bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 19
Matthew 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 20 →
1
Ҫак сӑмахсене вӗҫлесессӗн Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иордан тепӗр енне, Иудея ҫӗрне, ҫитнӗ.
2
Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, унта Вӑл вӗсене сыватнӑ.
3
Ун патне фарисейсем пынӑ та Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе каланӑ: ҫыннӑн кирек мӗнле сӑлтавпа та арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ.
4
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарни ҫинчен,
5
Вӑл: «ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» тенине вуламан-им эсир?
6
Ҫапла ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт. Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр, тенӗ.
7
Лешӗсем Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Моисей мӗнле-ха апла уйрӑлу хутне парсан арӑмпа уйӑрӑлма ирӗк панӑ? теҫҫӗ.
8
Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсене уйӑрса яма ирӗк панӑ; малтан апла пулман;
9
Эпӗ сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать; уйӑрса янӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать, тет.
10
Вӗренекенӗсем Ӑна калаҫҫӗ: ҫыннӑн арӑм тӗлӗшӗнчен ҫапла пулмалла пулсан, авланманни лайӑхрах, теҫҫӗ.
11
Иисус вӗсене каланӑ: ку сӑмаха пурте мар, ӑнланма пӳрнисем ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.
12
Хӑшӗ-пӗри амӑшӗ варӗнченех арлӑ-арӑмлӑ пулма юрӑхсӑр ҫуралать; хӑшне ҫынсем юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ; хӑшӗ тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн хӑйне хӑй арлӑ-арӑмлӑ пулмалла мар тӑвать. Кам ҫакна йышӑнаять — йышӑнтӑр, тенӗ.
13
Ҫавӑн чухне Ун патне ачасене илсе пынӑ — Вӑл аллине вӗсен пуҫӗ ҫине хурса кӗлтутӑрччӗ тенӗ; анчах вӗренекенӗсем ҫакна хирӗҫ пулнӑ.
14
Иисус вара вӗсене каланӑ: ачасем килччӗр, вӗсене Ман патӑма килме ан чарӑр: Ҫӳлти Патшалӑх ҫакӑн пеккисемшӗн, тенӗ.
15
Вара ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те унтан кайнӑ.
16
Акӑ Ун патне пӗр ҫын пынӑ та каланӑ: эй ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас манӑн? тенӗ.
17
Вӑл ӑна каланӑ: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тетӗн пулсассӑн, ӳкӗтсене тытса пурӑн, тенӗ.
18
Лешӗ калать Ӑна: хӑшӗсене? тет. Иисус каланӑ: ан вӗлер; аскӑнланса ан ҫӳре; ан вӑрла; ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле;
19
аҫу-аннӳне хисепле; тата: ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат, тенӗ.
20
Яш ача калать Ӑна: эпӗ ҫакна йӑлтах мӗн ачаранпах пурӑнӑҫлатӑп, тата мӗн ҫитмест-ши манӑн? тет.
21
Иисус каланӑ ӑна: пур тӗлӗшпе те сӑваплӑ пулассу килет пулсан, кай та пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар; вара санӑн пурлӑху тӳпере пулӗ; унтан кил те Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.
22
Ҫак сӑмаха илтсессӗн яш ача салхуланса пӑрӑнса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ.
23
Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: чӑн калатӑп сире: пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме хӗн;
24
тата калатӑп сире: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ.
25
Ҫакна илтсессӗн вӗренекенӗсем питех те тӗлӗнсе: апла кам ҫӑлӑнма пултарӗ? тенӗ.
26
Иисус вӗсем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: ӑна этем пултараймасть, Турӑ пурне те пултарать, тенӗ.
27
Ҫавӑн чухне Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, пире мӗн тивӗ-ши? тенӗ.
28
Иисус каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр.
29
Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.
30
Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем чылайӑшӗ малта пулӗҫ, тенӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28