bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 6
Matthew 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 7 →
1
Астӑвӑр, хӑвӑр ырӑлӑх тунине ҫын куртӑр тесе, ӑна ҫын умӗнче ан тӑвӑр: унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ.
2
Ҫавӑнпа та ырӑлӑх тунӑ чухне ан шавла, хӑйсене ҫын мухтатӑр тесе, синагогӑсенче, урамсенче икӗ питлӗ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.
3
Ырӑлӑх тунӑ чухне хӑвӑн сылтӑм аллу мӗн тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр,
4
эсӗ ырӑлӑх туни вӑрттӑн пултӑр; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
5
Кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул: вӗсем ҫынна кӑтартасшӑн синагогӑсенче, урам тӑваткӑлӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.
6
Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн пӳлӗмне кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
7
Кӗлтунӑ чухне суя тӗнлӗ ҫынсем пек ытлашши ан калӑр: вӗсем нумай каласа кӗлтусан — илтӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
8
Вӗсем пек ан пулӑр: сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать.
9
Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр;
10
Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр;
11
паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире;
12
эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире;
13
ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь.
14
Эсир ҫын ҫылӑхне каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ;
15
эсир ҫын ҫылӑхне каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ.
16
Типӗ тытнӑ чухне икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр; вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн сӑнне салхулатаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ.
17
Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне пуҫна ҫу сӗр, питне-куҫна ҫу;
18
ҫынсен куҫӗ умӗнче мар, курӑнми Аҫу умӗнче типӗ тыт; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
19
Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ;
20
эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ:
21
ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ.
22
Куҫ — ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ;
23
куҫу сывӑ мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ. Эппин, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм пулсан, тӗттӗмӗ хӑй еплерех-ши?
24
Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр.
25
Ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр. Чун апатран, ӳт тумтиртен аслӑрах мар-и?
26
Вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ; вӗсене сирӗн Ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать. Эсир вӗсенчен пахарах мар-и?
27
Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑйӗн ӗмӗрне пӗр сехет те пулин тӑсма пултарайӗ-и?
28
Тумтиршӗн те мӗншӗн пӑшӑрханатӑр? Хирти чечексем мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха: вӗсем ӗҫлемеҫҫӗ те, арламаҫҫӗ те;
29
калатӑп сире: темӗн тӗрлӗ чаплӑ Соломон та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман.
30
Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана ҫеҫ пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫав тӗрлӗ тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?
31
Эппин, «пирӗн мӗн ӗҫес?» е «мӗн ҫиес?», е «мӗн тӑхӑнас?» тесе ан пӑшӑрханӑр —
32
ҫакна пурне те суя тӗнлӗ ҫынсем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать.
33
Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшӑр, ытти вара пурте пулӗ сире.
34
Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр: ыранхи кун хӑйшӗн хӑй тӑрӑшӗ. Кашни кунӑн хӑйӗн йывӑрлӑхӗ те ҫителӗклех.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28