bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 36
Isaiah 36
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 37 →
1
Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулине хирӗҫ тапранса тухнӑ та пӗтӗмпех ярса илнӗ.
2
Ассири патши вара Лахис хулинчен Иерусалима Езекия патша патне Рабсакпа пӗрле пысӑк ҫар янӑ; лешӗ пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче, чарӑнса тӑнӑ.
3
Ун патне кермен пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах тухнӑ.
4
Рабсак вӗсене ҫапла каланӑ: Езекияна пӗлтерӗр: аслӑ патша, Ассири патши, ҫапла калать, тейӗр: мӗн шанӑҫӗ пур санӑн, эсӗ кама шанатӑн?
5
Пушӑ сӑмах ҫеҫ калатӑн эсӗ: вӑрҫӑ вӑрҫма вара ӑспуҫ тата вӑй кирлӗ: манран уйӑрӑлса, халӗ эсӗ кама шанса тӑратӑн?
6
Эсӗ акӑ Египет ҫине, ҫавӑ хуҫӑк туя ҫине, тӗревленме шутлатӑн; вӑл туя хӑй ҫине таянаканӑн аллине тӑрӑнса шӑтарсах тухӗ! Фараон, Египет патши, хӑйне шанса тӑракансемшӗн шӑп ҫавӑн пек пулать те.
7
Эхер те эсӗ мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗн пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «ҫакӑ парне вырӑнӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ. Ҫав Турра шанатӑр-и эсир? тет, тейӗр.
8
Эппин, эсӗ манӑн хуҫампа, Ассири патшипе, килӗштер: эпӗ сана икӗ пин урхамах паратӑп; вӗсем валли ҫавӑн чухлӗ юланутҫӑ тупма пултараятӑн-и?
9
Эсӗ ман хуҫамӑн чурисенчен — ҫарпуҫсенчен — пӗрне те пулин, чи вӑйсӑррине те пулин, каялла чактарма пултараятӑн-и? Египетӑн ҫар урапийӗсене, утлӑ ҫарне шанатӑн-и?
10
Ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-и? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ.
11
Вара Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ хӑвӑн чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.
12
Рабсак каланӑ вара: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.
13
Ӗнтӗ Рабсак тӑнӑ та хыттӑн кӑшкӑрса еврейла пӗлтернӗ, ҫапла каланӑ: эй аслӑ патшанӑн, Ассири патшийӗн, сӑмахне итлӗр!
14
Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ҫӑлма пултараймасть;
15
«пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
16
Езекияна ан итлӗр: Ассири патшийӗ ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр.
18
Ҫапла вара Езекия: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе ан илӗрттӗр сире. Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и?
19
Емаф тата Арпад туррисем ӑҫта халь? Сепарваим туррисем ӑҫта? Самарие манӑн аллӑмран хӑтарайрӗҫ-и вӗсем?
20
Ҫавӑ ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак.
21
Анчах та лешӗсем чӗнмен, ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ.
22
Вара Елиаким — Хелкия ывӑлӗ, патша керменӗн пуҫлӑхӗ — тата Севна ҫыруҫӑ, тата Асаф ывӑлӗ Иоах, самана ҫыруҫи, ҫири тумне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ.
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 37 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66