bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 4
Matthew 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 5 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисуса шуйттан илӗртсе сӑнатӑр тесе, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ.
2
Унта Вӑл хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ӗҫмесӗр, ҫимесӗр пурӑннӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
3
Сӑнакан Ун патне пырса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш, тенӗ.
4
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
5
Унтан шуйттан Ӑна сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса
6
ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.
7
Иисус ӑна каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе те ҫырнӑ, тенӗ.
8
Ҫакӑн хыҫҫӑн шуйттан Ӑна питех те ҫӳллӗ ту ҫине илсе каять те тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне кӑтартса
9
калать Ӑна: мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакна пурне те Сана парӑп, тет.
10
Иисус вара ӑна ҫапла калать: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тет.
11
Вара шуйттан Ун патӗнчен каять, — акӑ ӗнтӗ ангелсем пынӑ та Иисуса ӗҫлесе тӑнӑ.
12
Иоана тытса хупнине илтсессӗн, Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ,
13
Вӑл Назаретран тухса кайса Завулонпа Неффалим ҫӗрне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине пырса вырӑнаҫнӑ.
14
Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ; вӑл каланӑ:
15
«тинӗс ҫулӗ ҫинче, Иордан леш енче — Завулон ҫӗрӗпе Неффалим ҫӗрӗ, суя тӗнлӗ Галилея;
16
сӗмлӗхре ларакан халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ, вилӗм ӗмӗлки хупӑрланӑ ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн ҫутӑ ҫутӑлса тухрӗ» тенӗ.
17
Ҫавӑнтанпа вара Иисус ҫапла каласа вӗренте пуҫланӑ: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
18
Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне Вӑл тинӗсе тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Петр теекен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее — курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
19
Иисус вӗсене ҫапла калать: Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп, тет.
20
Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
21
Ҫавӑнтан малалла кайсассӑн, Вӑл тата икӗ пӗртӑвана — Зеведей ывӑлӗсене, Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ; вӗсем хӑйсен ашшӗпе Зеведейпе пӗрле кимӗ ҫинче тетелӗсене тӳрлетсе тӑнӑ; вӗсене те чӗннӗ.
22
Вӗсем вара, ҫав самантрах ашшӗпе киммине пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
23
Иисус пӗтӗм Галилея тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, халӑх хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
24
Ӗнтӗ Ун ҫинчен пӗтӗм Сири ҫӗрне хыпар сарӑлнӑ; Ун патне халсӑррисене, тӗрлӗ чир-чӗрпе асапланакансене, усал ернисене, тытамаклисене тата шалкӑм ҫапнисене иле-иле пынӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ.
25
Ун хыҫҫӑн Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28