bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 20
Matthew 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
1
Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ;
2
кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ;
3
виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та
4
вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ. Лешӗсем кайнӑ.
5
Вӑл, улттӑмӗш тата тӑххӑрмӗш сехет тӗлӗнче тухса, каллех ҫапла тунӑ.
6
Юлашкинчен вӑл вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле тухнӑ та ӗҫсӗр тӑракан тата урӑх ҫынсене курса вӗсене ҫапла калать: «мӗскер эсир кунта кунӗпех ӗҫсӗр тӑратӑр?» тет.
7
Вӗсем ӑна: «пире никам та тара тытакан пулмарӗ» теҫҫӗ. Хуҫа калать вӗсене: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, вара мӗн тивӗҫлине илетӗр» тет.
8
Каҫ пулсассӑн пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла калать: «ӗҫлекенсене чӗнсе ил те кайранхисенчен пуҫласа малтанхисене ҫитичченех тӳлесе тух» тет.
9
Вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле пынисем пӗрер динари илнӗ.
10
Ӗнтӗ малтан пынисем: «эпир ытларах илӗпӗр-ха» тесе шухӑшласа тӑнӑ; анчах вӗсем те пӗрер динари илнӗ;
11
илсессӗн вӗсем хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ:
12
«кусем, кайран килнисем, пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлерӗҫ, эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр, шӑрӑха тӳсрӗмӗр, эсӗ вӗсене пирӗнпе пӗре хутӑн» тенӗ.
13
Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравласа каланӑ: «тусӑм, эпӗ сана кӳрентерместӗп-ҫке — сана пӗр динари тӳлемелле калаҫса татӑлманччӗ-и-ха эпир?
14
хӑвна тивӗҫлине ил те кай; эпӗ ҫак кайран килнине те сана панӑ чухлех парас тетӗп.
15
Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? е санӑн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?» тенӗ.
16
Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта, малтисем кайра пулӗҫ: чӗнни нумай та, суйласа илни сахал, тенӗ Иисус.
17
Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ:
18
акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ;
19
унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
20
Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пынӑ та чӗркуҫленсе ларсах Унран темӗскер ыйтнӑ.
21
Иисус ӑна: сана мӗн кирлӗ? тенӗ. Вӑл Ӑна ҫапла калать: ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ларма хушсамччӗ, тет.
22
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫме е Эпӗ курас асапа тӳсме пултарайӑр-и? тенӗ. Вӗсем Ӑна: пултаратпӑр, тенӗ.
23
Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ курас асапа та тӳсӗр, анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта, тет.
24
Ҫакна илтсессӗн ытти вунӑ вӗренекенӗ ҫав икӗ пӗртӑвана ҫилленнӗ.
25
Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ;
26
сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр;
27
хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр;
28
Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
29
Вӗсем Иерихон хулинчен тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
30
Акӑ ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсессӗн: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.
31
Халӑх вӗсене шӑплантарасшӑн пулнӑ, анчах лешӗсем тата хыттӑнрах: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑрнӑ.
32
Иисус чарӑнса тӑнӑ та вӗсене чӗнсе илсе каланӑ: эсир Мана мӗн тутарасшӑн? тенӗ.
33
Лешӗсем Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! пирӗн куҫӑмӑрсем уҫӑлӗҫинччӗҫ, теҫҫӗ.
34
Иисус хӗрхенсе вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, куҫӗсем ҫав самантрах куракан пулнӑ; вӗсем вара Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28