bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 25
Matthew 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 26 →
1
Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулӗ. Вунӑ хӗр ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ.
2
Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ, пиллӗкӗшӗ ӑссӑр пулнӑ.
3
Ӑссӑррисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ те ҫӑвне илмен;
4
ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсемпе пӗрле ҫу янӑ савӑчӗсене те илнӗ.
5
Кӗрӳ каччӑ час ҫитеймен те, хӗрсем пурте ыйхӑласа ҫывӑрса кайнӑ.
6
Ҫӗр варринче: «акӑ кӗрӳ каччӑ килет, хирӗҫ тухӑр!» тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ.
7
Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене тӳрлетнӗ.
8
Ӑссӑррисем ӑслисене каланӑ: «пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ» тенӗ.
9
Ӑслисем ҫапла хуравласа каланӑ: «апла пире те, сире те ҫитмӗ, пирӗнтен иличчен хӑвӑр валли сутакан патне кайса туянӑр» тенӗ.
10
Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ;
11
кайран леш хӗрсем те пыраҫҫӗ: «хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире» теҫҫӗ.
12
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: «чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп» тенӗ.
13
Ҫавӑнпа сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр.
14
Ун чухне ӗнтӗ ют ҫӗре каяс умӗн чурисене чӗнсе илсе вӗсене хӑй пурлӑхне парса хӑварнӑ ҫынпа мӗн пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пулӗ:
15
вӑл кашнийӗн пултарулӑхне кура пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ; унтан хӑй ҫула тухса кайнӑ.
16
Пилӗк талант илнӗскерӗ ӑна тӳрех ӗҫе хывса тата пилӗк талант тупӑш тунӑ;
17
икӗ талант илнӗскерӗ те ҫапла тата икӗ талант тунӑ;
18
пӗр талант илнӗскерӗ вара кайнӑ та хуҫи кӗмӗлне ҫӗре чавса пытарнӑ.
19
Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать.
20
Пилӗк талант илнӗскерӗ тата пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла калать: «хуҫамӑм! эсӗ мана пилӗк талант панӑччӗ; акӑ эпӗ вӗсемпе тата пилӗк талант тупӑш турӑм» тет.
21
Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» тенӗ.
22
Икӗ талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ мана икӗ талант панӑччӗ; акӑ эпӗ вӗсемпе тата икӗ талант тупӑш турӑм» тенӗ.
23
Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» тенӗ.
24
Пӗр талант илнӗскерӗ те пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтаратӑн;
25
ҫавӑнпа хӑрарӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм; акӑ илех хӑвӑнне» тенӗ.
26
Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач
27
санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм;
28
ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр:
29
камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ;
30
юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ. Ҫакна каласа пӗтерсен Иисус хыттӑн каланӑ: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
31
Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ,
32
Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ;
33
сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ.
34
Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: «эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр:
35
Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх патӑр;
36
ҫарамас чухне Мана тумлантартӑр; чирлӗ чухне Мана пырса пӑхрӑр; тӗрмере ларнӑ чухне Ман патӑма пытӑр» тейӗ.
37
Сӑваплисем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине курса Сана тӑрантартӑмӑр? е ӑшу хыпнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр?
38
хӑҫан Эсӗ ҫул ҫӳренине курса хӳтлӗх патӑмӑр? е хӑҫан ҫарамассине курса тумлантартӑмӑр?
39
хӑҫан Эсӗ чирлине е тӗрмере ларнине курса Сан патна пытӑмӑр?» тейӗҫ.
40
Патша вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» тейӗ.
41
Унтан сулахай енчисене калӗ: «эй ылханлисем! кайӑр Ман патӑмран, шуйттанпа унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗрлӗх вута кайӑр:
42
Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитермерӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтермерӗр;
43
ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх памарӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантармарӑр; чирлӗ чухне, тӗрмере ларнӑ чухне Мана пырса пӑхмарӑр» тейӗ.
44
Лешӗсем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине е ӑшу хыпнине, е ҫул ҫӳренине, е ҫарамассине, е чирлине, е тӗрмере ларнине курса хӑҫан пулӑшмарӑмӑр Сана?» тейӗҫ.
45
Вӑл вара вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн ҫапла тумарӑр та, вӑл Маншӑн туманниех пулчӗ» тейӗ.
46
Вӗсем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ, тенӗ.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28