bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 13
Matthew 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 14 →
1
Ҫав кунхинех Иисус, килтен тухса, тинӗс хӗррине пырса ларнӑ.
2
Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Вӑл кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ; халӑх вара тинӗс хӗрринче тӑнӑ.
3
Вӑл вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл каланӑ: || акӑ акаҫӑ акма тухнӑ;
4
акнӑ чухне хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ; вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна ҫисе янӑ;
5
хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпра ӑшӑх пулнӑран пӗрчӗ часах шӑтса тухнӑ.
6
Анчах хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.
7
Хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ, ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ.
8
Хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те ҫимӗҫ тунӑ: пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепӗринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулнӑ.
9
Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
10
Вӗренекенӗсем пынӑ та каланӑ Ӑна: мӗншӗн Эсӗ вӗсене ытарлӑн калатӑн? тенӗ.
11
Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман:
12
камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ;
13
вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп;
14
Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет. Вӑл каланӑ: «хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр; куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр:
15
ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ, хӑлхипе те аран илтеҫҫӗ, куҫне те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
16
Сирӗн куҫӑрсем телейлӗ — вӗсем кураҫҫӗ; хӑлхӑрсем те телейлӗ — вӗсем илтеҫҫӗ.
17
Чӑн калатӑп сире: пророксемпе сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ; эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ.
18
Эппин, акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш мӗне пӗлтернине итлӗр:
19
Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет.
20
Чуллӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынна пӗлтерет;
21
анчах та тымарӗ ҫуккипе вӑхӑтлӑха ҫеҫ тытӑнса тӑраять: ҫав сӑмахшӑн асап е хӗсӗрлесси ҫитсессӗн, вӑл часах пӑрӑнать.
22
Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни сӑмаха хупласа илет те, сӑмах вара ҫимӗҫ кӳмест.
23
Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара сӑмаха илтсе ӑнланса илекене пӗлтерет; вӑл ҫимӗҫлӗ пулать: пӗри ҫӗр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри вӑтӑр хут ытла ҫимӗҫ кӳрет, тенӗ.
24
Вӑл вӗсене тепӗр ытарӑш каласа кӑтартнӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ;
25
ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ;
26
калчи ӳссе пуҫ кӑларсассӑн, пукри те палӑрнӑ.
27
Чурисем хуҫине пырса каланӑ: «хуҫа! эсӗ хӑвӑн хирне ырӑ вӑрлӑх акманччӗ-и? унта пукра ӑҫтан тухнӑ вара?» тенӗ.
28
Вӑл вӗсене каланӑ: «ӑна тӑшман ҫын тунӑ» тенӗ. Чурисем каланӑ: «ҫумлаттарас теместӗн-и? эпир кайса ҫумлӑпӑр» тенӗ.
29
Вӑл каланӑ: «ҫук, пукрине суйланӑ чухне эсир унпа пӗрле туллине те тӑпӑлтарса кӑларатӑр.
30
Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр; вырнӑ чухне выракансене калӑп эпӗ: малтан пукрине пухӑр, ҫунтарса ямашкӑн ӑна кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхӑр; туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр, тейӗп» тенӗ.
31
Иисус вӗсене тата тепӗр ытарӑш каласа кӑтартнӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи илнӗ те ӑна хӑйӗн хирне акнӑ:
32
ҫав пӗрчӗ, ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах, йывӑҫ пекех пулса каять, ӗнтӗ вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑраҫҫӗ, тенӗ.
33
Вӑл вӗсене тата тепӗр ытарӑш каласа панӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр хӗрарӑм кӑвас чусти илнӗ те ҫавна виҫӗ виҫе ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ, тенӗ.
34
Ҫакна пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарӑшсӑр каламан вӗсене:
35
ҫапла пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «ҫӑварӑма ытарӑш калама уҫӑп, тӗнче пулнӑранпа пытарӑнса тӑнине ытарлӑн каласа пӗлтерӗп» тенӗ.
36
Унтан Иисус халӑхран уйрӑлнӑ та пӳрте кӗнӗ. || Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та каланӑ: хирти пукра ҫинчен каланӑ ытарӑша ӑнлантарса пар-ха пире, тенӗ.
37
Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ырӑ вӑрлӑх акакан — Этем Ывӑлӗ вӑл;
38
хир — тӗнче; ырӑ вӑрлӑх — Патшалӑх ачисем, пукра — усал ачисем;
39
пукра акнӑ тӑшман — шуйттан вӑл; вырма вӑхӑчӗ — тӗнче вӗҫӗ, выраканӗсем вара — ангелсем.
40
Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне те пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнӑ пекех пулӗ:
41
Этем Ывӑлӗ Хӑй ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи пӗтӗм ултава тата йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пуҫтарӗҫ те
42
вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ;
43
ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ. Илтме хӑлха пурри — илттӗр! тенӗ.
44
Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать.
45
Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр купса паха ӗнчӗ шырать:
46
вӑл пӗр хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та, вара хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне кайса сутса, ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
47
Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Тинӗсе сӗреке ывӑтнӑ, ҫав сӗрекене тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ;
48
сӗреки тулсан, ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса, лайӑх пуллине суйласа илсе савӑта янӑ, начаррине кӑларса ывӑтнӑ.
49
Тӗнче пӗтнӗ чухне те ҫапла пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисен хушшинчен уйӑрса илӗҫ;
50
вара вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
51
Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: эсир ҫакна пурне те ӑнлантӑр-и? тенӗ; вӗсем Ӑна: ӑнлантӑмӑр, Вӗрентекен! теҫҫӗ.
52
Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.
53
Ҫак ытарӑшсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ.
54
Вӑл Хӑйӗн тӑван хулине пынӑ та унти ҫынсене вӗсен синагогинче вӗрентнӗ; ҫынсем питех те тӗлӗнсе каланӑ: ҫакнашкал ӑслӑлӑхпа вӑй-хӑват ӑҫтан тухать-ши Унӑн?
55
Каскалаканӑн ывӑлӗ мар-и вара Вӑл? Унӑн амӑшӗ Мария ятлӑ мар-и? Иаков, Иосиф, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара?
56
Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те пурте пирӗн хушшӑмӑртах мар-и вара? апла ҫакӑ ӑҫтан тухать-ши Унӑн? тенӗ.
57
Ҫапла вӗсем Ун ҫинчен иккӗленсе шухӑшланӑ. Иисус вӗсене каланӑ: пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, тӑван килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ, тенӗ.
58
Вӗсем ӗненменрен Вӑл унта хӑват нумаях туман.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28