bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 27
Matthew 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 28 →
1
Тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пурте Иисуса вӗлерттерес тесе канаш тунӑ;
2
вара Ӑна ҫыхнӑ та Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
3
Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме сут тунине пӗлсессӗн, ӳкӗнсе, вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсене каялла тавӑрса панӑ:
4
айӑпсӑр юна сутса ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, тенӗ. Лешӗсем вара ӑна: пире мӗн? хӑвӑнне ху пӗл, тенӗ.
5
Вӑл вара кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртне пӑрахнӑ та, тухса кайса, ҫакӑнса вилнӗ.
6
Аслӑ священниксем ҫав кӗмӗл укҫасене илсе каланӑ: ку — юн укҫи, ӑна Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хума юрамасть, тенӗ.
7
Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем, ют халӑх ҫыннисем вилсен пытармашкӑн тесе, ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туяннӑ;
8
ҫавӑнпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ.
9
Ӗнтӗ Иеремия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «хак Хунӑскершӗн вӑтӑр кӗмӗл укҫа илчӗҫ, Ӑна Израиль ывӑлӗсем ҫапла хак хучӗҫ,
10
Ҫӳлхуҫа мана каланӑ пек, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ» тенӗ.
11
Иисуса пуҫлӑх умне тӑратнӑ. Пуҫлӑх Унран ҫапла ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-им? Иисус ӑна: эсӗ хӑв каларӑн, тенӗ.
12
Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем Хӑйне айӑпласа калаҫнӑ чухне Вӑл нимӗн те чӗнмен.
13
Вара Пилат Ӑна ҫапла калать: илтместӗн-им, мӗн чухлӗн Сана хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ? тет.
14
Иисус унӑн пӗр сӑмахне те хуравламан, ҫавӑнпа пуҫлӑх питӗ тӗлӗннӗ.
15
Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн тӗрмере ларакансенчен пӗр ҫынна халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.
16
Ҫавӑн чухне вӗсен тӗрмере Варавва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ;
17
ҫынсем пухӑнсан, Пилат каланӑ вӗсене: эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенӗ;
18
вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.
19
Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ.
20
Ҫав хушӑра аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем халӑха Вараввӑна ирӗке кӑларттарма, Иисуса вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ.
21
Пуҫлӑх вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: эсир мана иккӗшӗнчен хӑшне кӑларма ыйтатӑр? тенӗ. Вӗсем: Вараввӑна, тенӗ.
22
Пилат вӗсене калать: Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн? тет. Вӗсем пурте: пӑталаттармалла! теҫҫӗ.
23
Пуҫлӑх: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Анчах лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ.
24
Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ айӑплӑ мар; хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр, тенӗ.
25
Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх ҫапла хуравланӑ: Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр, тенӗ.
26
Вара Пилат вӗсемшӗн тӗрмерен Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса хӗнеттерсе хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ.
27
Ҫавӑн чухне пуҫлӑх салтакӗсем Иисуса преторие илсе килнӗ, Ун тавра пысӑк ҫар ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ;
28
Ӑна, салтӑнтарса, хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ;
29
Ун пуҫне йӗплӗ хулӑран явнӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ; унтан Ун умне чӗркуҫленсе ларса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе мӑшкӑлласа кулнӑ;
30
Ун ҫине сурнӑ, туйине туртса илсе, Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ.
31
Мӑшкӑлласа тӑрансан Ун ҫинчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
32
Тухнӑ чухне вӗсем Киринея ҫыннине, Симон ятлӑскерне, тӗл пулнӑ; ҫавна Иисус хӗресне йӑтса пыма хушнӑ.
33
Голгофа ятлӑ вырӑна — «Пуҫ тӳпи» тенине пӗлтерекен вырӑна — ҫитсессӗн,
34
Ӑна ватпа хутӑштарнӑ сӗрхе ӗҫме панӑ; тутанса пӑхсассӑн Вӑл ӑна ӗҫесшӗн пулман.
35
Ӑна пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ те
36
ҫавӑнта Ӑна хуралласа ларнӑ.
37
Унӑн пуҫӗ тӗлне Унӑн айӑпне кӑтартса «Ҫакӑ — Иисус, Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапса хунӑ.
38
Ҫавӑн чухне Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха: пӗрне — сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ.
39
Иртен-ҫӳрен пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ:
40
эй Турӑ Ҫуртне Аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче Ҫӗнӗрен Туса Лартакан! Хӑвна Ху ҫӑл. Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ.
41
Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсемпе фарисейсем те ҫаплах мӑшкӑлласа каланӑ:
42
ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть. Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, вара ӗненӗпӗр Ӑна;
43
Турра шанатчӗ, Вӑл Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ хӑтартӑр Ӑна. Вӑл: «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тесеччӗ, тенӗ.
44
Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Ӑна мӑшкӑлласа хурланӑ.
45
Ултӑ сехетре пӗтӗм ҫӗре сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, тӑхӑр сехет ҫитиччен сӗм тӗттӗм тӑнӑ;
46
тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Или?, Или?! лама? савахфани?? тенӗ; ку: «эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.
47
Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ;
48
вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ;
49
ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ.
50
Иисус каллех хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та сывлӑшӗ тухнӑ Унӑн.
51
Ҫав самантра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ; ҫӗр чӗтреннӗ; чулсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ;
52
тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ; вилнӗ сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ;
53
Иисус чӗрӗлсе тӑрсан, вӗсем тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ хулана кӗрсе нумайӑшне курӑннӑ.
54
Ҫӗрпӳ тата унпа пӗрле Иисуса хурал тӑракансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсассӑн сехӗрленсех ӳкнӗ те: Вӑл чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.
55
Унта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсем те нумайӑшӗ пулнӑ, вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ;
56
вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосиф амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ пулнӑ.
57
Каҫ пулсан унта Аримафея ҫынни, Иосиф ятлӑ пуян ҫын, Иисус вӗренекенӗ пулнӑскер, пынӑ;
58
вӑл, Пилат патне пырса, Иисус ӳтне ыйтнӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ;
59
Иосиф ӗнтӗ Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те
60
ӑна чул тӑва касса кӗрсе тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ; тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ та кайнӑ.
61
Ҫавӑнта Мария Магдалинӑпа тата тепӗр Мария пулнӑ, вӗсем тупӑклӑха хирӗҫех ларнӑ.
62
Эрнекун иртсен тепӗр куннех аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ та
63
каланӑ: хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: «виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп» тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире;
64
ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: «Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ» тесе ан калаччӑр. Вара кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ, тенӗ.
65
Пилат вӗсене каланӑ: сирӗн хуралҫӑрсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр, тенӗ.
66
Вӗсем вара кайнӑ та, тупӑклӑх умне хурал тӑратса, чулӗ ҫине пичет пуссах хӑварнӑ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28