bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 21
Matthew 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 22 →
1
Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ:
2
ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр;
3
пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ.
4
Ҫакӑ пӗтӗмпех пророк урлӑ каланӑ пек пулнӑ; вӑл ҫапла каланӑ:
5
«Сион хӗрне калӑр: акӑ сан патна Патшу килет, йӑвашскер, Вӑл ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫине ларса килет» тенӗ.
6
Вӗрекенӗсем вара кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ:
7
ама ашакпа тихине ҫавӑтса пырса, вӗсем ҫине хӑйсен тумтирӗсене сарса хунӑ, Иисус ҫав тумтирсем ҫине ларнӑ.
8
Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата йывӑҫ турачӗсене касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ;
9
Ун умӗнчен те, хыҫӗнчен те пыракан халӑх ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: Давид Ывӑлне осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Эй Ҫӳлти Турӑ, осанна!
10
Вӑл Иерусалима пырса кӗрсен, пӗтӗм хула хускалнӑ: кам-ши Ку? тенӗ.
11
Халӑх вара: Ку — Галилейӑри Назаретран тухнӑ Иисус пророк, тенӗ.
12
Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ,
13
каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
14
Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Вӑл вӗсене сыватнӑ.
15
Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курсассӑн тата ачасем те Турӑ Ҫуртӗнче «Давид Ывӑлне осанна!» тесе кӑшкӑрнине илтсессӗн, аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем тарӑхса кайнӑ та
16
каланӑ Ӑна: вӗсем мӗн каланине илтетӗн-и? тенӗ. Иисус вара вӗсене ҫапла калать: илтетӗп! Эсир «Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла турӑн» тенине нихӑҫан та вуламан-им? тенӗ.
17
Вӑл вара вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифание ҫитнӗ, унта ҫӗр каҫнӑ.
18
Ирхине хулана таврӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ;
19
Вӑл, ҫул хӗрринче пӗр смоква йывӑҫҫи курса, ун патне пынӑ; ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупайман та ҫапла калать ӑна: сан ҫинче ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр, тет. Смоква йывӑҫӗ ҫийӗнчех хӑрса ларнӑ.
20
Ҫакна курсассӑн вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ: смоква йывӑҫӗ епле-ха ҫийӗнчех хӑрса ларчӗ? тенӗ.
21
Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсессӗн, иккӗленмесессӗн, смоква йывӑҫӗпе мӗн пулнине ҫеҫ мар тӑватӑр, ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен — ҫапла пулӗ те;
22
ӗненсе кӗлтусассӑн эсир кирек мӗн ыйтнине пурне те илетӗр, тенӗ.
23
Вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе унта вӗрентнӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та каланӑ: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ.
24
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам; эсир Мана ҫавна каласассӑн, Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп;
25
Иоанн шыва кӗртни мӗнле пулнӑ: Турӑ ирӗкӗпе-и, этем ирӗкӗпе-и? тенӗ. Лешӗсем хӑйсем хушшинче канашланӑ: «Турӑ ирӗкӗпе» тесессӗн, Вӑл пире: «апла пулсан мӗншӗн ӗненмерӗр ӑна?» тейӗ;
26
«этем ирӗкӗпе» тесессӗн, халӑхран хӑратпӑр: Иоана пурте пророк тесе хисеплеҫҫӗ, тенӗ.
27
Вара Иисуса ҫапла хуравланӑ: пӗлместпӗр, тенӗ. Вӑл та вӗсене: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп.
28
Сире мӗнле пек туйӑнать? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; вӑл пӗрин патне пынӑ та каланӑ: «ывӑлӑм, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха» тенӗ.
29
Анчах та лешӗ: «каяс килмест» тенӗ; кайран тата ӳкӗннӗ те пахчана кайнӑ.
30
Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пырса ӑна та ҫаплах каланӑ. Ку ӗнтӗ: «кайӑп, аттемӗм» тенӗ; хӑй кайман та.
31
Иккӗшӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурӑнӑҫланӑ? тенӗ. Вӗсем Ӑна: малтанхи, теҫҫӗ. Иисус вӗсене ҫапла калать: чӑн калатӑп сире: куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.
32
Мӗншӗн тесессӗн сирӗн пата тӳрӗлӗх ҫулӗпе Иоанн килчӗ, эсир ӑна ӗненмерӗр, куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем ӑна ӗненчӗҫ; эсир ҫавна курса та ӳкӗнмерӗр, ӑна ӗненес темерӗр.
33
Тата тепӗр ытарӑш итлӗр-ха. Пӗр кил хуҫи пулнӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи чӗртнӗ те ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавнӑ, пашне лартнӑ; унтан ӑна пахчаҫӑсене тара панӑ та хӑй тухса кайнӑ.
34
Ҫырла вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑй ҫырлине илме янӑ.
35
Пахчаҫӑсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе пӗтернӗ, хӑшне вӗлернӗ, хӑшне тата чулпа пенӗ.
36
Хуҫа ӗнтӗ унта урӑх тарҫисене янӑ, кусем малтанхинчен те нумайрах пулнӑ; вӗсемпе те ҫаплах хӑтланнӑ.
37
Юлашкинчен вӑл вӗсем патне хӑй ывӑлне янӑ: «ывӑлӑмран вӑтанӗҫ-ха» тенӗ.
38
Хуҫа ывӑлне курсассӑн пахчаҫӑсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: «ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла; атьӑр, ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер» тенӗ.
39
Вара ӑна ярса тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ.
40
Ӗнтӗ пахча хуҫи килсессӗн, ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ вӑл? тенӗ Иисус.
41
Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: ҫав усалскерсене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑх пахчаҫӑсене парӗ — лешӗсем ӑна ҫырлине вӑхӑтӗнче парса тӑрӗҫ, теҫҫӗ.
42
Иисус вӗсене ҫапла калать: Ҫырура: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тесе ҫырнине эсир нихӑҫан та вуламан-им?
43
Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ;
44
ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ, тенӗ.
45
Унӑн ытарӑшӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Вӑл хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ,
46
вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Ӑна пророк тесе хисепленӗ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28