bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 3
Matthew 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 4 →
1
Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн Иудея пушхирне пырса халӑха вӗренте пуҫлать,
2
вӑл: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тет.
3
Ун ҫинчен Исаия пророк урлӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр!»
4
Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ; ҫимӗҫӗ унӑн хӗрлӗ шӑрчӑкпа кайӑк хурт пылӗ пулнӑ.
5
Ҫавӑн чухне ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран, пӗтӗм Иордан таврашӗнчен темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ,
6
вӑл вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.
7
Фарисейсемпе саддукейсем нумайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине курсассӑн, Иоанн вӗсене каланӑ: эй ҫӗлен ҫурисем! ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма пулать тесе кам вӗрентрӗ сире?
8
Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр,
9
хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.
10
Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ.
11
Эпӗ сире ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп, ман хыҫҫӑн Килекенӗ манран хӑватлӑ, эпӗ Унӑн ури сыррине йӑтса пыма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ.
12
Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те Хӑйӗн туллине кӗлете пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
13
Ҫавӑн чухне Иисус Галилейӑран Иордан хӗррине Иоанн патне шыва кӗме пырать.
14
Иоанн Ӑна чарасшӑн пулнӑ: Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ Хӑв ман патӑма килтӗн-и? тенӗ.
15
Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: ан чар халӗ, пирӗн пур тӳрӗлӗхе те ҫапла тума кирлӗ, тенӗ. Иоанн вара Ӑна чарса тӑман.
16
Иисус Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах шывран тухнӑ, акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ.
17
Тата тӳперен: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28