bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 8
Matthew 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
1
Вӑл ту ҫинчен ансассӑн, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
2
Акӑ тилҫе ернӗ ҫын ҫывӑхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тенӗ.
3
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: тасатас тетӗп, тасал, тенӗ. Лешӗ вара ҫав самантрах тилҫерен тасалнӑ.
4
Иисус ӑна каланӑ: асту, никама та ан кала; хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, парне кӳр, тенӗ.
5
Иисус Капернаума ҫитсен, Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пынӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ:
6
эй Ҫӳлхуҫа! ман килте шалкӑм ҫапнӑ тарҫӑм выртать, ытла та асапланать, тенӗ.
7
Иисус ӑна: Эпӗ ӑна пырса сыватӑп, тет.
8
Ҫӗрпӳ Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар; Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ те.
9
Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай!» тесен — каять; тепӗрне: «кил!» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту!» тесен — тӑвать, тенӗ.
10
Ҫакна илтсен Иисус, тӗлӗнсе, Хӑй хыҫӗнчен пыракансене каланӑ: чӑн калатӑп сире: Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ.
11
Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ;
12
патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
13
Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана, тенӗ. Унӑн тарҫи ӗнтӗ ҫав сехетрех сывалнӑ.
14
Петр килне пырсан, Иисус унӑн хунямӑшӗ тар чирӗпе выртнине курнӑ;
15
Вӑл унӑн аллине сӗртӗннӗ те, тар чирӗ иртсе те кайнӑ; лешӗ вара ура ҫине тӑнӑ та Ӑна пӑха пуҫланӑ.
16
Каҫ пулсассӑн, Иисус патне усал ернӗ ҫынсене илсе пынӑ, вӗсем нумаййӑн пулнӑ; Вӑл усал сывлӑшсене Хӑй сӑмахӗпе хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.
17
Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха Хӑй ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ» тенӗ.
18
Хӑй тавра темӗн чухлӗ халӑх пухӑннине курсан, Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене тинӗс леш енне каҫма хушнӑ.
19
Ҫавӑн чухне пӗр кӗнекеҫӗ Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.
20
Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ.
21
Унтан вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр, малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
22
Иисус ӑна каланӑ: Ман хыҫӑмран пыр, вилнисене вилнисемех пытарччӑр, тенӗ.
23
Иисус кимӗ ҫине ларнӑ, Ун хыҫҫӑн вӗренекенӗсем те кӗрсе ларнӑ.
24
Акӑ тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме хум хупла-хупла илнӗ; Вӑл вара ҫывӑрнӑ.
25
Вӗренекенӗсем Ун патне пырса Ӑна вӑратса каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ҫӑлсам пире — пӗтетпӗр, тенӗ.
26
Вӑл вӗсене ҫапла калать: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир ҫав тӗрлӗ хӑравҫӑ? тет. Унтан Вӑл тӑнӑ та ҫилпе тинӗсе чарӑнма хушнӑ, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ.
27
Ҫынсем тӗлӗнсе кайса: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать! тенӗ.
28
Тепӗр ҫыран хӗррине, Гадара ҫӗрне каҫсассӑн Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ; вӗсем питӗ тискер пулнӑ, унти ҫулпа никам та иртсе ҫӳреймен.
29
Акӑ ҫавсем кӑшкӑрса янӑ: эй Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ кунта пире вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн, тенӗ.
30
Вӗсенчен аякра пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ.
31
Усалсем Иисуса: Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗртсе яр, тесе йӑлӑннӑ.
32
Вӑл вӗсене: кайӑр, тенӗ. Лешӗсем вара ҫынсем ӑшӗнчен тухнӑ та сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗнӗ. Акӑ пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртен тинӗсе сиксе шыва путса вилнӗ.
33
Кӗтӳҫисем чупса кайса хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртни ҫинчен, усал ернӗ ҫынсем ҫинчен пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.
34
Акӑ пӗтӗм хула Иисуса хирӗҫ тухнӑ; Ӑна курсассӑн хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑннӑ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28