bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 65
Isaiah 65
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 64
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 66 →
1
Эпӗ Хам ҫинчен ыйтманнисенех курӑнтӑм; Мана вара Хама шыраманнисемех тупрӗҫ. «Эпӗ кунтах! Эпӗ кунтах!» терӗм Эпӗ Ман ятпа ҫӳремен халӑха.
2
Кирек хӑш кун та аллӑма чурӑс халӑх енне тӑсаттӑм, вӑл вара ырӑ мар ҫулпа ҫӳретчӗ, хӑй еккипе пурӑнатчӗ,
3
ҫав халӑх Мана пӗрмай куҫкӗрет кӳрентерет, катасенче чӳк тӑвать, чӳлмек катӑкӗ ҫинче фимиам ҫунтарать,
4
тупӑклӑхра ларать, ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫӗр каҫать, сысна ашӗ ҫиет, унӑн савӑтӗнче — ирсӗр апат;
5
хӑй вара ҫапла калать: «манран аякра тӑр, ман патӑма ан ҫывӑхар: эпӗ — таса, сан пек мар». Вӗсем Маншӑн — куҫа кӗрекен тӗтӗм пек, ялан ҫунса тӑракан вут-ҫулӑм пек.
6
Манӑн сӑнӑм умне акӑ мӗн ҫырса хунӑ: чӗнмесӗр тӑмӑп, тавӑрӑп, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе пӗрле ӑшчиккине кӗртсех тавӑрса парӑп; вӗсен ашшӗсем тусем ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, сӑртсем ҫинче Мана хӑртнӑ-хурланӑ; Эпӗ вӗсен унчченхи ӗҫӗсене виҫсе ӑшчиккинех ярса парӑп.
8
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: иҫӗм сапакине сӗткен тулса ҫитсессӗн: «ан амант ӑна, вӑл — пиллӗхлӗ» теҫҫӗ; Хамӑн чурамсемшӗн Эпӗ те ҫапла тӑвӑп, пурне те пӗтермӗп,
9
Иаковран вӑрлӑх хӑварӑп, Иудӑна Хамӑн тӑвӑмсен еткерҫи тӑвӑп, ҫакна Эпӗ суйласа илнийӗсем тивӗҫ пулӗҫ, унта Манӑн чурамсем пурӑнӗҫ.
10
Мана шыраса тупнӑ халӑхӑмшӑн вара Сарон айлӑмӗ сурӑх кӗтекен вырӑн пулӗ, Ахор айлӑмӗ вӑкӑрсене канмалли тапӑр пулӗ.
11
Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене —
12
Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.
13
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр; Манӑн чурамсем ӗҫӗҫ, эсир вара антӑхатӑр;
14
Манӑн чурамсем савӑнӗҫ, эсир вара намӑс куратӑр; Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ, эсир вара чӗререн хуйхӑрса кӑшкӑратӑр, чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех йӗретӗр.
15
Сирӗн ятӑр Манӑн суйласа илнийӗсемшӗн ылхан пулса юлӗ; Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗлерет сана, Хӑйӗн чурисене вара урӑх ят хурӗ.
16
Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр; ҫӗр ҫинче тупа тӑваканӗ чӑнлӑх Турри ячӗпе тупа тутӑр, мӗншӗн тесессӗн унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ, Манӑн куҫ умӗнчен ҫухалӗҫ.
17
Мӗншӗн тесессӗн акӑ Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр пултаратӑп, унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ.
18
Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр: акӑ Эпӗ савӑнӑҫлӑ Иерусалим пултаратӑп, унта хаваслӑ халӑх пултаратӑп.
19
Вара Иерусалимшӑн савӑнӑп, Хамӑн халӑхӑмшӑн хӗпӗртенӗп, унта текех йӗни те, ӳлени те илтӗнмӗ.
20
Унта ӗнтӗ хӑйӗн кунне тултариччен пурӑнайман ача та, ватӑ та пулмӗ; ҫӗр ҫулта вилекен пирки «вӑл ир вилчӗ» тейӗҫ, ҫӗр ҫула ҫитмесӗр вилекен пирки «вӑл ылханлӑ» тейӗҫ.
21
Вара ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ.
22
Ҫурт-йӗре урӑх ҫынна пурӑнтарма лартмӗҫ, иҫӗме урӑххи ҫитӗрччӗ тесе лартса ҫитӗнтермӗҫ: Ман халӑхӑмӑн кунӗсем йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ, Эпӗ суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ.
23
Ытахаль ӗҫлемӗҫ, ачи-пӑчине хуйхӑ-суйхӑ валли ҫуратмӗҫ: вӗсем те, вӗсен тӑхӑмӗсем те Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илнӗ вӑрлӑх пулӗҫ.
24
Вара ҫапла пулӗ: вӗсем ыйтичченех Эпӗ хирӗҫ хуравлӑп, вӗсем калама тытӑничченех Эпӗ вӗсене илтӗп.
25
Кашкӑрпа путек пӗрле ҫисе ҫӳрӗҫ, арӑслан, вӑкӑр пек, улӑм ҫийӗ, ҫӗленшӗн вара тӑпра ҫимелли ҫимӗҫ пулӗ: вӗсем Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче усаллине те, сиенлине те тумӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 64
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 66 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66