bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Isaiah 24
Isaiah 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 25 →
1
Ҫӳлхуҫа акӑ ҫӗре ҫука хӑварать, ӑна пулӑхсӑр тӑвать; ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне улӑштарать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сапаласа ярать.
2
Вара халӑха мӗн пулӗ, священника та ҫавах пулӗ, тарҫипе мӗн пулни — унӑн хуҫипе, тарҫӑ-арӑмпа мӗн пулни — хуҫа-арӑмпа, туянаканнипе мӗн пулни — сутаканнийӗпе, кивҫен илекенӗпе мӗн пулни — кивҫен параканӗпе, парӑмлипе мӗн пулни усламҫӑпа пулӗ.
3
Ҫӗре пӗтӗмпех ҫука хӑварнӑ; ҫаратмаллипех ҫаратнӑ — ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ.
4
Хуйхӑрать ҫӗр, салху вӑл; пусӑрӑннӑ, салхуланнӑ тӗнче; тӳпепе ҫӗр хавшанӑ.
5
Хӑй ҫинче пурӑнакансем айӗнче ҫӗр ирсӗрленнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем саккуна пӑхӑнмарӗҫ, йӗркене улӑштарчӗҫ, ӗмӗрлӗх халала пӑсрӗҫ.
6
Ҫавӑншӑнах ҫӗре ылхан кӑшлать, ун ҫинче пурӑнакансем асап кураҫҫӗ; ҫавӑншӑнах ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫунтарса янӑ, ҫынсем питӗ сахал тӑрса юлнӑ.
7
Ҫимӗҫ сапакийӗн сӗткенӗ йӗрет; иҫӗмӗн аври ыратать; чӗререн савӑннисем пурте ассӑн сывлаҫҫӗ.
8
Тӳнкӗр ҫапса савӑнасси путланчӗ; хавасланакансен шӑв-шавӗ лӑпланчӗ; кӗсле сассийӗ илтӗнмест;
9
ӗнтӗ юрла-юрла эрех ӗҫмеҫҫӗ; ӗҫекенсемшӗн халь ҫиккер те йӳҫӗ.
10
Пушанса юлнӑ хулана аркатнӑ, ҫурчӗсене пурне те хупса лартнӑ — кӗрейместӗн.
11
Урамра эрехшӗн йӗреҫҫӗ; ӗнтӗ кирек епле хаваслӑх та сӳнчӗ; ҫӗр ҫинчен пӗтӗм савӑнӑҫ ҫухалчӗ.
12
Хула хӑрӑнса ҫитрӗ, хапхисем те йӑтӑнса анчӗҫ.
13
Ӗҫҫи хыҫҫӑн, ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне татса пӗтерсессӗн, иҫӗм ҫырлине пуҫтарса илсессӗн мӗнле пулать, ҫӗр ҫийӗнче, халӑхсем хушшинче те ҫапла пулӗ.
14
Вӗсем сассине вӑйлатӗҫ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗшӗн хӗпӗртенӗҫ, тинӗс енчен хыттӑн кӑшкӑрса сас парӗҫ.
15
Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тухӑҫра мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, ятне тинӗс утравӗсем ҫинче мухтавлӑр.
16
Эпир ҫӗр хӗрринчен «Сӑваплӑскерне мухтав!» теекен юрӑ илтетпӗр. Каларӑм эпӗ: хуйхӑ ҫитрӗ мана! хуйхӑ ҫитрӗ мана! ах, мӗнле хурлӑхлӑ мана! усалсем усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсем усалланса кайсах усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.
17
Эй ҫӗр ҫинче пурӑнакан, ахӑр самана, шӑтӑк та йӑлмак сан валли!
18
Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.
19
Ҫӗр арканать, ҫӗр тӗпренсе саланать, ҫӗре хытӑ чӗтретнӗ;
20
ҫӗр ӳсӗр пек ҫапкаланать, сӑпка евӗр сиккелет, ӑна хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗ асаплантарать; ӳкет вӑл — ҫӗкленеймест.
21
Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Ҫӳлхуҫа ҫӳлти ҫарсем патне, ҫӗр ҫинчи ҫӗр патшийӗсем патне ҫитӗ.
22
Вара тӗрме ҫыннисене пуҫтарнӑ пек, пурне те шӑтӑка пуҫтарӗҫ, тӗттӗм шӑтӑка хупса хурӗҫ, чылай кунран вӗсене хаса парӗҫ.
23
Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион тӑвӗ ҫинче, Иерусалимра патшана ларсассӑн, аслӑ ҫынсем умӗнче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫуталса кайсассӑн уйӑх та вӑтанса хӗрелӗ, хӗвел те намӑсланӗ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 53
Chapter 54
Chapter 55
Chapter 56
Chapter 57
Chapter 58
Chapter 59
Chapter 60
Chapter 61
Chapter 62
Chapter 63
Chapter 64
Chapter 65
Chapter 66
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
53
54
55
56
57
58
59
60
61
62
63
64
65
66