bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 44
Isaiah 44
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 45 →
1
Халӗ вара, Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ Израиль, итле.
2
Ҫӳлхуҫа — сана пултарнӑ, сана пӑхса ӳстернӗ, сана аннӳ варӗнче чухнех пулӑшса тӑракан Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ савнӑ [Израиль], ан хӑра:
3
Эпӗ ӗҫессишӗн антӑхаканӗ ҫине шыв, типсе хӑрӑннийӗ ҫине юхӑм тӑкӑп; санӑн йӑху ҫине Хамӑн сывлӑшӑма, санӑн ӑрӑву-тӑхӑму ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп.
4
Вара курӑксем хушшинче шыв хӗрринчи хӑва пек ӳсӗҫ.
5
Пӗри: «эпӗ — Ҫӳлхуҫанӑн» тейӗ, теприйӗ хӑйне Иаковӑн тейӗ; хӑшӗ тата хӑй аллипех: «эпӗ — Ҫӳлхуҫанӑн» тесе ҫырӗ, хӑйне вара Израилӗн тейӗ.
6
Ҫӳлхуҫа, Израиль Патшийӗ, ӑна Хӑтараканӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — малтанхийӗ, Эпех — кайранхийӗ; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук:
7
Ман пекки кам пур? Пур пулсан, каласа патӑр, пӗлтертӗр, Эпӗ этем йӑхне пултарнӑранпа пулса иртнине Мана йӗркипе каласа кӑтарттӑр е пуласси-килесси ҫинчен пӗлтерччӗр.
8
Ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр: Эпӗ сана авалах пӗлтерменччӗ-и, малашне мӗн пуласса систерменччӗ-и? Эсир вара — Манӑн кӳнтеленсем. Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ пур-и? ҫук, урӑх тӗрек пуррине пӗлместӗп.
9
Йӗрӗх тӑвакансем пӗри те ниме тӑмасть, вӗсен тем пекех савнӑ йӗрӗхӗсем те нимӗнле усӑ та кӳмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсене хирӗҫ хӑйсемех кӳнтелеҫҫӗ. Вӗсем курмаҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ ҫавна пулах намӑса тӑрса юлӗҫ.
10
Нимӗнле усӑ та кӳмен турра кам тунӑ, йӗрӗхе кам шӑратса ӑсталанӑ?
11
Ҫав ӗҫе хутшӑнакансем пурте намӑс курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫавна тӑваканӗсем хӑйсем те — этем ҫеҫ; вӗсем пурте пухӑнса тӑччӑр; вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ, пурте намӑс курӗҫ.
12
Тимӗрҫӗ тимӗртен пуртӑ тӑвать, кӑмрӑкпа ӗҫлет, ҫапкӑчпа туптаса пуртӑ ӑсталать, ӑна туса ҫитересехчӗ тесе вара вӑйлӑ аллипе выҫса ҫитичченех, халран кайичченех ӗҫлет, шыв та ӗҫмест, ӗнтӗ йӑшсах ҫитет.
13
Каскалакан, [кирлӗ йывӑҫа суйласа илсе,] ун ҫине ҫырса, ӑна шӗвӗр вӗҫлӗ сӑпрайпа йӗрлесе тухать, каскӑчпа вартать, ӑна якатса ҫаврашкалатать, вара, килӗнче лартма тесе, хитре сӑн-питлӗ ҫын кӗлетки ӑсталаса кӑларать.
14
Вӑл кедр касать, вӑрманти йывӑҫсем хушшинче хырпа юмана суйласа илет, каврӑҫ лартать, каврӑҫне вара ҫумӑр шӑварса ӳстерет.
15
Ҫыншӑн ку — вут-шанкӑ, унӑн пӗр пайӗпе вӑл, ӑшӑ пултӑрччӗ тесе, хутма усӑ курать, вут чӗртет, ҫӑкӑр пӗҫерет. Ҫав йывӑҫранах турӑ ӑсталать, ӑна пуҫҫапать, тата йӗрӗх-кӗлетке тӑвать, ун умне ӳксех пуҫҫапать.
16
Йывӑҫӑн пӗр пайне ҫунтарса ярать, тепӗр пайӗпе аш пӗҫерет, ӑшалать, тӑраниччен ҫиет, ҫинипе пӗрлех ӑшӑнать: «аван-ха, ӑшӑнтӑм; вут-кӑвар уссине куртӑм» тет.
17
Усӑ курмасӑр юлнӑ йывӑҫран вара хӑй валли турӑ, йӗрӗх, касса ӑсталать, ӑна пуҫҫапать, ун умӗнче чӗркуҫленсе кӗлтӑвать: «ҫӑлсам мана, эсӗ — манӑн туррӑм» тет.
18
Вӗсем пӗлмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ: ан курччӑр тесе, Турӑ вӗсен куҫне тата, ан ӑнланччӑр тесе, чӗрине хупса хунӑ.
19
Ҫынни ҫакна чӗри патне те илмӗ: «унӑн пӗр пайне ҫунтарса ятӑм, кӑварӗ ҫинче ҫӑкӑр пӗҫертӗм, аш ӑшаласа ҫисе ятӑм; усӑ курмасӑр юлнӑ пайӗнчен ирсӗр япала ӑсталӑп-и вара? йывӑҫ каскине пуҫҫапӑп-и вара?» тесе каламалӑх унӑн пӗлӗвӗ те, ӑнланӑвӗ те ҫук.
20
Вӑл ҫил хӑвалать; ӑна улталаннӑ чӗри аташтарать, вӑл хӑйӗн чунне ирӗке кӑлараймасть, «манӑн сылтӑм аллӑмра ултав мар-ши?» тесе калаймасть.
21
Иаков, Израиль, ҫакна асту: эсӗ — Манӑн чурам; сана Эпӗ пӑхса ҫитӗнтернӗ; Манӑн чурам эсӗ, Израиль, Мана манса ан кай.
22
Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене тӗтре пек сирӗп, санӑн ҫылӑхусене пӗлӗт пек ҫӗтерӗп; Ман енне ҫаврӑн: Эпӗ сана тӳлесе илнӗ.
23
Эй пӗлӗтсем, савӑнӑр: ҫакна Ҫӳлхуҫа пултарнӑ. Хӗпӗртенсе кӑшкӑрӑр, ҫӗр авӑрӗсем; хавасланса шавлӑр, тусем, вӑрмансем, унти йывӑҫсем: Вӑл Иакова тӳлесе илнӗ, Израиле хӑтарса мухтава тухнӑ.
24
Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ,
25
Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан,
26
Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ,
27
тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ;
28
Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 45 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66