман патӑма чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫывӑхарать, Мана сӑмахӗпе хисеплет, чӗри вара Манран аякра тӑрать, этем ӳкӗчӗ-йӑлине вӗренни вӗсемшӗн — Мана хисеплени-мӗн;
14
Эпӗ акӑ ку халӑха халиччен пулманнине кӑтартӑп, тӗлӗнмелле, питех те тӗлӗнмелле пулӗ, вара ӑсчахӗсен те ӑсӗ пӗтӗ, ӑслӑ-тӑнлисен те ӑсӗ-тӑнӗ ҫухалӗ.
15
Хӑйсен ӗҫӗсене сӗмлӗхре тӑвакансене, «кам курӗ-ха пире? кам пӗлӗ-ха пире?» теекенсене, хӑйсен шухӑшне Ҫӳлхуҫаран пытармашкӑн тарӑн ҫӗре пытанма ӗмӗтленекенсене хуйхӑ ҫитӗ.
16
Мӗнле ӑссӑрлӑх! Чӳлмек тӑвакана тӑм вырӑнне хума юрать-и вара? Тунӑ япали хӑйне тӑваканни ҫинчен: «мана вӑл туман» теме пултараять-и? тунӑ ӗҫ хӑйне тӑвакан ӑста ҫинчен: «вӑл ӑнланмасть» теме пултараять-и?
17
Тата кӑшт ҫеҫ, кӑштах, кӑштах, вара Кармил тӑвӗ йывӑҫ пахчи пулса тӑмӗ-и, йывӑҫ пахчине вара вӑрмана хапӑл тунӑ пек хапӑллӗҫ-и?
18
Ӗнтӗ ҫавӑ кун хӑлхасӑррисем кӗнеке сӑмахне илтӗҫ, суккӑрсен куҫӗсем тӗттӗмлӗхрен, сӗмлӗхрен курма пуҫлӗҫ.
19
Вара асапланакансем Ҫӳлхуҫашӑн савӑннӑҫемӗн савӑнӗҫ, мӗскӗнсем Израиль Святойӗшӗн хӗпӗртесе мухтанӗҫ:
20
кӳрентерекен текех пулмӗ, мӑшкӑлҫӑ ҫухалӗ, ултава хӳтӗлекенсене —
21
ҫынна сӑмахпа чӑлхантарса яракансене, сут тума ыйтакана тытма хапха умне таната каракансене, тӳрӗ ҫыннах тӗртсе яракансене — пӗтерӗҫ.
22
Ҫавӑнпа та Авраама хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа Иаков килӗ ҫинчен ҫапла калать: ӗнтӗ Иаков намӑса юлмӗ, унӑн сӑн-пичӗ текех шурса каймӗ.
23
Унӑн ачисем Манӑн ӗҫӗме, хӑйсем хушшинче тӑвас ӗҫӗме, курсассӑн Манӑн ятӑма чун-чӗререн хисеплеме пуҫлӗҫ, Иаков Святойне чун-чӗререн хисеплӗҫ, Израиль Туррине пуҫҫапӗҫ.
24
Иккӗленчӗк чун-чӗреллисем ӑслӑлӑха пӗлӗҫ, пӑхӑнманнисем итлесе пурӑнма вӗренӗҫ.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66