bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 18
Matthew 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 19 →
1
Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам? тенӗ.
2
Иисус пӗр ачана чӗнсе илнӗ те ӑна вӗсен варрине тӑратса каланӑ:
3
чӑн калатӑп сире: улшӑнмасан, ача пек пулмасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр;
4
ҫавӑнпа та кам хӑйне хӑй ҫак ача пек кӗҫӗне хурать, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ.
5
Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать,
6
кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
7
Тӗнче ҫылӑхсене пула хур курать: вӗсем пулаҫҫех; анчах кам илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫав ҫынна хуйхӑ ҫитӗ.
8
Сана аллу е уру илӗртет пулсан, касса ывӑтса яр ӑна: чӑлаххӑн е уксаххӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни хӑвна икӗ аллӑн, икӗ ураллӑн ӗмӗрхи вута пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн;
9
эхер те сана куҫу илӗртет пулсан, кӑларса ывӑтса яр ӑна: чӗрӗлӗхе хӑрах куҫпа кӗни хӑвна икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн.
10
Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ан хурлӑр; калатӑп сире: вӗсен ангелӗсем тӳпере яланах Ҫӳлти Аттем сӑнне курса тӑраҫҫӗ.
11
Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.
12
Мӗнле шутлатӑр эсир? Пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӗсенчен пӗри ҫухалсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӑшне тусем хушшине хӑварса ҫухалнине шырама каймӗ-и вӑл?
13
Чӑн калатӑп сире: ӑна тупсассӑн, уншӑн ҫав ҫын ҫухалман тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сурӑхӗшӗн савӑннинчен ытларах савӑнӗ.
14
Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар.
15
Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳкӗтле ӑна; вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать;
16
итлемесессӗн, хӑвпа пӗрле тата тепӗр ҫын е икӗ ҫын илсе кай — икӗ е виҫӗ кӳнтелен каланипе пур сӑмах та ҫирӗплентӗр;
17
вӗсене те итлемесессӗн, ӗненекенсен ушкӑнне каласа кӑтарт; ӗненекенсен ушкӑнне те итлемесессӗн, вӑл вара саншӑн суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех пултӑр.
18
Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсир ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ.
19
Ҫаплах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса кирек мӗн ыйтсассӑн та, Ҫӳлти Аттем мӗн ыйтнине парӗ вӗсене,
20
мӗншӗн тесессӗн Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пӗр ҫӗре пухӑнсассӑн, Эпӗ унта вӗсем хушшинче пулатӑп, тенӗ.
21
Ҫавӑн чухне Петр Иисус патне пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! хама хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрекен тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? ҫичӗ хутчен-и? тенӗ.
22
Иисус ӑна ҫапла калать: ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран, тетӗп.
23
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ;
24
ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ;
25
унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ;
26
ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.
27
Патша вара ҫав чурине хӗрхенсе унӑн парӑмне каҫарнӑ та ӑна килне кӑларса янӑ.
28
Ҫав чура тухнӑ-тухманах хӑйӗн пӗр юлташне тӗл пулнӑ, лешӗн ӑна ҫӗр динари памалла пулнӑ; вӑл ӑна ярса тытнӑ та: «парӑмна тӳле мана» тесе пӑва пуҫланӑ.
29
Юлташӗ унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапса йӑлӑннӑ: кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.
30
Анчах лешӗ итлесшӗн пулман, кайнӑ та ӑна парӑмне тӳлесе татиччен тӗрмене хуптарнӑ.
31
Вӑл ҫапла тунине курнӑ юлташӗсем, питех те пӑшӑрханса, мӗн пулса иртни ҫинчен хӑйсен патши патне кайса каласа кӑтартнӑ.
32
Патша вара ӑна чӗнтерсе илет те ҫапла калать: эй усал чура! эсӗ мана йӑлӑнтӑн та, эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫартӑм;
33
эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и? тет.
34
Ҫилленсе ҫитнӗ патша вара ӑна пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех асаплантармашкӑн асаплантаракансен аллине панӑ.
35
Эсир хӑвӑр тӑванӑр айӑпӗсене чӗререн каҫармасассӑн, Ҫӳлти Аттем те сире ҫапла тӑвӗ, тенӗ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28