bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 15
Matthew 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 16 →
1
Ҫавӑн чухне Иисус патне Иерусалимран кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:
2
Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ? вӗсем апат ҫиес умӗн аллине ҫумаҫҫӗ, тенӗ.
3
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн эсир те хӑвӑр йӑлӑрсене тытса пырассишӗн Турӑ ӳкӗтне пӑхӑнмастӑр?
4
Турӑ: «аҫу-аннӳне хисепле» тата «ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр» тенӗ.
5
Эсир вара ҫапла калатӑр: «кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ Турра парне кӳтӗм» тесессӗн,
6
ҫавӑ ашшӗ е амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар» тетӗр; эсир ҫапла хӑвӑр йӑлӑршӑн Турӑ хушнине пӑрахӑҫлатӑр.
7
Эй икӗ питлӗскерсем! сирӗн ҫинчен Исаия пророк аван каланӑ:
8
«ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать;
9
вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр» тенӗ.
10
Унтан Иисус халӑха чӗнсе илсе каланӑ: итлӗр те ӑнланса илӗр:
11
ҫынна ҫӑвара кӗрекенни ирсӗрлентермест, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлентерет, тенӗ.
12
Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсессӗн фарисейсем тарӑхрӗҫ, тенӗ.
13
Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн Ҫӳлти Аттем лартман кирек епле ӳсентӑран та тымарӗпех кӑкланӗ;
14
вӗсем пирки ан шухӑшлӑр: вӗсем — суккӑрсене ҫавӑтса ҫӳрекен суккӑрсем; суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳресен, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ, тенӗ.
15
Петр каланӑ Ӑна: ҫак ытарӑша ӑнлантарса парсам пире, тенӗ.
16
Иисус вара ҫапла каланӑ: эсир те халиччен пӗлейместӗр-и?
17
халиччен ӑнланаймастӑр-и? ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрет те каялла тухать;
18
ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет,
19
мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать.
20
Ҫынна ҫакӑ ирсӗрлетет. Алӑ ҫумасӑр апат ҫини ҫынна ирсӗрлетмест, тенӗ.
21
Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ.
22
Акӑ пӗр ханаан хӗрарӑмӗ, ҫав таврара пурӑнаканскер, тухнӑ та кӑшкӑрсах каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ мана! хӗрӗм ытла та асапланать: ӑна усал ернӗ, тенӗ.
23
Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пырса каланӑ Ӑна: кунтан яр ӑна — вӑл пирӗн хыҫран кӑшкӑрса пырать, тенӗ.
24
Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Мана Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ, тенӗ.
25
Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫывӑхарах пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! пулӑшсамччӗ мана, тенӗ.
26
Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе йытӑсене пӑрахса пани аван мар, тенӗ.
27
Хӗрарӑм каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, ҫаплине ҫапла та, анчах йытӑсем те хуҫи сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ.
28
Вара Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн; ху ӗмӗтленнӗ пек пултӑр сана, тенӗ. Унӑн хӗрӗ вара ҫав сехетрех сывалнӑ.
29
Унтан кайсассӑн Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, унта пӗр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.
30
Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ;
31
халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ; пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
32
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли вӗсен нимӗн те ҫук; ҫул ҫинче халтан каясран Манӑн вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест, тенӗ.
33
Вӗренекенӗсем Ӑна калаҫҫӗ: пушхирте ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан илес пирӗн? теҫҫӗ.
34
Иисус вӗсене: сирӗн миҫе ҫӑкӑр? тет. Вӗсем: ҫиччӗ, тата темиҫе пулӑ, тенӗ.
35
Иисус халӑха ҫӗре ларма хушнӑ.
36
Вара ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, вӗренекенӗсем ӗнтӗ халӑха валеҫсе панӑ.
37
Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ;
38
ҫиекеннисем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
39
Халӑха киле ярсан, Иисус кимӗ ҫине ларса Магдала ҫӗрне ҫитнӗ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28