bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 2
Matthew 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 3 →
1
Ирод патша пурӑннӑ вӑхӑтра, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсассӑн, тухӑҫ енчен ҫӑлтӑрҫӑсем Иерусалима пынӑ та каланӑ:
2
иудейсен халӗ ҫуралнӑ Патши ӑҫта? эпир тухӑҫ енче Унӑн ҫӑлтӑрӗ тухнине куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр, тенӗ.
3
Ҫакна илтсессӗн Ирод патша та, унпа пӗрле пӗтӗм Иерусалим та шикленсе ӳкнӗ.
4
Вӑл вара аслӑ священниксене, халӑх хушшинчи кӗнекеҫӗсене пурне те пухнӑ та вӗсенчен: Христос ӑҫта ҫуралмалла? тесе ыйтнӑ.
5
Вӗсем ӑна каланӑ: Иудейӑри Вифлеемре, мӗншӗн тесессӗн пророк урлӑ ҫапла ҫырнӑ:
6
«эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнрен те кая мар: санран Пуҫлӑх тухӗ, Вӑл Ман халӑхӑма, Израиле, сыхласа усрӗ» тенӗ.
7
Вара Ирод, ҫӑлтӑрҫӑсене вӑрттӑн чӗнсе илсе, вӗсенчен ҫӑлтӑр курӑннӑ вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ те
8
вӗсене Вифлееме кайма хушнӑ: кайӑр та Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе пӗлӗр; Ӑна тупсан мана хыпар тӑвӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна, тенӗ.
9
Патша хушнине итлесе, вӗсем кайнӑ. Акӑ ӗнтӗ хӑйсем тухӑҫ енче курнӑ ҫӑлтӑр вӗсен умӗнчен пынӑ; вӑл ҫапла Ача тӗлне ҫитнӗ те чарӑнса тӑнӑ.
10
Ҫӑлтӑра курсан вӗсем тем тӗрлӗ савӑнса хӗпӗртенӗ.
11
Пӳрте кӗрсен Ачапа Унӑн Амӑшне Марийӑна курнӑ та Ачана ӳксе пуҫҫапнӑ; унтан арчисене уҫса Ӑна парнесем — ылтӑн, латӑн тата смирна — сӑйласа панӑ.
12
Кайран вӗсем тӗлӗкре Ирод патне ан таврӑнӑр тенӗ хыпар илнӗ те урӑх ҫулпа хӑйсен ҫӗрне кайнӑ.
13
Вӗсем кайсан, акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ каличчен ҫавӑнтах пурӑн: Ирод Ачана шыраса тупса вӗлересшӗн, тет.
14
Вӑл тӑнӑ та Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ,
15
вара Ирод виличченех ҫавӑнта пурӑннӑ. Ҫапла Турӑ пророк урлӑ: «Эпӗ Хамӑн Ывӑлӑма Египетран чӗнсе илтӗм» тени пурӑнӑҫа килнӗ.
16
Ирод ӗнтӗ, хӑйне ҫӑлтӑрҫӑсем улталаса хӑварнине ӑнкарса илсессӗн, талӑрсах кайнӑ та ҫӑлтӑрҫӑсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑтра Вифлеемпе ун таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ.
17
Ҫавӑн чухне Иеремия пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килнӗ, вӑл ҫапла каланӑ:
18
«Рама хулинче уласа, кӑшкӑрса макӑрнӑ сасӑ илтӗнет: Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн йӗрет, вӗсем ҫукран чунне пусараймасть» тенӗ.
19
Ирод вилсессӗн, акӑ Египетра Иосифа тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑнать те
20
ҫапла калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Израиль ҫӗрне кай: Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ, тет.
21
Иосиф тӑнӑ та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне таврӑннӑ.
22
Анчах Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсессӗн, унта кайма шикленнӗ; вара тӗлӗкре хыпар илсе, Галилея ҫӗрне кайнӑ.
23
Унта ҫитсен, Назарет ятлӑ хулана вырӑнаҫнӑ, ҫапла пророксем урлӑ «Ӑна Назарет ҫынни тейӗҫ» тесе калани пурӑнӑҫа килнӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28