bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 14
Matthew 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
1
Ҫав вӑхӑтра Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус ҫинчен сарӑлнӑ сӑмаха илтнӗ те
2
хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн ку; вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑватсем тӑвать, тенӗ.
3
Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ,
4
мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ.
5
Ирод ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ: халӑх Иоана пророк тесе хисепленӗ.
6
Акӑ Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиада хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрнӑ;
7
ҫавӑнпа вӑл ӑна, лешӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та, ҫавна тупа тусах пама пулнӑ.
8
Хӗрӗ вара амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: мана Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне халех тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар, тенӗ.
9
Патша салхуланнӑ; анчах тупа тунӑран тата хӑнисене те пула ӑна мӗн ыйтнине пама хушнӑ,
10
вара Иоанн пуҫне кастарма тӗрмене ҫын янӑ.
11
Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе илсе пырса хӗре панӑ; лешӗ ӑна амӑшне леҫсе панӑ.
12
Иоанн вӗренекенӗсем ҫитнӗ те унӑн ӳтне илсе кайса пытарнӑ; кайран вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса пӗлтернӗ.
13
Ҫакна илтсессӗн Иисус кимӗ ҫине ларнӑ та ҫав вырӑнтан пӗчченех ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ; ҫакӑн ҫинчен илтнӗ халӑх вара, хулисенчен тухса, Ун хыҫҫӑн ҫуран утнӑ.
14
Ҫитсессӗн, Иисус темӗн чухлӗ халӑх тӑнине курнӑ; Вӑл, вӗсене хӗрхенсе, чирлӗ ҫыннисене сыватнӑ.
15
Каҫ пулсассӑн вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр, тенӗ.
16
Иисус вӗсене каланӑ: вӗсен кайма кирлӗ мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ.
17
Лешӗсем Ӑна калаҫҫӗ: пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ ҫеҫ, теҫҫӗ.
18
Вӑл: ҫавна кунта Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ.
19
Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ: вара пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса тав тунӑ та, пиллесе, ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ.
20
Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ;
21
ҫиекенӗсем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
22
Иисус ҫакӑн хыҫҫӑнах вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑй халӑха киле янӑ хушӑра Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.
23
Халӑха киле ярсассӑн, Вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.
24
Кимӗ ӗнтӗ тинӗс варрине ҫитнӗ пулнӑ, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен ӑна хумсем силленӗ.
25
Ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал вӑхӑтӗнче вара Иисус тинӗс ҫийӗн вӗренекенӗсем патне утса пынӑ.
26
Вӗренекенӗсем Вӑл шыв ҫийӗн утса пынине курсассӑн шикленсе ӳкнӗ: мӗлке ку, тенӗ; хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ.
27
Иисус вӗсене ҫавӑнтах сасӑ парса каланӑ: лӑпланӑр, ку — Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ.
28
Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш, тенӗ.
29
Иисус ӑна: кил, тенӗ. Петр вара, кимӗ ҫинчен анса, шыв ҫийӗн Иисус патнелле утнӑ;
30
анчах та ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара: Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана! тесе кӑшкӑрса янӑ.
31
Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ та: эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн? тенӗ.
32
Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ.
33
Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса пуҫҫапса каланӑ: Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.
34
Тепӗр енне каҫсассӑн, вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ.
35
Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана пур ҫӗре те хыпар янӑ, ӗнтӗ Ун патне пӗтӗм чирлӗ ҫынна илсе пынӑ,
36
вӗсем Ӑна: тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем, тесе йӑлӑннӑ; сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28