bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 9
Matthew 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 10 →
1
Вӑл вара кимӗ ҫине ларса каялла каҫнӑ та Хӑй хулине таврӑннӑ.
2
Акӑ Ун патне шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна выртан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус, вӗсем ҫапла ӗненнине курса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна каланӑ: хӑюллӑ пул, ачам! санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ.
3
Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗ хӑй ӑшӗнче: «Вӑл Турра хурлать» тенӗ.
4
Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, Иисус ҫапла каланӑ:
5
мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта лайӑх мар шухӑшлатӑр? Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах калама: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е «тӑр та утса ҫӳре» теме-и?
6
Эсир пӗлӗр ҫакна: Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗкӗ пур, — вара шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тет.
7
Лешӗ тӑнӑ та, вырӑнне илсе, килне кайнӑ.
8
Ҫакна курсассӑн тӗлӗнсе-хӑраса кайнӑ халӑх этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
9
Ҫавӑнтан иртсе пынӑ чухне Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ, ӑна ҫапла калать: Ман хыҫӑмран пыр, тет. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
10
Иисус пӳртре апатланнӑ чухне куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑнах пынӑ та Унпа тата Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле апат ҫинӗ.
11
Ҫавна курсассӑн фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн сирӗн Вӗрентекенӗр куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.
12
Ҫакна илтсессӗн Иисус вӗсене каланӑ: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ;
13
кайӑр та «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшӑр; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тенӗ.
14
Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанн вӗренекенӗсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: фарисейсем те, эпир те тӑтӑшах типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? тенӗ.
15
Иисус вӗсене каланӑ: туй ҫыннисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне хуйхӑраҫҫӗ-и? Анчах та вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне типӗ тытӗҫ вара.
16
Никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ.
17
Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлать, тенӗ.
18
Вӑл вӗсене ҫакна каланӑ чухне Ун патне пӗр пуҫлӑх пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: тин ҫеҫ ман хӗрӗм вилсе кайрӗ; Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ — вӑл чӗрӗлӗччӗ, тенӗ.
19
Иисус тӑнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗренекенӗсем те пынӑ.
20
Акӑ пӗр хӗрарӑм, юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, хыҫалтан пырса Унӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ.
21
Вӑл хӑй ӑшӗнче: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ.
22
Иисус ҫаврӑнса пӑхнӑ та ӑна курса ҫапла каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ. Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
23
Пуҫлӑх килне ҫитсен, Иисус унта шӑхличӗ калакансене тата хӳхлекен ҫынсене курнӑ та
24
каланӑ вӗсене: тухӑр-ха кунтан; хӗр вилмен, ҫывӑрать, тенӗ. Унран тӑрӑхласа кулнӑ.
25
Халӑха кӑларса ярсассӑн, Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ — хӗр ура ҫине тӑнӑ.
26
Ҫак ӗҫ ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗре те хыпар сарӑлнӑ.
27
Иисус унтан кайнӑ чухне Ун хыҫӗнчен икӗ суккӑр ҫын: эй Иисус, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑрса пынӑ.
28
Иисус пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. Иисус вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ҫакна тума пултарасса ӗненетӗр-и? тет. Вӗсем Ӑна: ӗненетпӗр, Ҫӳлхуҫамӑр! теҫҫӗ.
29
Вӑл вара вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те: хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр сире, тенӗ.
30
Ӗнтӗ вӗсем куракан пулнӑ. Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: астӑвӑр, ҫакна никам та ан пӗлтӗр, тенӗ.
31
Вӗсем вара тухса кайнӑ та Ун ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗрте те калаҫса ҫӳренӗ.
32
Вӗсем тухса кайнӑ чухне Иисус патне усал ернӗ чӗлхесӗр пӗр ҫынна илсе пынӑ.
33
Усала хӑваласа кӑларсанах чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. Халӑх тӗлӗнсе каланӑ: Израильре кунашкал хӑват нихӑҫан та пулманччӗ, тенӗ.
34
Фарисейсем вара ҫапла каланӑ: усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.
35
Иисус пӗтӗм хулапа ял тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫынсем хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
36
Халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ.
37
Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал;
38
ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ, тенӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28