bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 28
Matthew 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
1
Шӑматкун иртсен, эрненӗн малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма пынӑ.
2
Акӑ ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтренсе кайнӑ: Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен аннӑ та тупӑклӑх патне пырса ун умӗнчи чула йӑвантарса ярса ун ҫине ларнӑ.
3
Вӑл ҫиҫӗм пек курӑнса тӑнӑ, тумтирӗ унӑн юр пек шурӑ пулнӑ.
4
Хурал тӑракансем, унран хӑранипе чӗтрене ерсе, вилнӗ пекех пулса кайнӑ.
5
Ангел вара хӗрарӑмсене ҫапла каланӑ: ан хӑрӑр — эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Иисуса шыранине пӗлетӗп;
6
Вӑл кунта ҫук: Хӑй каланӑ пек, Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Килӗр, Ҫӳлхуҫа выртнӑ вырӑна пӑхӑр та
7
часрах кайса Унӑн вӗренекенӗсене калӑр: Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ, эсир Ӑна ҫавӑнта куратӑр, тейӗр. Акӑ эпӗ сире каласа патӑм, тенӗ.
8
Вӗсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ та, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.
9
Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме кайнӑ чухне акӑ вӗсене Иисус тӗл пулнӑ та: савӑнӑр! тенӗ. Вӗсем вара, ҫывӑхарса, Ӑна уринчен тытса пуҫҫапнӑ.
10
Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ, тенӗ.
11
Вӗсем ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра хурал тӑракансенчен хӑшӗпӗри хулана пырса мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ.
12
Лешӗсем вара халӑх пуҫлӑхӗсемпе пухӑнса канаш тунӑ та салтаксене ҫителӗклех укҫа парса
13
каланӑ: эсир ҫапла калӑр: «ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Унӑн вӗренекенӗсем пырса вӑрласа кайнӑ Ӑна» тейӗр;
14
ҫак сас-хура пуҫлӑх патне ҫитес-тӑвас пулсассӑн, эпир ӑна хамӑр енне ҫавӑрӑпӑр, сире инкек курмалла тумӑпӑр, тенӗ.
15
Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек каланӑ. Ҫак сӑмах ӗнтӗ иудейсен хушшинче халичченех ҫӳрет.
16
Вунпӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ;
17
Ӑна курсан вӗсем Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, хӑшӗсем тата иккӗленнӗ те.
18
Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ: ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ:
19
ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр,
20
Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп, тенӗ. Аминь.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28