bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 1
Matthew 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 2 →
1
Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек:
2
Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ;
3
Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ;
4
Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ;
5
Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ;
6
Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ;
7
Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ;
8
Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ;
9
Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ;
10
Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ;
11
Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.
12
Вавилона куҫарса кайсассӑн Иехонияран Салафиил ҫуралнӑ; Салафиилран Зоровавель ҫуралнӑ;
13
Зоровавельрен Авиуд ҫуралнӑ; Авиудран Елиаким ҫуралнӑ; Елиакимран Азор ҫуралнӑ;
14
Азортан Садок ҫуралнӑ; Садокран Ахим ҫуралнӑ; Ахимран Елиуд ҫуралнӑ;
15
Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазартан Матфан ҫуралнӑ; Матфанран Иаков ҫуралнӑ;
16
Иаковран Иосиф — Мария упӑшки — ҫуралнӑ; ҫав Марийӑран Христос теекен Иисус ҫуралнӑ.
17
Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вунтӑватӑ сыпӑк; Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вунтӑватӑ сыпӑк; Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вунтӑватӑ сыпӑк.
18
Иисус Христос ҫурални акӑ ҫапла пулнӑ: Унӑн Амӑшне, Марийӑна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑна пуҫличченех, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе Мария йывӑр ҫын пулнӑ.
19
Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ ҫын пулнӑ; вӑл, Марийӑн ятне ярас мар тесе, ӑна вӑрттӑн уйӑрса ярасшӑн пулнӑ.
20
Анчах та ҫапла шухӑшласанах акӑ ӑна тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: Давид ывӑлӗ Иосиф! эсӗ арӑмна, Марийӑна, ху патна илме ан хӑра: Вӑл Таса Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ;
21
Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ, тенӗ.
22
Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килтӗр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ:
23
«акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ» тенӗ. Еммануил тени «пирӗнпе Турӑ» тенине пӗлтерет.
24
Иосиф ыйхӑран вӑрансан, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хушнӑ пек, арӑмне хӑй патне илнӗ,
25
анчах вӑл унпа хутшӑнман; унтан Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ; Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28