bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 42
Isaiah 42
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 43 →
1
Акӑ Манӑн Ачам, Эпӗ суйласа илнӗ, Манӑн чунӑм савакан Ачам. Эпӗ Ӑна аллинчен тытса тӑратӑп. Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӳрӗлӗхе пӗлтерӗ.
2
Вӑл хирӗҫсе калаҫмӗ, кӑшкӑрашмӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.
3
Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланса выртакан йӗтӗне те сӳнтермӗ; Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ;
4
вӑйран каймӗ, халран ӳкмӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗхе ҫирӗплетсе ҫитерӗ; утравсем Унӑн саккунне шанса тӑма пуҫлӗҫ.
5
Пӗлӗтсемпе вӗсен хутлӑхне пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинчи мӗн пуррине сарса хунӑ, ҫӗр ҫинчи халӑха сывлӑш кӗртнӗ, ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекенсене чӗм панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать:
6
Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Сана тӳрӗлӗхӗмпе чӗнсе илтӗм, Сана алӑран тытса тӑрӑп, упрӑп Сана, Сана Эпӗ халӑхшӑн халал пулма, суя тӗнлисемшӗн ҫутӑ пулма, суккӑррисен куҫӗсене уҫма, касмӑкра хӗн куракансене ирӗке кӑларма, тӗттӗмре ларакансене сӗмлӗхрен кӑларма лартатӑп.
8
Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, ку — Манӑн ятӑм, Хамӑн мухтавлӑхӑма урӑххине, Хамӑн чапӑма йӗрӗхсене памастӑп.
9
Акӑ унчченех калани чӑна тухрӗ, халӗ вара Эпӗ ҫӗннине пӗлтеретӗп; ӑна пулса иртичченех сире пӗлтерсе хуратӑп.
10
Эй тинӗсре ишсе ҫӳрекенсем, ӑна тултарса тӑракансем, утравсемпе унта пурӑнакансем, Ҫӳлхуҫана аслӑласа ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр, Ӑна ҫӗр хӗрринчен мухтавлӑр.
11
Пушхирпе унти хуласем те, кидарсен ялӗсем те сассине вӑйлӑлатчӑр; чуллӑ сӑртсем ҫинче пурӑнакансем хӗпӗртеччӗр, тусем тӑрринчен кӑшкӑрччӑр хавассӑн.
12
Ҫӳлхуҫана аслӑлатчӑр, Унӑн мухтавлӑхне утравсем ҫинче пӗлтерччӗр.
13
Ҫӳлхуҫа улӑп евӗр тухӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗ пек хавхалантарӗ, хыттӑн кӑшкӑрса чӗнӗ, вӑрҫӑ шавӗ ҫӗклӗ, тӑшманӗсене хирӗҫ тӑма Хӑйӗн хӑватне кӑтартӗ.
14
Вӑрах чӗнмерӗм Эпӗ, тӳсрӗм, тытӑнса тӑтӑм; халӗ вара ҫуратакан арӑм пек кӑшкӑрӑп, пӗтӗмпех аркатӑп, хыпса ҫӑтӑп;
15
тусемпе сӑртсене пушатса хӑварӑп, унти мӗнпур курӑка хӑртса ярӑп; юханшывсенчен утравсем тӑвӑп, кӳлӗсене типӗтӗп;
16
суккӑрсене вара хӑйсем пӗлмен ҫулпа ертсе кайӑп, вӗсене паллӑ мар ҫулсемпе илсе ҫӳрӗп; сӗмлӗхрен вӗсен умӗнчи ҫутӑ тӑвӑп, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗп: вӗсемшӗн акӑ мӗн тӑвӑп Эпӗ — вӗсене пӑрахмӑп.
17
Йӗрӗхсене шанса пурӑнакансем, кӗлеткесене: «эсир — пирӗн турӑ» теекенсем ун чухне каялла ҫаврӑнӗҫ, тем тӗрлӗ намӑс айне пулӗҫ.
18
Итлӗр, хӑлхасӑррисем, пӑхӑр, курӑр, суккӑррисем.
19
Манӑн чурам пек суккӑрри, Манӑн хыпарҫӑ пек, Эпӗ янӑ хыпарҫӑ пек, хӑлхасӑрри кам пур? Ҫӳлхуҫанӑн савнӑскерӗ пек суккӑрри, Ҫӳлхуҫанӑн чури пек суккӑрри кам пур?
20
Эсӗ нумай курнӑ, анчах асӑрхаман; хӑлху та уҫах тӑнӑ, анчах илтеймен.
21
Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрӗлӗхӗшӗн саккуна чапа, мухтава кӑларнӑ.
22
Ӗнтӗ ку халӑха юхӑнтарнӑ, ҫаратнӑ; вӗсене пурне те ҫӗр айне ҫыхса лартнӑ, тӗрмене хупса хунӑ; вӗсем — ыттисен тупӑшӗ, хӑтаракан ҫук; вӗсене ҫаратнӑ, никам та: «каялла парӑр!» темест.
23
Сирӗнтен хӑшӗ ҫакна тӑнланӑ, пуласлӑхшӑн хӑлхине тайнӑ, итленӗ?
24
Иакова кам ҫука хӑварттарнӑ, Израиле ҫаратакансен аллине кам тытса панӑ? Ҫӳлхуҫа мар-и? эпир Ун умӗнче ҫылӑх туса пурӑнтӑмӑр; вӗсем Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳресшӗн, Унӑн саккунне пӑхӑнасшӑн пулмарӗҫ.
25
Вара Вӑл вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн хаярлӑхне, вӑрҫӑ тискерлӗхне тӑкрӗ: ҫакӑ вӗсене пур енчен те ҫавӑрса илчӗ, вӗсем ҫавна асӑрхамарӗҫ; вӗсем ҫунчӗҫ, анчах ҫакна чӗрипе ӑнласа илеймерӗҫ.
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 43 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66