bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 16
Matthew 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 17 →
1
Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе, хӑйсене тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.
2
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: каҫхине эсир: «пӗлӗт хӗрелет — уяр пулать» тетӗр;
3
ирхине: «пӗлӗт кӑвакарчӗ — паян ҫумӑр ҫӑвать» тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! эсир пӗлӗт тӗсне уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллине уйӑрма пӗлместӗр.
4
Усал та аскӑн ӑру хӑват шырать, Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ, тенӗ. Вара Вӑл вӗсене пӑрахса кайнӑ.
5
Тинӗс тепӗр енне каҫнӑ чухне Унӑн вӗренекенӗсем ҫӑкӑр илме маннӑ.
6
Иисус вӗсене каланӑ: асӑрханӑр, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ.
7
Вӗсем хӑйсен ӑшӗнче: ку ӗнтӗ эпир ҫӑкӑр илменнине пӗлтерет, тесе шухӑшланӑ.
8
Ҫавна пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?
9
Халӗ те ӑнланаймастӑр-и? пилӗк ҫӑкӑрпа пилӗк пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине хӑвӑр миҫе кунтӑ пухнине те астумастӑр-и?
10
Тата ҫичӗ ҫӑкӑрпа тӑватӑ пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине миҫе пӗрне пухса илнине астумастӑр-и?
11
Мӗнле-ха ӑнланаймастӑр? Эпӗ сире ҫӑкӑр ҫинчен каламарӑм, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, терӗм, тенӗ.
12
Вӗренекенӗсем тинех ӑнланса илнӗ: Вӑл вӗсене кӑвас чустинчен мар, фарисейсемпе саддукейсем вӗрентнинчен сыхланма хушнӑ.
13
Филипп Кесарийӗ теекен хула таврашне пырсан, Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ? тенӗ.
14
Вӗсем каланӑ: пӗрисем Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ, тенӗ.
15
Вӑл вӗсене: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тет.
16
Петр теекен Симон хуравласа каланӑ: Эсӗ — Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.
17
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон: ҫакна сана ӳтпе юн мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ;
18
Эпӗ те сана калатӑп: эсӗ — Петр, ҫак чул ҫине Эпӗ Хамӑн Чиркӗвӗме лартӑп, ӑна тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ;
19
сана Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫине парӑп: эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ, тенӗ.
20
Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй Иисус Христос иккенне никама та калама хушман.
21
Иисус вара ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене Хӑй Иерусалима каясси ҫинчен, унта пуҫлӑхсенчен, аслӑ священниксенчен, кӗнекеҫӗсенчен нумай асап курасси ҫинчен, Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен кала пуҫланӑ.
22
Петр Иисуса аяккалла чӗнсе илнӗ те Ӑна хирӗҫлесе каланӑ: Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ! тенӗ.
23
Вӑл вара Петр енне ҫаврӑнса каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.
24
Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пытӑр;
25
кам хӑй чунне упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ;
26
пӗтӗм тӗнчене алла илсе хӑй чунне сиен тӑвакан ҫынна мӗн усси пулӗ? ҫын хӑй чунне мӗн тӳлесе илейӗ?
27
мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, Хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
28
Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри Этем Ывӑлӗ Патша пек килнине курмасӑр вилмӗ, тенӗ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28